Чиркÿ сукмакне такăрлатаççĕ виçĕ ывăлĕпе пĕрле

29 Янв, 2015

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче 5-мĕш курсра ăс пухакан Фотиния Хамзина мĕн пĕчĕкренех Турра ĕненсе тÿрĕ çулпа утма, çынна ырă тума хăнăхнă. Пике учитель е тухтăр пулма ĕмĕтленмен, ашшĕпе амăшĕн, пурнăçĕсене чиркÿпе çыхăнтарнăскерсен, çулĕпе утнă. Маттурскер кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă.

Малтанах пикен илемлĕ янăракан ятĕнчен тĕлĕнтĕм. Унăн пĕлтерĕшĕ пирки Фотинийăран хăйĕнчен ыйтрăм.

- Çак ята пичче суйланă. Грек чĕлхинчен куçарсан «таса, çутă» тенине пĕлтерет. Халăхра вăл Светлана ятпа анлă сарăлнă. Анчах пиччем Света теме килĕшмен. Çапла мана паспортра та Фотиния тесе çыртарнă, - ăнлантарчĕ стипендиат. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.