Кока-колăпа усa курса
28 Янв, 2016
- Кастрюле ăнсăртран çунтартăр-и? Ăна тасатма кока-кола ямалла, çулăм çинче вĕреме кĕриччен тытмалла.
- Кивелнĕ тимĕр укçана кока-колăна ярсан малтанхи тĕсне тавăрма пулать.
- Чейнике тасатмашкăн та çак шĕвекпе усă курмалла - ăна пĕр кунлăх ярса хумалла.
- Сăрланă май çÿç палăртнинчен тĕксĕмрех тĕслĕ пулчĕ-и? Çутăрах тумашкăн кока-колăпа сăтăрмалла çеç.
- Кока-кола унитаза та лайăх тасатать.
- Çÿç валли паха кондиционер - кока-кола. Çÿçе унпа сăтăрмалла, кăштах вăхăтран ăшă шывпа чÿхемелле.
tШĕвекпе хаклă йышши эрешсене те çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Вĕсене стакана хумалла, кока-кола ямалла. Кăштах вăхăтран щеткăпа тасатмалла. Эрешсем çинче чулсем пулсан çакнашкал мелпе тасатма юрамасть.
Комментировать