Комментировать

29 Янв, 2015

Мăшăрсене уйăрать инçе çул

Кивĕ Вăрмар - районта пысăк ялсенчен пĕри, вăл хăй пĕр ял тăрăхĕ. 608 килте 1625 çын пурăнать. Ял райцентрпа пĕрлешнĕпе пĕрех, çул çывăххине кура çынсем çуран та çÿреççĕ. Урамĕсем вара кунта сапаланчăк, пĕр вĕçĕнчен тепĕр енне çитме - 5 çухрăм.

Ăçта ĕçлесе пурăнаççĕ-ха Кивĕ Вăрмарсем? Района çÿреççĕ, «Раççей чукун çулĕ» организацин филиалĕнче, ялтах чăх-чĕп фабрики пур... Ытти тăрăхри евĕрех кунта та Мускава, Хусана, аякри ытти хулана тухса каякан йышлă. «Çемьене тăрантараканĕ - арçын», - тенĕ авалтанах. Çак тивĕçе пурнăçлама çăмăл-и ăна? «Тылра» юлнă мăшăрĕн кил-çурт вучахне упрамашкăн халĕ çитет-и тата? Ача-пăчана воспитани парса ÿстересси, хуçалăх ĕçĕсем йăлтах унăн хулпуççийĕ çине тиенеççĕ-çке. Çак ыйтусене тĕпчемешкĕн çула тухрăмăр.

«Çăм Колли, Кашкăр Володи, Анатом... Кампа калаçма сĕнер-ши? Пĕри - шуç тупанĕпе лартса ярать, тепринчен сăмах туртса илеймĕн... Килĕрен тенĕ пекех шапаша çÿреççĕ. Нумаях пулмасть кăна сведени тăратнăччĕ, шутласа кăлартăмăр та, пирĕн тăрăхра 160 арçын аякка ĕçлеме каять. Ытларах та-и, тен? Кунтан билет илсе каймаççĕ-çке. Вăл шутра 45-шĕ - çамрăксем, вĕсенчен 12-шĕ - çемьеллĕ», - калаçрĕç ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем. Унтан пĕрин те теприн телефон номерĕсене шырама пуçларĕç... Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.