“Юрăç пулса хырăмна тăрантараймăн”, - тенине пăхмасăрах...

29 Янв, 2015

Илĕртÿллĕ чиперкке ДИАНА чăваш эстрадине "Вĕçсе кай" юрăпа çавра çил пекех вирхĕнсе кĕчĕ. Пĕр вăхăт чăваш çамрăкĕсем республикăн кашни кĕтесĕнчех çак юрра кунĕн-çĕрĕн ывăнми çавăрттарчĕç, телекуравпа татти-сыпписĕр клип кăтартрĕç. Чи тĕлĕнмелли ку мар-ха, урăххи. Чăваш эстради куллен тĕрлĕ сас-хурапа "янăраса" тăрать. Пĕрисене икĕ-виçĕ хут "авлантараççĕ" е "качча параççĕ", теприсене уйăхсерен "леш тĕнчене ăсатаççĕ", виççĕмĕшĕсене, эрехе пула хĕрÿленнĕскерсене, хĕл варринче троллейбусра шăлавар вĕççĕн кураççĕ. Мĕн кăна пĕлместпĕр-ши эпир вĕри те туйăмĕсене ниçта шăнăçтарайма пĕлмен чăваш артисчĕсем çинчен?! Тин пиçсе çитнĕ çĕмĕрт куçлă, хăва пекех çинçе пилĕклĕ Диана Павлова пирки вара çак тарана çитсе никамран пĕр сăмах та илтме тÿр килмерĕ. "Çакăн пек пикесем те пулаççĕ-ши?" - тесе тĕлĕнсех Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнче çемйипе пурăнакан маттур чиперкке патне çул тытрăм. Сăпайлă та тарават, вăтанчăк та ачаш, хăй çинчен калаçма юратман Дианăран кашни сăмаха тенĕ пек туртса кăларма тиврĕ. Çапах "Чуна уçса калаçни" ахаль пулмарĕ...

- Яту хитре санăн, Диана. Англин тĕнчипе паллă принцессинни пекех. Çакнашкал илемлĕ те тÿрех астуса юлмалли ята сана кам панă?

- Тĕрĕссипе, анне мана çураличченех Кристина ят парасшăн пулнă. Кукаçи çак ята пачах килĕштермен. Атте унăн кăмăлне юрас тесе кукамай ятне Динăна кăштах улăштарса мана Диана ят пама шут тытнă. "Мăнукна курмассерен куçу умне юратнă мăшăрун сăнĕ тухса тăтăр", - тенĕ шÿтлесе.

- Кукаçу çирĕп кăмăлĕпе уйрăлса тăнă иккен. Унăн сăмахĕ çемьере саккун пулнă-тăр.

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.