«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех!
Нушаллă, выçă-тутăллă 1924 çулта çуралса тухнă "Сунтал" тăван халăх пурнăçĕнче паян та манмалла мар йĕр хăварнă, халăх ăс-тăнне çутта туртса хăпартнă. "Сунталăн" кирек хăш кăларăмне пăхсан та унăн чĕрĕ хастарлăхĕ паян, тухма пуçланăранпа 90 çул иртсен, тÿрех уççăн курăнса тăрать! Хаяр та тискер Чалтан вăрçи вăхăтĕнче вăл ирĕксĕртен хупăннă. Вăрçă иртсенех, вăхăчĕ ним чухлĕ те çăмăл пулман чухнех, "Ялав" ятпа малалла тухма пуçланă.
Вунă çул каярах, 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче, Министрсен Кабинечĕ халăхăн юратнă журналне "Ялава" хупса хучĕ. Мĕн нушапа чăмларĕ тăван халăха Чăваш правительстви? Чăваш халăхĕ ячĕпе мăнаçлă Кермен лартма укçа тупас тесе-и? Е чăваш ваттисен пенси укçине ÿстерсе парас тесе? Вăл та, лешĕ те мар. Чăваш халăхне мăшкăллас тесе. Пирĕн намăса ку таранччен никам та шăлса тасатмарĕ...
Валери Туркай "Ликвидировать!" статйинче /Хыпар, 2014, ноябрь, 13/ пирĕн чун ыратăвĕпе ăс-тăн пăлханăвне асилÿпе те пулин ирттерме, пирĕн вĕри куççуле тахçан президент патне çырнă çырупа шăлса илме тăрăшрĕ.
Çак сĕмсĕр пулăма никам та мар - Чăваш Республикин премьер-министрĕн шăлса пăрахмалла, Литературăпа К.В.Иванов çулталăкне "Сунтал" журналăн çĕнĕ кăларăмĕпе кĕтсе илсен кăна эпир хамăрăн ертÿлĕхе ырăпа асăнма пултарăпăр. Компьютер саманинче, хыпар-хăнар ахаль те мăй таран тесе ларнине кутăна пени тесе шухăшлатăп. Чăваш Республикине - республика ертÿлĕхне те! - чăваш халăхĕн сăн-питне тĕнчене кăтартакан журнал хальхи саманара темрен те ытларах кирлĕ.
Ку шухăшран каялла чакмастпăр. Республика ертÿлĕхне çулсерен аса илтерсе тăтăмăр. Культура министрĕ пулнă Р.М.Лизакова ячĕпе /2008, çу, 12/ "Сунтал" журнала чĕртес ыйтупа янă çырăва илсе кăтартас тетĕп.
"XX ĕмĕрте чăваш журналĕсем хальхинчен чылай нумайрах пулнă. 1918 çулта Хусанта "Шурăмпуç", "Ана-çаран", 1920 çулта Чĕмпĕрте "Атăл юрри", 1924 çултанпа Шупашкарта "Сунтал", 1925 çултанпа "Капкăн", каярахпа Шупашкарта "Трактор", "Илемлĕ литература", "Хатĕр пул", "Ĕç хĕрарăмĕ", "Ленин çулĕпе", Самарта "Вăтам Атăл", Ĕпхÿре "Хĕрлĕ Урал" тата ытти журналсем тухса тăнă.
Халĕ Шупашкарта çыравçăсен илемлĕ журналĕ "Тăван Атăл", вĕрентÿçĕсен "Халăх шкулĕ", кулăшçăсен "Капкăн", çамрăксен "Самант", пĕчĕккисен "Тетте" тата вырăсла "Лик" журналсем тухса тăраççĕ. Вĕсем пурте хăйсен вулаканĕсене тупнă.
Çав вăхăтрах пире пĕтĕм чăвашсен хушшинче, Чăваш çĕршывне хăнана килекен тата аякра пурăнакан çынсен хушшинче саланакан, анлăрах пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ регионти тата Раççейпе тĕнчери пурнăçăн Чăваш çĕршывне тивекен пур енĕсене те çутатакан халăх журналĕ кирлĕ. Вăл культура /йăласем, сăмахлăх, ÿнер, пĕлÿ, уяв тата ыт./, наука, общество, ертÿлĕх, политика, экономика, хуçалăх, спорт, туризм, суту-илÿ, чăвашри лару-тăру тата халăхсен шăпи çинчен тишкерÿсемпе тĕрлĕ хыпарсем пичетлекен, "тавлашу тĕпелне" тытса пыракан ÿкерчĕксемлĕ журнал пулмалла. Вăл чăвашла тата вырăсла пичетленнисĕр пуçне кирлĕ ыйтусене акăлчанла, французла, китайла е тата ытти урăх чĕлхесемпе çутатма пултармалла. Çакна тума Шупашкарта ăста çынсем çителĕклĕ. Чăваш Республикин тĕнчене ыттисемпе тан тухмаллах!
