Архив - 1 Сен, 2016

1 Сен, 2016

Пулă туянар-ха

Пулă организма кирлĕ микроэлементсемпе, белокпа, витаминсемпе пуян. Вăл какайран усăллăрах иккенне те пĕлместпĕр мар, анчах пирĕн сĕтелсем çинче сайрарах курма пулать ăна.

1 Сен, 2016

Грушăпа тимлĕрех пулмалла

Грушăна ĕлĕкрех ăшăра, кăнтăр енче çеç ÿстернĕ. Селекционерсен тăрăшулăхĕпе халĕ ăна вăтам тăрăхра çеç мар, çурçĕр районĕсенче те çитĕнтереççĕ.

1 Сен, 2016

Ачисене чăвашла вĕрентесшĕн

Сере /сарлака йывăç кравать/ çинче ларнă май Топчугул Кунантаевăпа ялти пурнăç çинчен калаçрăмăр. Кăркăс хĕрарăмĕ çемйипе пĕрле Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăмра çулталăка яхăн пурăнать. Унччен мăшăр Шупашкарта кун кунланă. Хăйсем ялта çуралса ÿснĕрен чунĕ шавлă хуланалла туртман.

1 Сен, 2016

Санитари нормине пăхăнмалла

Кÿршĕсен туалечĕ пирĕн пахчапа юнашарах пулнипе час-часах ырă мар шăршă кĕрет. Санитари нормисемпе çавнашкал «çурта» мĕнлерех тумалла тата тĕрĕс ăçта лартмалла?

Константин ЗАЙЦЕВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Çакнашкал хуралтă — шăтăк алтса тунă туалет — кашнин килĕнчех пур. Халĕ вĕсене тĕрлĕрен тăваççĕ. Килтен юхса тухакан каяш шывсене пуçтараканни тата уйрăмми, «нушапа» çеç çÿремелли. Вăл е ку йышши туалета та СанПиН тата СНиП нормисене çирĕп пăхăнса тумалла.

1 Сен, 2016

«Вăрмантан хакли çук»

Оля Евдокимова, Витя Кузьмин, Катя Басникова, Андрей Волков — çу кунĕсене каникул пулнă¬ран çеç мар, çав вăхăтра хăйсене валли укçа ĕçлесе илме май пурришĕн чунтан хĕпĕртенĕ. Çавăнпа кашни çулах кану вă¬хăтне усăллă ирттернĕ те. Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерес центр урлă Зоя Николаевна Истратий арендатор патĕнче вăй хунă. Вăрманти тĕрлĕ йывăç калчисене çумран тасатнă.

Кăçал та çав ĕçрех тăрăшрĕç хастар¬сем.

1 Сен, 2016

«Пурне те шакла каснăран хăю çыхаймарăмăр»

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ… 1-мĕш класа пĕрремĕш хут кайнă кун кашнин асĕнчех хаклă тупра пек упранать. Республикăри паллă çынсем çак куна епле аса илеççĕ? Шкулта пулнă интереслĕ самантсем пирки хаçат тусĕсене хаваспах каласа кăтартрĕç.

Страницы