Архив - 14 Янв, 2015
Вуншар яшпа хĕре спортăн анлă çулĕ çине кăларнă
Мухтавлă тренер сумлă юбилейне уявлать
Никам та чемпион пулса çуралмасть. Çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта юратма чи малтан ашшĕ-амăшĕ, шкулти учительсем, унтан пултаруллă тренерсем вĕрентеççĕ. Пин-пин яшпа хĕртен чылайăшĕ ăста тренерсем пулăшнипе республика, çĕршыв, Европа ăмăртăвĕсенче палăраççĕ. Чи пултаруллисемпе вăйлăраххисем тĕнче чемпионачĕсене хутшăнаççĕ, Олимп тÿпине хăпараççĕ. Пирĕн республикăра паян тĕнче чемпионĕсемпе олимпçăсене хатĕрлеме пултарнă тренер сахал мар. Вĕсенчен чи мухтавли те сумли - СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов. Малалла вулас...
"Хресчен сасси" 1.01.2015
«Хресчен сасси» 1 /2514/ №, 14.01.2015
Тĕрĕслевре – тĕрĕслĕх. Çĕр çинче тăрăшакансем е хăш-пĕр промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен 26 тĕрлĕ продукци /вĕсен йышне Раççей Ялхуçалăх министерстви палăртнă/ хакне республикăра тĕрĕслесех тăраççĕ.
Йывăр хуйха ĕç çĕклет. Икĕ çул каялла Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти Николай Абрамов «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса 765 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.
Перекетленнĕ те, хутшăннă та. Патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕпе хресченсем кăçал та усă курма пултараççĕ, вĕсене упраса хăварнă.
Ырра шанар. Йывăр вăхăтра тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем, темшĕн-çке шанăç-ĕмĕт пурнăçланасси пирки мар, татăлма пултарасси çинчен ытларах калаçма тăрăшаççĕ.
Çăкăр пулсан... Çĕнĕ çул умĕн Патшалăх Думин аграри комитечĕ ялти пурнăçа аталантармалли çĕнĕ майсене сÿтсе явнă.
Çĕр - пурнăç никĕсĕ. Çын сăмахĕпе мар, ĕçĕпе пултарулăхне кăтартса патăр.
«Сăваплă вутпала пурнаттăм...» Вениамин Пехил /Кондратьев/ сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.
Тĕрĕслевре – тĕрĕслĕх
Ялхуçалăх таварĕн хакне тĕрĕслесе тăрасси ĕнер е паян тухнă йăла мар. Çĕр çинче тăрăшакансем е хăш-пĕр промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен 26 тĕрлĕ продукци /вĕсен йышне Раççей Ялхуçалăх министерстви палăртнă/ хакне республикăра тĕрĕслесех тăраççĕ. Пĕлтĕрхи август уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа пурнăçланать çак ĕç.
Йывăр хуйха ĕç çĕклет
Перекетленнĕ те, хутшăннă та
Иртнĕ çулта республикăра агропромышленноç комплексне аталантарма 2453,6 млн тенкĕ (2013 çулта та çавăн чухлĕ пулнă) уйăрнă, çав шутра - федераци бюджетĕнчен - 1620,5 млн (виçĕм çулхи шайран 104 процент), Чăваш Ен енчĕкĕнчен - 833,1 млн тенкĕ (93 процент). Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ялхуçалăх предприятийĕсене пĕтĕмпе 2430 млн тенкĕ (çулталăкри лимитăн 99 проценчĕ) т.ленĕ. Ку шутра федераци хыснинчен - 1614,9 млн (уйăрнă виçен 99,7 проценчĕ), республика бюджетĕнчен - 815,1 млн тенкĕ (çулталăкри лимитăн 97,8 проценчĕ).
Ырра шанар
Экономика тĕлĕшĕнчен пурнăç йывăрлансассăн та Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче кун пирки шухăшласа кулянас килмест. Çĕнĕ телей, лайăх пурнăç çинченех ĕмĕтленетĕн.
Йывăр вăхăтра тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем, темшĕн-çке шанăç-ĕмĕт пурнăçланасси пирки мар, татăлма пултарасси çинчен ытларах калаçма тăрăшаççĕ.
Çăкăр пулсан...
Çĕнĕ çул умĕн Патшалăх Думин аграри комитечĕ ялти пурнăçа аталантармалли çĕнĕ майсене сÿтсе явнă. Комитет пуçлăхĕн çумĕн Сергей Доронинăн шухăшĕпе ялхуçалăхĕнче хамăр патри ?çĕршыври% технологисене пурнăçа кĕртсен ÿсĕмсем тума пулать. Вĕсен шутĕнче - тĕп-тĕрĕс çĕр ĕç мелĕпе, геонавигаци системипе, спутник карттисемпе, удобрени мĕн чухлĕ кирлине палăртнă тата выльăхăн, ÿсен-тăранăн ген тытăмне тĕпченĕ чухне компьютер программисемпе, биоэнергетикăпа усă курни.
Çĕр - пурнăç никĕсĕ
Çын сăмахĕпе мар, ĕçĕпе пултарулăхне кăтартса патăр.
Тăвай районĕнчи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Петр Николаевич Николаев нумай калаçма юратмасть. Ĕçре ăна çитекен çук. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра çуркунне ака-суха пуçлама яланах çак хисеплĕ çынна шанаççĕ. «Алли çăмăл, унăн хыççăн ĕç кал-кал пырать», - теççĕ хуçалăх ĕçченĕсем.