Архив - Янв 2016

январь 29th

29 Янв, 2016

«Чăваш хăйне тĕнче варринче курнă»

Чăваш халăх поэчĕ Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç /Первомайски/ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл философи наукисен докторĕ, профессор. Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ. Шупашкарти коопераци институтĕнче ĕçлет.

 

январь 28th

28 Янв, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 3 /852/ №, 28.01.2016

28 Янв, 2016

Хăмла пахчи

Чăваш Республикин гербĕ çинче те сăнарланнă хăмла. Эппин, пирĕншĕн, чăвашсемшĕн - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ÿсен-тăран. Раççей республикăмăра хăмла çитĕнĕвĕпе пĕлетчĕ. Республикăра хăмла туса илессине лайăх йĕркеленĕччĕ, вăл тупăшлă культурăччĕ. Унпа чăннипех те ытти халăхсен умĕнче мăнаçланма пултараттăмăр.

28 Янв, 2016

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 16-20
Купăста 20
Сухан 25
Кишĕр 30
Ыхра 200-220
Хăяр 80-120
Хĕрлĕ кăшман 25
Помидор 70-120
Пылак пăрăç 100-150
Тăварланă хăяр 100-130
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 50-100
Иçĕм çырли 60-120
Апельсин 60-100
Лимон 110-140
Банан 50-65
Мандарин 65-100

28 Янв, 2016

Халăх сăнанинчен

  • Кăрлачра сивĕ, юр сахал çусан çулла шăрăх та типĕ пулĕ, уйăх уяр тăмасть - тыр-пул лайăхах пулмасть.
  • Уйăх вĕçнелле тумла пăрĕсем нумайланчĕç-и? Тыр-пул ăнса пулĕ.
  • Кăрлачра яланах юр çăвать, тăман вĕçтерет пулсан çулла çумăр час-часах çăвĕ.
  • Кăрлач мĕн чухлĕ сивĕрех - çулла пăр çăвас хăрушлăх сахалрах.
  • Ула кураксем ушкăнпа çаврăна-çаврăна вĕçеççĕ - çанталăк татах сивĕтет.
  • Сивĕре чÿрече тарлать - кĕçех ăшăтать.

28 Янв, 2016

Кока-колăпа усa курса

  • Кастрюле ăнсăртран çун­тартăр-и? Ăна тасатма кока-кола ямалла, çулăм çинче вĕреме кĕриччен тытмалла.
  • Кивелнĕ тимĕр укçана кока-колăна ярсан малтанхи тĕсне тавăрма пулать.
  • Чейнике тасатмашкăн та çак шĕвекпе усă курмалла - ăна пĕр кунлăх ярса хумалла.
  • Сăрланă май çÿç палăртнинчен тĕксĕмрех тĕслĕ пулчĕ-и? Çутăрах тумашкăн кока-колăпа сăтăрмалла çеç.
  • Кока-кола унитаза та лайăх тасатать.
  • Çÿç валли паха кондиционер - кока-кола. Çÿçе унпа сăтăрмалла, кăштах вăхăтран ăшă шывпа чÿхемелле.

28 Янв, 2016

Кăсăясене мĕн памалла?

Кăсăясемшĕн хĕлле чи тутлă апат - çу, тăварламан салă тата аш татăкĕсем. Анчах чылай чухне вĕсене çерçисем шуйхатаççĕ. Ула кураксемпе çерçисене ансатрах апат та пырать - апатран юлнă тĕпренчĕксем, тĕслĕхрен. Кунта чеелĕх кирлĕ. Пысăках мар аш, салă татăкĕсене йывăçран кантрапа, пралукпа çакса пама пулать. Кăсăясем - лайăх акробатсем, вĕсем силленсе тăракан сырăшсем çине те çăмăллăнах лараççĕ, хăйсене кирлине илеççĕ.

Страницы