Паймит ялне пырса кĕрсен...

16 Сен, 2016

Тăван ялта кăмăл уçăлать, чун савăнать. Унта сывлăшĕ те уçăрах, тавралăхĕ те илемлĕрех. Поэт калашле — ялта тÿпи те кăвакрах, хĕвелĕ те хĕрÿрех. Урам варринче ÿсекен йывăçсем хăйсен ытамне илĕртеççĕ. Ялти шăплăх та тыткăнлать, ачалăх куç умне тухать. Укăлча умĕнче кĕтсе илекен çукки кăна кăмăла хуçать. Куславкка районĕнчи Паймит ялне пырса кĕрсен те хирĕç сас паракан пулмарĕ.

Вун-вун çул каялла кунта ача-пăча сасси, трактор-комбайн шавĕ, ĕçчен халăх сăмахĕ, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ташши-юрри ял тăрăх сарăлнă ахăртнех. Шел те, паян Паймитре шăплăх хуçаланать. Ял хĕрринчи пĕр пÿрт алăкне шаккарăм та тухакан пулмарĕ: çурчĕ те япăхах мар пек те — никам та çукки тĕлĕнтерчĕ. Кÿршин çурчĕ кивĕ те, кунта пушă пуль тесе иртсе кайма тăтăм — хĕрарăм курăнчĕ /хăйĕн ят-шывне калама килĕшмерĕ вăл/. Вăлах мана ялти чи ватă кинемей, нумай çул Пăрмасри ял канашĕн председателĕнче ĕçленĕ Нина Чернова патне çул кăтартрĕ. Телее, Нина Ильинична çак урамрах пурăнать. Унта мана мăнукĕсем кĕтсе илчĕç.

— Кусем хулара пурăнаççĕ-ха, çуллахи кунсене ялта ирттереççĕ. Пирĕн ялта шкула çÿрекен ача çук. Паймит ялне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех “неперспективныйсен” йышне кĕртрĕç. Ун чухне ялта çынни те сахал марччĕ-ха. Çав тапхăртанпа ял хухма тытăнчĕ. Паян ак хăвăрах куратăр мĕн пулса иртнине. Пирĕн ялта çул та туман, водопровод та кĕртмен. Юрать, темиçе çул каялла яла çитме асфальт сарса пачĕç. Газ та кĕртсе пачĕç. Ун чухнех ял чĕрĕлсе тăрас шанăç çуралчĕ, — терĕ Нина Ильинична.

80-ри кинемей каланă тăрăх — Паймитре хальхи вăхăтра 6 килте 10 çын пурăнать, тепĕр 12-шĕ — дачниксен, ыттисем юхăнса лараççĕ. “Шел те, ваттисем ватăлса пыраççĕ, çамрăксем яла килесшĕнех мар. Çапла вара пÿрт пушанса юлать, ишĕлме пуçлать. Акă пирĕн кÿршĕ Вера Петровна Калинина чылай çул пĕчченех тытса пычĕ кил-çуртне. Вăл та ватăлчĕ, пахчара ĕçлейми пулчĕ. Кил-çурта çĕнĕ варкăш кĕртни вара пысăк савăнăç. Акă кăçал Хусанта пурăнакан пĕр çемье ялта çурт туянса пахчаçимĕç лартса ÿстерчĕ. Куншăн пит савăнтăм эп”, — калаçăва малалла тăсрĕ кинемей.

Пĕчĕк пулин те яла тăватă урам — Пролетари, Шкул, Çыран, Турикас — уйăрса тăрать. Ялта хусах арçын нумай. Калăпăр, Петр Иванов унта-кунта ĕçлесе çÿрет, анчах килти пахчинче çумкурăк ÿсет. Пăрмасри клубра тăрăшакан Мефодий Яковлевăн виçĕ ывăл пулнă. Вĕсем ялтан тухса кайсан арçын пĕччен тăрса юлнă. Ултă теçетке урлă каçнă Юрий Зотов ĕмĕрĕпе ялтах пурăнать. Унпа юнашарах тăванĕсем — çамрăк çемье — аслашшĕ-асламăшĕн килне хăтлăх кĕртнĕ. Вĕсемех çумкурăка ашкăрма памаççĕ, урама çулласерен тасатса тăраççĕ. Çакăншăн Нина Ильинична питĕ хĕпĕртенĕ, вĕсем çинчен район хаçатне те çырса кăларнă. Сорокинсем — упăшкипе арăмĕ — ял ăшшине тытса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ялти чи пысăк çемье вăл — Черновсем. Нина Ильинична хĕрĕпе, ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. Сăмах май, вăл 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсем кукамăш-асламăшне 12 мăнук тата 14 кĕçĕн мăнук парнеленĕ.