Пирĕн шухăшпа, чăваш журналĕ /е хулăн хаçат/ пурте пĕлекен "Огонек", "Сунтал" журналсем майлăрах пулсан аван. Тен, ăна "Аргументы и факты" е "Неделя" евĕрлĕ хаçатла журнал туни юрăхлăрах? Ятне "Сунтал", "Эткер", "Чăваш тĕнчи", "Чăваш тĕпелĕ" е тата урăхла та пама сĕнÿсем пулчĕç.
Журнала хутпа тата электронлă майпа кăлармалла, ăна çурмалла та пулин хысна укçипе хатĕрлесчĕ. Вара вăл патшалăх политикинчен пăрăнса каймĕччĕ. Ăна никĕслекенĕсен шутĕнче Чăваш наци конгресĕн Тĕпĕçтăвкомĕ, Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ, Чăваш халăх академийĕ, Чăваш ваттисен тĕп хуралĕ, Чăваш Писательсен союзĕ, ентешлĕхсем, Чăваш наци культурин фончĕ, тулайри культура центрĕсемпе автономисем пулма тивĕç. Реклама шучĕпе пайтаçăсемпе корпорацисене явăçтарсан та аван. Ку ыйтăва эпĕ ЧНК иртнĕ съездĕнче хускатнăччĕ, делегатсенчен ытларахăшĕ çапла хаçат е журнал кирлине ырласах йышăнчĕ.
Çĕнĕрен кăларас текен "Сунтал" /е урăх ятлă/ журнал редакцийĕн пуçару ушкăнне палăртса, тĕслĕхлĕх кăларăма 2008 çулта халăх патне çитерме май пулмĕ-и?"
Роза Михайловна телефонпа хурав пачĕ: "Бюджетран укçа-тенкĕ уйăрмасăр Культура министерстви нимĕн те тума пултараймасть. Эсир хăвăр вăйпа пĕр-ик номер кăларса кăтартсан тата Саккун çапакансем патне çитерсен пулăшма пултарĕç".
2011 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче çак ыйтупах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев патне çыру ятăмăр. "Хупăннă "Сунтал" /"Ялав"/ журнала Республика Элтеперĕ тата ертÿлĕхĕ ячĕпе тухакан нумай енлĕ кăтартупа тишкерÿ кăларăмĕ туса çĕнĕрен чĕртес шухăш пур... журнала калăплас енĕпе "Аксар", "Еткер", "Сувар", К.В.Иванов, Çеçпĕл Мишши, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ тата ытти фонд тата пайтаçăсем укçа-тенкĕ енчен Республика ертÿлĕхĕпе çурмалла тытса тăма вăй пур тесе шутлаççĕ.
Халăх ăсчахĕсене Сирĕн, Элтеперĕмĕр, çак лару-тăру çине мĕнле пăхнине палăртакан татăклă сăмахăр кирлĕ".
Çырăва Аслă пухура пĕр саслăн йышăннă, ăна Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнерсен академийĕн президенчĕ, икĕ вице-президенчĕ, хисеплĕ президенчĕ алă пуснă.
Виталий СТАНЬЯЛ
Редакцирен. Нумаях пулмасть Виталий Петрович Станьял 75 çул тултарчĕ. Яланах канăçсăр та кăра, пĕтĕм пурнăçне тăван халăхăмăра халалланă сумлă ăсчахăмăр, хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр черетлĕ юбилейне хĕрÿ ĕçĕпе паллă тăвать. Тем те хумхантарать Виталий Петровича, шухăша ярать, чĕрине ыраттарать... Урăххине кĕтме пулать-и вара Станьялран? Паллах, çук!
Хисеплĕ Виталий Петрович, "Хыпар" Издательство çурчĕ Сире чаплă юбилейпе ăшшăн саламлать, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунать.
Комментировать