Жимолость — ир пиçекен çырла
Жимолость — пирĕн тăрăхра чи малтан çимĕç паракан тĕм. Пахчара редискăпа сухансăр, çамрăк салатсăр пуçне нимĕн те пулса ĕлкĕреймен-ха, çăка чечекĕ те çурăлайман, жимолость вара çимĕç пама ĕлкĕрет. Çĕртме уйăхĕн çурринчех пиçсе çитеççĕ унăн çырлисем. Рационта чĕрĕ паха апат сахал чухне çемçе кăвак çырласен илĕртÿлĕхĕ пурах. Жимолость хăйне валли нумай вырăн та ыйтмасть. Улма йывăçĕсен айккипе, карта çуммипе, чĕрĕ хÿме вырăнне те лартма пулать ăна.