Архив - Июн 2015

июня 25th

25 Июн, 2015

Кÿрентерсен те - чăтатăн

"Икĕ кун çакăнта тăратăн, тарăхтарса çитертĕн! Кай кунтан, ботаник!" - тавралла илтĕнмеллех кăшкăрчĕ çулланнă арçын пĕр çамрăка. Чăнах та, хайхискере эпĕ те Шупашкарти тĕп пасар çывăхĕнче пĕрре мар асăрханă. Унта çеç мар, тепĕр суту-илÿ центрĕ умĕнче те куркаланăччĕ-ха ăна.

25 Июн, 2015

Савни чике тăршшĕ лартса хăварчĕ

"Çамрăксен хаçатне" анне çырăнса илет те - ăна юратсах вулатăп. Ялта пурăнатăп, колхозра выльăх пăхаканра ĕçлетĕп. Хаçата пăхатăп та: арçынсем те хутран-ситрен çыру çыраççĕ. Хальхинче хам та чăтаймарăм. Паян юлташпа пĕр-ик черкке ÿпĕнтертĕмĕр те - хĕрсех кайрăм. Иртни куç умне тухсан çилĕ хăпарса килчĕ. Урса кайнипе стенана пĕтĕм вăйран тапрăм. Пулăшмарĕ. Ура çеç чăтма çук ыратма тытăнчĕ. Тен, çырура сирĕнпе чуна уçни кăштах лăплантарĕ?

25 Июн, 2015

Яшка çинче те унăн сăнĕччĕ

15 çул тултарнăччĕ эпĕ, ун чухне пуçланчĕ те асран тухми пĕрремĕш, таса та вăрттăн юрату. 7-мĕш класра вĕренеттĕм, хитре те ытарми чипер Надя - 8-мĕшĕнчеччĕ. Иксĕмĕр те пĕр ялтанччĕ. Кÿршĕ яла шкула çÿренĕ вăхăтра та, ытти чухне те ăна кăна курас, ун сассине илтес, йăл куллине сăнас килетчĕ. Анчах Надьăна савнине калама хăюлăх çитереймерĕм эпĕ.

Туйăм кунран-кун вăй илсе пычĕ, чĕрем çулăмсăр çунчĕ. Апат çиме ларсан та, яшка чашăкĕнче унăн сăнĕ тухса тăратчĕ, хăлхара сасси янăратчĕ. Урăх шухăш та çук, тĕнчере те Надя кăна тейĕн. Урокра учитель ăнлантарни те пуçа кĕми пулчĕ.

25 Июн, 2015

Кунта çăтмах пулнă, çавăнпа ача нумай çуратнă

Вăрмар районне çитнĕ май илемлĕ пĕр ялта пулса курма тÿр килчĕ. Чĕкету тенĕрен яла сăртлă вырăнта курма ĕмĕтленнĕччĕ. Йăнăшнă иккен: самай айлăмлă вырăна çитрĕмĕр. Калама çук хитре унта. Энĕш юханшывĕ пысăках мар ял хĕррипе авăнса юхать, таврара - йывăçсем.

25 Июн, 2015

Раççей ăстасемпе пуян

Декораципе хушма искусство маçтăрĕсен Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурсĕ Шупашкарта 13-мĕш хут иртрĕ. Вăл июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕн картишĕнче уçăлчĕ. Унта 10 регионтан килсе çитнĕ 21 тата хамăр республикăри 27 алĕç ăсти хутшăнчĕ.

Страницы