Комментировать

1 Сен, 2016

«Вăрмантан хакли çук»

Оля Евдокимова, Витя Кузьмин, Катя Басникова, Андрей Волков — çу кунĕсене каникул пулнă¬ран çеç мар, çав вăхăтра хăйсене валли укçа ĕçлесе илме май пурришĕн чунтан хĕпĕртенĕ. Çавăнпа кашни çулах кану вă¬хăтне усăллă ирттернĕ те. Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерес центр урлă Зоя Николаевна Истратий арендатор патĕнче вăй хунă. Вăрманти тĕрлĕ йывăç калчисене çумран тасатнă.

Кăçал та çав ĕçрех тăрăшрĕç хастар¬сем.

— Çут çанталăкра пулма яланах юра¬татăп. Уйрăмах тавралăх симĕс тум тă¬хăннă вăхăтра. Çанталăк — ытармалла мар! Йĕри-тавра — пăхса тăранайми ешĕл тĕнче, уçă сывлăш... Пуç тăрринче, юпа пек тÿррĕн вĕлтĕртетсе тăри тăрлатать. Юнашар вăрманта куккук авăтать. Тунсăх¬лăн, шутла-шутла. Тĕнче тăрăх сапаланнă чĕпписене йыхăрнă евĕр. Зоя Николаевна патĕнче, Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс участок лесничествинче, тăрăшнă чухне те вăрман хăй тыткăнне илет. Кун каçа мĕн тĕрлĕ кайăк юрри илтместпĕр пулĕ. Нимĕнле концерт та кирлĕ мар. Çакăн пек ушкăнпа ĕçлени туслăха çирĕплетме çеç пулăшать, — çирĕплетет хастар Оля.

Ĕçрен нихăçан та хăраман Витя Кузь¬мин та çут çанталăк тусĕ. Вăл палăртнă тĕллеврен нихăçан та пăрăнма хăнăхман.

— Эпир текех пĕчĕк мар. Ялан атте- аннерен укçа ыйтни те килĕшÿсĕр. Хама валли шăкăр-макăр туянма укçа ĕçлесе илмеллех тесе тахçанах тĕллев лартнă. Пурнăçа кĕртрĕм. Кăçал мар, унчченех. Çитменнине вăрманта яланах лайăх. Çулла ăшă кунсенче çеç мар, лапка-лапка юр çунă вăхăтра та. Чăнласа калатăп, вăр¬мана кĕрсен киле те каяс килмест, — йăл кулать Витя.

— Пире пĕчĕкренех атте-анне, педагог¬сем вăрмана упрамаллине вĕрентнĕ. Ун¬сăр пуçне кашни çыннăн хăй пурнăçĕнче йывăç лартса ÿстермелле. Е тата кашни çуркуннесерен хурăнсене шăтарса пĕтер¬сен, тепри çăка хуппине сÿсен, виççĕмĕшĕ юман касса йăвантарсан, пирĕн вăрмантан мĕн юлать? Çĕр питне мĕн илем кÿрет-ха? Вăрман паллах! Вĕçен кайăксемпе чĕрчун¬сем ăçта пурăнаççĕ? Вăрманта! Чечексем¬пе çырласем, кăмпасем ăçта ÿсеççĕ? Кал¬лех вăрманта! Çутă тĕнчере вăрмантан хакли, унран илемлĕреххи нимĕн те çук. Ахальтен мар ватăсем ĕлĕкренех: «Вăр¬ман — пĕтĕм пурнăç илемĕ, пĕтĕм илемлĕх пуххи», — тенĕ. Тĕрĕс сăмахсем, хамăр çу каçипех вăрманта тăрăшнăран çак кала¬рăшăн тĕшшине питех те ăнкаратпăр, — терĕç хаваслă Катьăпа Андрей.

...Çак калаçу хыççăн вăхăт нумай та иртменччĕ-ха. Паян вара хастарсем пĕлÿ тĕнчине каллех васкарĕç.

Элиза ВАЛАНС.

Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.