Хĕвелтен илнĕ хăватпа ырă кĕнекесем çырасчĕ

29 Янв, 2015

Январĕн 23-мĕшĕнче, Оперăпа балет театрĕнче Раççейри - Литература, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкне уçрĕç. Çав кунах, унччен маларах, Наци библиотекинче Валери Туркайăн «Çиччĕрен - çиччĕ» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Çичĕ чĕлхе - çичĕ ăс

«Чăваш Енре кунашкал кĕнеке курманах. Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан çичĕ халăхăн чи сумлă та паллă çичĕ поэчĕн сăввисене пĕр кĕмĕл алтăра пухса тулли кăмăлпа чăваш вулаканне сăйлани хальччен пулманах», - çирĕплетрĕ Валерий Владимирович пухăннă сумлă хăнасен умĕнче. Çĕнĕ кĕнекене Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан кÿршĕсен - коми, мари, мордва, пушкăрт, тутар, удмурт тата чăваш халăхĕсен - çичшер паллă поэчĕн пĕрер сăвви кĕнĕ. Унта ăнсăртран лекнĕ пĕр хайлав та çук. Йăлтах ылтăн пĕрчи евĕр хаклă вĕсем. Кĕнекери авторсен йышĕнче тахçанах е тин кăна çĕре кĕнĕ сăвăçсем те, халь пурăнаканнисем те пур.

Пĕр халăх литератури те хăй тĕллĕн аталанаймасть, вăл шутра - чăваш литератури те. Çак чăнлăха тĕпе хурса юлашки çулсенче Валери Туркай тăрăшнипе Габдулла Тукай, Муса Джалиль, Мустай Карим, Кайсын Кулиев, Керим Отаров, Расул Гамзатов, Тарас Шевченко тата ытти автор сăввисем чăвашла янăраççĕ. Çавăн пекех Кавказ тăрăхĕнче пурăнакан вунă халăх поэзийĕн «Салам, сăртсен-тусен çĕршывĕ!» антологийĕ те тĕрлĕ халăх литературинче тивĕçлĕ вырăнне тупрĕ.

Куçару - кăткăс ĕç. Кашни поэтпа çыравçа пÿрмен ку пултарулăх. Çĕнĕ хайлав çырас вăхăта, чун хавалне тăкаклама тивет-çке. «Тен, малашне куçарупа тек лармăп. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе вĕçлеме пултарнăшăн чунăм çав тери хăпартланать», - пытармарĕ Чăваш халăх поэчĕ. «Куçару тути-масине туйса курнă çын ку ĕçрен хăпаймастех, мĕншĕн тесен халăх чунне, культурине пĕлес килни илĕртет. Çакă вара пиншер çул пухнă халăх ăс-хакăлĕпе хăвăн чунна пуянлатма май парать. Кашни халăх - уйрăм тĕнче-çке», - çакнашкал сăмахсем каласа çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ Туркая юлташĕсенчен пĕри, Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис. «Аллăмра эпĕ кĕнеке мар, пысăк пĕлтерĕшлĕ документ тытатăп. Ăна çичĕ халăх чĕри витĕр сăрхăнтарса Раççей патшалăхĕнчи туслăха çирĕплетсе алă пуснă. Халăхсене пĕр-пĕринпе хутшăнмашкăн, ăнланмашкăн литературăпа искусство пулăшаççĕ. Ку кĕнеке Туркай куçарăвĕ мар, вăл - çичĕ халăх калаçăвĕ. Кашни хăйĕн чун ыратăвĕпе, кăмăл-туйăмĕпе пайланать, мĕнле пурăнни çинчен каласа кăтартать», - терĕ чун çимĕçне хакланă май.

Инçе çула парăнтарса Сыктывкартан Шупашкара пĕрремĕш хут Нина Обрезкова ятарласа килсе çитнĕ. 15 сехет сивĕ автобусра ларма тивнĕ пулин те кăмăлĕ хăпартлануллăччĕ. Унăн тарăн шухăшлă пĕр сăввине Туркай чăвашла вуларĕ. Çармăссен паллă поэтесси Альбертина Иванова вара шĕкĕр хуламăра иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче час-часах килсе çÿренĕ. Анчах юлашки çулсенче çыхăну татăлнăпа пĕрех-мĕн. «Туркай ырă çав вăхăта каялла тавăрчĕ. Ÿлĕмрен ытларах курнăçмашкăн тăрăшăпăр», - калаçса татăлчĕç çыравçăсем. Мордва поэтесси Рая Орлова та куçарупа сахал мар ĕçленĕ. Хальхинче вăл сăвăсем вуласа уяв каçне илемлетрĕ. Çавăн пекех килнĕ хăнасенчен Мари Элăн паллă çыравçи Владимир Козлов, Тутарстан çыравçисен союзĕн ертÿçи Рафис Курбанов тухса калаçрĕç. Тĕрĕксемпе финн-угор халăхĕсен сĕм авалтанпа пыракан туслăхне тепĕр хутчен çирĕплетрĕ, интернационализм уявĕ пулчĕ çав кун. Çапла, çынсене, халăха пĕр-пĕринпе туслаштармалли мелтен - литературăран - хăватлăраххи çуках.