Халăх халапĕ тăрăх — Муркар ялĕн хресченĕ Паймит хăйĕн çемйипе хальхи вырăна пурăнма куçса килнĕ. Ку ĕç-пуç 1600-мĕш çулсенче пулса иртнине çирĕплетеççĕ тĕпчевçĕсем. Майĕпен-майĕпен Çăл шывĕ хĕрринчи ял ÿссе пынă. 1795 çулта унта 40 кил пулни паллă. 1859 çулхи çырав тăрăх ялта 128 хĕрарăмпа 127 арçынна шута илнĕ. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче 89 килте 500 яхăн çын пурăннă, анчах та совет тапхăрĕнче вĕсен йышĕ чакма пуçланă. Калăпăр, 1979 çул тĕлне ялта 126 çын кăна юлнă. 1931 çулта ялта “Мартăн 8-мĕшĕ” колхоз йĕркеленнĕ, каярах вăл Пăрмасри “Родина” совхозпа пĕрлешнĕ.

1911 çулта ялта земство училищи уçăлнă. Ун чухне 12 ачана Е.Кривощеева вĕрентнĕ. 1915 çул тĕлне вĕсен йышĕ 114 /арçын ача — 72, хĕрача — 42/ çитнĕ. Çав тапхăрта шăпăрлансене Анна Соколова пĕлÿ панă. 1919 çулта шкула пурлăхпа техника бази япăх пулнăран хупса хунă. Тепĕр хут икĕ çултан ял ачисем каллех шкула çÿреме тытăннă. 1975 çулта Пăрмасри 8 çул вĕренмелли шкулпа пĕрлештерсен Паймит шкулне хупнă.

Паймитре хăй вăхăтĕнче клуб та пулнă. “Унта юлашки çулсенче манăн ывăлăмпа кинĕм ĕçлерĕç. Лариса — клуб пуçлăхĕччĕ, Владимир — купăсçăччĕ”, — пĕлтерчĕ Нина Ильинична. Клуб çуртĕнчех фельдшерпа акушер пункчĕ вырнаçнă пулнă. Шел те, вĕсене чылай çул каялла хупнă. Паянхи кун çурчĕ юхăнса ларать. Чăн та, клуб кăна мар, пурăнмалли çуртсем те майĕпен-майĕпен ишĕлеççĕ. Çакă ял сăнне чыссăрлатать. Икĕ чÿречеллĕ пÿртсем йывăç ăшне путнă, пурне те Америка вĕрени çавăрса илнĕ. Çумкурăкпа йывăç ашкăракан вырăнта тахçан урам пулнă тенине ĕненес те килмест.

— Ĕлĕк килĕсерен нумай ачаччĕ. Пирĕн урамра ача сасси уйрăмах янăраса таратчĕ. Интереслĕччĕ ун чухне. Пурте хăй вăхăчĕпе ĕçленĕ, хĕрÿ тапхăр вĕçленсен каннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ялтан 75 арçын тухса кайнă, вĕсенчен 25-шĕ каялла таврăннă, ыттисем вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Ялта вĕсене асăнса палăк лартнă, анчах вăл та кивелчĕ. Ăна çĕнетсен аванччĕ. Çулсерен çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче унта митинг иртет. Асăну кунĕнче хам та кашни çулах сăмах калатăп. 2012 çулта 90 çула кайса пирĕн хисеплĕ ветеранăмăр Константин Максимов /юлашки çулсенче вăл Кунерте пурăнчĕ-ха/ вилчĕ, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Нина Чернова. — Хальхи вăхăтра ялта пурăнма питĕ аван. Пахча лартса пурăн кăна. Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтермешкĕн йĕри-тавра сип-симĕс курăк. Газ пур, вут хутмалла мар. Халь ак пусăран киле шыв та кĕртеççĕ. Мĕн кирлĕ-ши паянхи çамрăксене тата? Пĕлместĕп. Тĕрĕссипе, хальхи яш-кĕрĕм хастар мар. Эпир ачаран ĕçлесе ÿснĕ. Хăшпĕр хĕр-упраç аякка çерем уçмашкăн кайма шикленмен. Техники пур пулин те усă курман çĕрсем ахаль выртни тĕлĕнтерет. Ĕлĕк те çăмăл пулман. Ун чухне апат-çимĕçĕ те çитместчĕ, вут-шанки те пулман, çавах пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Ял пуласлăхĕ — çамрăксем. Вĕсем яла каялла таврăнмасан, шел те, Паймит пек пĕчĕк ялсем пĕтеççех, — пуçне усрĕ хĕрарăм.

Çырмара çăлкуç тапса выртать. Ун шывĕ тутлă та таса. Çынсем унта шыв патне сахал мар хутланă ахăртнех. Чăн-чăн çăтмах сирĕн кунта тенĕ пулать пĕр хăна Паймите килсе курсан. Ешĕл курăклă, уçă сывлăшлă вырăнта ÿт-пÿ канать, ăс-тăн çуталать. Хула шăв-шавĕ хыççăн ялти пурнăç ырлăх пекех туйăнать ĕнтĕ. Нина Ильинична та шанăçа çухатмасть, ял тепĕр хут вăй илессе ĕненет.

    Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.