Архив - Янв 2015

январь 29th

29 Янв, 2015

Чăваш ачисен робочĕсем баскетболла та выляççĕ

Мĕн кĕтет пире, сăмахран, тепĕр 20-30 çултан? Тĕрĕс хурав никам та калаймасть. Нанотехнологисем чылайранпа аталанаççĕ. Пирĕн пурнăçа вĕсем тахçанах кĕчĕç ĕнтĕ. Сăмахран, кашни килте тенĕ пекех компьютер пур халĕ. Нумай информаци йышăнакан диск флешкăпа ылмашăнчĕ.

29 Янв, 2015

Хĕвелтен илнĕ хăватпа ырă кĕнекесем çырасчĕ

Январĕн 23-мĕшĕнче, Оперăпа балет театрĕнче Раççейри - Литература, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкне уçрĕç. Çав кунах, унччен маларах, Наци библиотекинче Валери Туркайăн «Çиччĕрен - çиччĕ» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Çичĕ чĕлхе - çичĕ ăс

29 Янв, 2015

Кулăшçăсем кашни сăмахшăн яваплă

Январĕн 27-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти КВН командисен хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. «Чăвашсем» тата «Тĕп хула» КВН командисем январĕн 12-24-мĕшĕсенче Сочире пулчĕç. Вĕсем XXVI Пĕтĕм тĕнчери «КиВиН - 2015» фестивале пĕрремĕш хут хутшăнчĕç.

29 Янв, 2015

Паллă Татьянăсем аса илеççĕ...

Пирĕн çĕршывра январĕн 25-мĕшĕнче Татьянăсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ пулсан, студентсем - "профессиллĕ" уявне. Çак праçникĕн историйĕ XVIIIĕмĕртех вăй илет. 1755 çулта Елизавета патша Мускав университетне уçмашкăн хушу алă пуснă. Вĕренÿ корпусĕ çумĕнче вара Çветтуй Татиана чиркĕвне хута янă. Çапла Татьяна Римская çак аслă шкулăн хÿтĕлевçи пулса тăнă. I Николай патша вăхăтĕнче институт-университетра вĕренекенсем çак кун хăйсен праçникне уявлама пуçланă. Малтанах студентсем уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă, кайран хулара уçăлса çÿренĕ.

29 Янв, 2015

“Аттене - ĕçрен, пире хваттертен кăларса ячĕç”

Çак рубрикăна икĕ çул каяллах пуçарнăччĕ. Литература çулталăкĕ пуçланнă май ăна малалла тăсăпăр. Чăваш çĕрĕнче çитĕнсе тăван халăх кăмăлне тивĕçтерекен çĕр-çĕр произведени калăпланă сăмах ăстисен кун-çулĕ çинчен, вĕсене тăванĕ-хурăнташĕ мĕнле астунипе малашне те паллаштарăпăр.

29 Янв, 2015

“Юрăç пулса хырăмна тăрантараймăн”, - тенине пăхмасăрах...

Илĕртÿллĕ чиперкке ДИАНА чăваш эстрадине "Вĕçсе кай" юрăпа çавра çил пекех вирхĕнсе кĕчĕ. Пĕр вăхăт чăваш çамрăкĕсем республикăн кашни кĕтесĕнчех çак юрра кунĕн-çĕрĕн ывăнми çавăрттарчĕç, телекуравпа татти-сыпписĕр клип кăтартрĕç. Чи тĕлĕнмелли ку мар-ха, урăххи.

29 Янв, 2015

Мăшăрсене уйăрать инçе çул

Кивĕ Вăрмар - районта пысăк ялсенчен пĕри, вăл хăй пĕр ял тăрăхĕ. 608 килте 1625 çын пурăнать. Ял райцентрпа пĕрлешнĕпе пĕрех, çул çывăххине кура çынсем çуран та çÿреççĕ. Урамĕсем вара кунта сапаланчăк, пĕр вĕçĕнчен тепĕр енне çитме - 5 çухрăм.

29 Янв, 2015

“Ваньăпа Егор - хамăрăн ачасемех”

Пÿрт ачасен хаваслă сассипе янăранинчен ырри мĕн пултăр? Ашшĕ-амăшĕнчен телейлĕ çын та çук тĕнчере. Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Ивановсен çурчĕ телейпе тулнă. Татьяна, Вероника, Иван, Егор, икĕ çул та тултарман Арсений... Çакă вĕсен чăн пуянлăхĕ.

29 Янв, 2015

Чиркÿ сукмакне такăрлатаççĕ виçĕ ывăлĕпе пĕрле

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче 5-мĕш курсра ăс пухакан Фотиния Хамзина мĕн пĕчĕкренех Турра ĕненсе тÿрĕ çулпа утма, çынна ырă тума хăнăхнă. Пике учитель е тухтăр пулма ĕмĕтленмен, ашшĕпе амăшĕн, пурнăçĕсене чиркÿпе çыхăнтарнăскерсен, çулĕпе утнă.

29 Янв, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

<<<Ольга Дикина. 23 çулта. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕскер Шупашкарти коопераци институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет.

Диана Филимонова, 16 çулта. Елчĕк районĕнчи Патреккел пики Елчĕк вăтам шкулĕнче ăс пухать.>>>

Конкурса хутшăнма кăмăл пур-и? Сăнÿкерчĕкĕрсене molgazeta@rambler.ru электрон почтăна ярса пама пултаратăр. Çырура ят-шыва, ÿсĕме, ăçта пурăннине-вĕреннине палăртма ан манăр.

Страницы