Чăваш çыравçисем те çĕнĕ кĕнекене пысăк хак пачĕç. Виталий Станьял ăсчах вара чăваш çыравçисен виçĕ пĕрлешĕвне, пĕр лава туртакан виçĕ ут евĕр, кÿлĕнме сĕнчĕ. «Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă чăваш çыравçисене сума суса вилтăприсене йĕркене кĕртмеллех, асăну хăми çакмаллах», - палăртрĕ Виталий Петрович.

Чун вăйĕнчен хакли çук

Кĕнеке - ăруран ăрăва куçакан, ĕмĕрлĕх юлакан тупра. Çĕнĕ кĕнеке çуралнин пĕлтерĕшĕ çавăнпа та пысăк. Ялсенче чăвашла кĕнеке вулама юратакансем пĕтмен-ха. Вĕсем çĕнĕ кĕнеке килессе питĕ кĕтеççĕ. Пирĕн республикăра пурăнакансем патшалăхăн 3 библиотекинче, муниципалитетăн 535 вулавăшĕнче чун апачĕ тупма пултараççĕ. Культура çулталăкĕнчен Литература çулталăкне куçни - халăх ăс-хакăлне, чун-чĕрине пуянлатассипе çыхăннă ырă пуçару тăсăмĕ. Çавăнпа кĕнеке пĕлтерĕшĕ çинчен нумай калаçрĕç. Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ уявра. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кĕнеке вулакан çын хăй çине те, йĕри-тавра та урăх куçпа пăхма тытăннине, чун вăйĕ нимрен те хаклине палăртрĕ.

Çамрăк ăрăва литературăпа туслаштарасси учительсенчен нумай килет. Çакна тĕпе хурса савăнăçлă лару-тăрура вĕсене чыслани питĕ килĕшÿллĕ. Вырăс, чăваш, тутар, мăкшă чĕлхисене тата литературисене вĕрентекенĕсем - Валентина Михайлова /Шупашкарти 4-мĕш лицей/, Евгений Майков /Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕ/, Рамиля Мезитова /Комсомольски районĕнчи Чĕчкен тĕп шкулĕ/, Валентина Карсакова /Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсри М.Е.Евстафьев ячĕллĕ шкул/ - «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçрĕç. Уйрăмах маттур, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ çамрăк библиотекарьсемпе студентсене те саламламасăр хăвармарĕç.

Театр фойи хăй пысăк курава çаврăннăччĕ иртнĕ эрнекун. Кĕнекепе капăрлатнă чăрăш куçа уйрăмах илĕртрĕ. Уяв программи - питĕ шеп те виçеллĕ. Артистсем Пушкина, Есенина, Гоголе те сăнарларĕç, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши те сăввипе тыткăнларĕ. Анчах... электрон чаршав çине «2015 Год литературы», «Год К.В.Иванова» тесе вырăсла кăна çырни пăшăрхантарчĕ. Чăвашла варианчĕ тухасса тем пекех кĕтнĕччĕ те... Çапах кăмăллă самант ытларах пулчĕ. Уява икĕ чĕлхепе ертсе пыни, чăваш юрри-кĕвви, «Нарспи» мюзикл сыпăкĕ савăк кăмăл парнелерĕç.

Литературăн тĕп символĕ - хур тĕкĕллĕ калем. Çыравçă сĕтелĕ çинче пурччĕ вăл. Сĕтел хушшине ларса Чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер хăйсен сăввисене вуларĕç. «Петĕр Хусанкай чăвашсен çĕр пин сăмах пулнине палăртнă. Унпа усă курса тата хĕвел ăшшинчен хăват илсе ырра вĕрентекен кĕнекесем çырма сĕнетĕп», - çав тери ытарлă каларĕ Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис сцена çине тухсан. Апла тăк çыравçă калемĕ хура тĕсе мар, çутă шевлепе чуна пырса тивекен хайлавсем ытларах шăрçалатăрччĕ.

Алина ИЗМАН.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.