Архив - 20 Окт, 2016

20 Окт, 2016

Хунямаран анне ăшшине кĕтсе илеймерĕм

Чухăн çемьере çитĕнтĕм. Атте-анне, виçĕ пĕртăван пĕчĕк йывăç пÿртре хĕсĕнкелесе пурăнтăмăр. Тайлăк-майлăк çуртра пурăннăшăн тантăшсем умĕнче аванмарланаттăм. Пĕр класра вĕренекен тусăм пысăк та капмар пÿртре кун кунлаччĕ. Кашни ачин хăйĕн пÿлĕмĕ пурччĕ. Тусăма питĕ ăмсанаттăм, манăн та кермен пек çуртра пурăнас килетчĕ.

20 Окт, 2016

Телейлĕ çамрăклăх поэчĕ

“Телейлĕ çамрăклăх çыравçи”, — тенĕ унăн пултарулăхне тишкерсе М.Плотникова. Сăмахăм ачасене вун-вун сăвă-хайлав парнеленĕ, ентешĕсене тăван тăрăхне савса нумай произведенипе савăнтарнă Анатолий Тимофеев-Ыхра çыравçă пирки.

Страницы