Комментировать

1 Сен, 2016

Пулă туянар-ха

Пулă организма кирлĕ микроэлементсемпе, белокпа, витаминсемпе пуян. Вăл какайран усăллăрах иккенне те пĕлместпĕр мар, анчах пирĕн сĕтелсем çинче сайрарах курма пулать ăна.

Тинĕс пулли Омега-3 çуллă йÿçеклĕхлĕ пулнипе уйрăмах усăллă. Вăл атеросклерозран хÿтĕлет, юн тымарĕсене çемçелĕх кÿме пулăшать. Пуç мимишĕн лайăх.

Чи паха та усăллă пулă — анчах тытни. Шăнтса хунă пулă вăрах выртсан пахалăхĕ чакать. Çавăнпа шăнтнипе чĕрри хушшинче суйламалла пулсан шăнтманнине илмелле. Юханшыв пуллин белокне этем организмĕ лайăх йышăнать. Белок «çăмăллине» кура ăна пĕчĕк ача апачĕ валли хатĕрлеççĕ.

Шăнтман пулла туяннă чухне тимлĕ пулмалла.

 Чи малтанах пулă куçĕсене пăхăр — вĕсем çутă пулсан вăл кивелсе выртман. Куçĕсем тĕссĕрленнĕ тĕк пулла шăнтса ирĕлтерме те пултарнă.

 Пулă сухине çĕклесе пăхăр. Тĕксĕм хăмăр тĕс пулă вăрах выртнине систерет. Çутă хăмăр, хĕрлĕрех хăмăр тĕслĕ суха /жабры/ пулă кивелменнине пĕлтерет.

 Пулла пÿрнепе çăмăллăн пуссассăн вăл каялла хăйĕн хапине йышăнать тăк — пулă аван. Пуснă тĕл путăках юлсассăн — вăл кивелнĕ.

 Тинтерех тытнă юханшыв пуллинчен хăйнеевĕр шăршă кĕрет. Вăл юханшыв курăкĕ, юшкăн шăрши пулма пултарать. Нумай выртнă пулăран юханшыв шăрши сĕврĕлет.

Кĕлетки çутă йăлмакапа ви­тĕннĕ, пулă «укçи» тăкăнман, лайăх авкаланать — пулă кивелмен. Йăлмака алла çыпçăнать, сарăрах, укçи тĕлĕн-тĕлĕн хăйпăннă тăк кунашкал пулла туянмалла мар.

Киле çитсессĕн пулла тĕрĕслемелли тепĕр меслет: ăна шыва ярăр. Путрĕ тĕк — пулă аванниех. Çиелте ишет — кивĕрехскер «çакланнă».

Шăнтса хунă пулла куçĕпе сули тăрăх хаклаймăн. Шăнтнă брикетсене пăхăр. Пулă пĕр пек, ытлашши хуçкаланмасăр выртмалла. Пулăсем мелсĕр, ытлашши авăнчăк-кукăрчăкланса хытнă пулсан çакнашкал пулла шăнтнă хыççăн ирĕлтерсе тепре шăнтнă. Кунашкаллине илмесен лайăхрах.

Пулла пĕр-икĕ кун упрамашкăн çапла хатĕрлемелле: çуса тасатмалла, ăшне кăлармалла, типĕтмелле. Чи усăлли вара, каларăмăр, туяннă пулла кирлĕ пек хатĕрлесе тÿрех апатра усă курни.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.