Комментировать

16 Сен, 2016

Экономика та аталантăр: медицина та

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Елена Николаевăпа пĕрле ĕçлĕ визитпа Çĕрпÿ районĕнче пулнă.

Хăнасем малтанах алăксем тăвакан «ЭСТЕТ» компанисен ушкăнĕ» ООО ĕçĕпе паллашнă. Кунта 400 çын ĕçлет — Шупашкартан та, таврари ялсенчен те килеççĕ, юлашки 4 çулта бизнеса аталантарма хывнă инвестици калăпăшĕ 173 миллион тенкĕрен иртнĕ. Михаил Игнатьев предприяти ăнăçлă аталаннине палăртнă, коллектив ĕçченĕсен ыйтăвĕсене хуравланă. Çĕрпÿри кĕпер строительстви пирки ыйтнине хуравланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков ăна 2017 çулта вĕçлессине пĕлтернĕ.

Çĕрпÿ районĕн тĕп больницинче республика Пуçлăхĕ ачасен çĕнетнĕ уйрăмĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. Ăна тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 4,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Халĕ кунта сиплев валли пĕтĕмпех пур. Ачасем валли вăйă пÿлĕмне те йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕсемпе тата пĕчĕк пациентсен ашшĕ-амăшĕпе калаçнă, вĕсем ачасен çĕнĕ больницишĕн тав тунă. Кивви вара 60-мĕш çулсенчех тунă çуртра пулнă. Михаил Васильевич ачасене хăвăртрах сывалма суннă. Вăл çавăн пекех район больницин территорине тирпейлес енĕпе сĕнÿсем панă, хăшпĕр корпус, картасем юхăннине, кунти çулсене юсамаллине палăртнă. Тĕп врач Ольга Ермакова юлашки 4 çулта больницăна çĕнетес ĕçе чылай укçа хывни çинчен каланă, çывăх вăхăтра инфекци уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем ирттерессине пĕлтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ больница коллективĕпе тĕл пулнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — республика бюджечĕ социаллă ыйтусене тĕпе хурать, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси малашне те тĕп вырăнта пулĕ. Вăл Чăваш Енре медицина учрежденийĕсене çĕнетес енĕпе чылай ĕç пурнăçланине çирĕплетнĕ, çавăн пекех Раççей Ĕçлев министерствинче 30 çул тултарнă тĕле икĕ ача çуратнă хĕрарăмсене хавхалантармалли тата пулăшмалли майсене тишкерни çинчен пĕлтернĕ.

Регион ертÿçи Çĕрпÿсемпе тăван района аталантарас тĕллевпе çине тăрсах малалла талпăнма сунса сывпуллашнă.

Н.ЯКОВЛЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.