ТУТЛĂ, АНЧАХ УСĂЛЛĂ МАР

23 Ноя, 2016

Арçынсем юратакан хăш-пĕр çимĕç ар хăвачĕшĕн япăх. Вĕсем мĕнле витĕм кÿреççĕ-ха?

Кофеин

Вăл тестостерон, çавна май ар шĕвекĕ, туса кăларма чăрмантарать. Анчах кофеин организмран хăвăрт тухать. Çавăнпа кунне пĕр чашăк паха кофе ĕçме юрать. Ирĕлекен /растворимый/ кофе андрогенсем /арçын гормонĕсем/ туса кăларас ĕçе вăйсăрлатать.

Майонез

Унра çу нумай, çавăнпа майонеза нумай тата тăтăш çисен кĕлетке виçи ÿсет. Ку час-часах юнра хĕрарăм гормонĕсен шайĕ ÿснин сăлтавĕ пулса тăрать, атеросклероза аталантарма пултарать. Ар хăватне çак тĕслĕх те япăх витĕм кÿрет. Специалистсем майонеза эрнере 2 хутран тăтăшрах мар тата 2 кашăкран ытла мар çиме сĕнеççĕ.

Тĕтĕмленĕ çимĕçсем, кăлпасси, сосиска

Вĕсенче тăвар нумай. Унсăр пуçне лавккара сутакан тĕтĕмленĕ çимĕçсене тĕтĕмлекен шĕвекре тытаççĕ, вăл вара çу тĕртĕмне хулăнлатнипе тата тăртантарнипе пĕрлех çăмартасене нарăмăшлă витĕм кÿрет. Кăлпассире трансçусем, сăрăсем, консервантсем пур, вĕсем хырăм ай парĕшĕн, эндокрин тытăмĕшĕн, пуç мимин тĕртĕмĕшĕн уйрăмах сиенлĕ. Çак çимĕçсене рационран йăлтах кăларсан лайăх. Тĕтĕмленĕ çимĕçсемпе кăлпассие килтех хатĕрлеме пулать. Енчен те лавккара сутаканнисенех çав тери çиес килет пулсан эрнере пĕрре ирхине çиме юрать. Çак вăхăтра пÿре, пĕвер, фермент тытăмĕ вăйлăрах ĕçлеççĕ, çавăнпа сиенлĕ витĕм те сахалрах пулать.

Соя соусĕ

Сойăра хĕрарăм гормонĕсем фитоэстрогенсем пур. Çавăнпа соя соусĕпе асăрхануллăрах пулмалла. Сывлăха сиен кÿмесĕр эрнере 1-2 хут 2-3 апат кашăкĕ çиме юрать.

Алкоголь

Кирек мĕнле алкоголь те организмри тестостерон шайне чакарать. Сăра фитоэстрогенпа пуян, хĕрарăм типĕпе самăрлатать /хырăм ÿсет, купарчасем, пĕçĕсем сарăлаççĕ/. Унсăр пуçне алкоголь чĕрепе пĕвере япăх витĕм кÿрет, юн тымарĕсене сиенлет. 35-рен иртсен ку импотенцие аталантарма пултарать. Эрнере икĕ хутран ытла мар ирхи е кăнтăрлахи апат умĕн пĕр бокал хĕрлĕ эрех сиен кÿмест тесе палăртаççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.