Архив - 2015

январь 14th

14 Янв, 2015

«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех!

Нушаллă, выçă-тутăллă 1924 çулта çуралса тухнă "Сунтал" тăван халăх пурнăçĕнче паян та манмалла мар йĕр хăварнă, халăх ăс-тăнне çутта туртса хăпартнă. "Сунталăн" кирек хăш кăларăмне пăхсан та унăн чĕрĕ хастарлăхĕ паян, тухма пуçланăранпа 90 çул иртсен, тÿрех уççăн курăнса тăрать!

14 Янв, 2015

Ашшĕн тăван тăрăхне килĕштернĕ

Республикăри 15 çамрăка çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатурине ăсатма пынисен хушшинче камуфляж тум тăхăннă çамрăк çын куç тĕлне пулчĕ. Кăкăрĕ çинче - çар наградисем. Паттăрлăх орденне асăрхасан шалти туйăм тÿрех унпа паллашма хистерĕ.

Денис Антонов Мускавра çуралнă. Воронеж облаçĕнчи Грибановка районĕнчи Чичерино поселокĕнче ÿснĕ, унтанах çар ретне тăнă. Малалла вулас...

14 Янв, 2015

«Эпир каçсанах кĕпер йăтăнса анчĕ...»

Вăрçăран тарса килнисене пулăшма майсем çителĕклĕ-и пирĕн?

Украинăри Донецкпа Луганск халăхĕ мĕн тÿсни, хĕн курни пĕтĕмпех пирĕн куç умĕнче пулса иртет. Вăрçă вучĕ сÿнес вырăнне каллех ялкăшма пултарасси çинчен калаçаççĕ. Киев çĕнĕ çар ушкăнне техникăпа, хĕç-пăшалпа вăйлатса тепĕр хут тапăнас хăрушлăх пур. Вут-çулăмран тарса тухнă чухне Людмилăпа Андрей Бычковсен çемйине /вĕсен икĕ пĕчĕк ача/ сывă юлма турă пулăшнă-тăр. "Тарăн çырма урлă хывнă кĕпер эпир каçсанах йăтăнса анчĕ. Снаряд е мина лекрĕ-ши - пĕлместпĕр", - каласа кăтартаççĕ вĕсем. Чи пахи - чĕрĕ юлнă, вилĕмрен хăтăлнă. Ывăлĕсем, Кирилпа Даниил, çул çинче пĕрехмай: "Ăçта каятпăр эпир? Асаттепе асанне мĕншĕн пĕрле пымарĕç?" - тесе ыйтнине темле хуравламалла ĕнтĕ амăшĕн. "Чирлеççĕ вĕт-ха, çул çÿреме кансĕр вĕсене", - тени çеç.

14 Янв, 2015

Ял илемĕ

Культура учрежденийĕ пирки пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама пулать. Унта ĕçлекенсем пĕтĕм вăй-халне ялта тĕпленсе пурăнакан çынсен пурнăçне кăсăклă, тулли, илĕртÿллĕ тăвассипе çыхăнтарнă. Паллă пĕр-пĕр пулăма та, пĕлтерĕшлĕ саманта та асăрхамасăр хăвармаççĕ. Тепĕр чух пĕчĕк сăлтавпа та пулин ял халăхне пысăк савăнăç парнелеççĕ.

14 Янв, 2015

Искусство валлиех çуралнă

Светлана Гордеева сăввисем мана питĕ килĕшеççĕ: вырăслисем те, чăвашла куçарнисем те. Вĕсенче тулли рифмăсемпе хăйне евĕрлĕ шалти кĕвĕсĕр пуçне яланах авторăн пĕтĕмлетÿллĕ шухăшне, уçă та таса сывлăшне туятăн, çутçанталăкăн кашни пулăмĕнче тĕнче тытăмĕн асамлăхне асăрхатăн.

14 Янв, 2015

«Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ...»

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пултарулăхĕпе пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сахал мар çырнă, кĕнекесем те тухнă. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă "Манăн çăлтăр тÿпере" кĕнеке-альбом вара ыттисен йышĕнче хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать тенĕ пулăттăм.

14 Янв, 2015

Чунсене çыхăнтаракан кĕпер

Санкт-Петербурга, хамăрла каласан - Питĕрте пĕрре пулса курнă çын тепре çитсе килме ĕмĕтленетех. Ик куç тулли илем çеç мар, унăн сывлăшĕ хăй туртать унта. Ку енĕпе хама кăштах телейлĕ теме пултаратăп, кун-çулăмăн чи илемлĕ саманчĕн пĕр тапхăрне - çамрăклăха - çак хулара ирттернĕ.

14 Янв, 2015

Вуншар яшпа хĕре спортăн анлă çулĕ çине кăларнă

Мухтавлă тренер сумлă юбилейне уявлать

Никам та чемпион пулса çуралмасть. Çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта юратма чи малтан ашшĕ-амăшĕ, шкулти учительсем, унтан пултаруллă тренерсем вĕрентеççĕ. Пин-пин яшпа хĕртен чылайăшĕ ăста тренерсем пулăшнипе республика, çĕршыв, Европа ăмăртăвĕсенче палăраççĕ. Чи пултаруллисемпе вăйлăраххисем тĕнче чемпионачĕсене хутшăнаççĕ, Олимп тÿпине хăпараççĕ. Пирĕн республикăра паян тĕнче чемпионĕсемпе олимпçăсене хатĕрлеме пултарнă тренер сахал мар. Вĕсенчен чи мухтавли те сумли - СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов. Малалла вулас...

14 Янв, 2015

«Хресчен сасси» 1 /2514/ №, 14.01.2015

Тĕрĕслевре – тĕрĕслĕх. Çĕр çинче тăрăшакансем е хăш-пĕр промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен 26 тĕрлĕ продукци /вĕсен йышне Раççей Ялхуçалăх министерстви палăртнă/ хакне республикăра тĕрĕслесех тăраççĕ.

Йывăр хуйха ĕç çĕклет. Икĕ çул каялла Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти Николай Абрамов «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса 765 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Перекетленнĕ те, хутшăннă та. Патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕпе хресченсем кăçал та усă курма пултараççĕ, вĕсене упраса хăварнă.

Ырра шанар. Йывăр вăхăтра тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем, темшĕн-çке шанăç-ĕмĕт пурнăçланасси пирки мар, татăлма пултарасси çинчен ытларах калаçма тăрăшаççĕ.

Çăкăр пулсан... Çĕнĕ çул умĕн Патшалăх Думин аграри комитечĕ ялти пурнăçа аталантармалли çĕнĕ майсене сÿтсе явнă.

Çĕр - пурнăç никĕсĕ. Çын сăмахĕпе мар, ĕçĕпе пултарулăхне кăтартса патăр.

«Сăваплă вутпала пурнаттăм...» Вениамин Пехил /Кондратьев/ сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.

 

Страницы