- Чăвашла верси
- Русская версия
Тĕрĕслевре – тĕрĕслĕх
Ялхуçалăх таварĕн хакне тĕрĕслесе тăрасси ĕнер е паян тухнă йăла мар. Çĕр çинче тăрăшакансем е хăш-пĕр промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен 26 тĕрлĕ продукци /вĕсен йышне Раççей Ялхуçалăх министерстви палăртнă/ хакне республикăра тĕрĕслесех тăраççĕ. Пĕлтĕрхи август уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа пурнăçланать çак ĕç.
Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - халăхшăн питех те пĕлтерĕшлĕ продукци хакĕсем хальхи вăхăтра йĕркеллĕ, виçеллĕ. Республикăра апат-çимĕç, çĕр çинче туса илекен чĕртавар çителĕклĕ. Тĕрĕслев пуçланнăранпа чăх ашĕн хакĕ улшăнманпа пĕрех, ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрăн тата сысна какайĕн хакĕсем кăшт ÿснĕ. Çĕрулми, пахча çимĕç, сĕт юр-варĕ вара чăннипех те хакланни сисĕнет.
Тĕслĕхрен, çĕрулми хакĕ тĕрĕслев пуçланнăранпа 28,8 процент ÿснĕ, хальхи тапхăрта пĕр килограмне 15,2 тенкĕпе те туянма пулать. Анчах тепĕр çĕрте вăл 30 тенке те çитсе пырать. "Агро-инноваци" предприятин тишкерĕвĕ тăрăх - Самар облаçĕнче те "иккĕмĕш çăкăр" хакĕ çавнашкалах. Чĕмпĕр облаçĕнче вара унăн килограмĕ 35 тенке яхăн.
Хĕллехи вăхăтра пахча çимĕçпе çĕрулми хакланнинчен тĕлĕнмелле мар, мĕншĕн тесен çулсеренех çапла пулса пырать. Çурла уйăхĕнче пахча çимĕçне уйранах сутнă пулсан хĕле кĕрес умĕн ăна пуçтарса кĕртсе пÿлмене упрама хунă. Апла пулсан хресчен тăкакланнă, çавăнпа чĕртаварăн хакĕ те ÿснĕ.
Иртнĕ çулхи декабрĕн 29-мĕшĕ тĕлне Чăвашстат кăтартăвĕпе пирĕн республикăра 1 кило çĕрулми хакĕ 23,06 тенкĕпе танлашнă, кишĕрĕн - 22,75 тенкĕпе. Федерацин Атăлçи округĕнче ку хаксем вăтам шутланнă: çĕрулми хакĕпе республика 5-мĕш, кишĕрпе 6-мĕш вырăнта тăнă.
Купăста палăрмаллах хакланнă. Август уйăхĕн варринче ăна 7 тенкĕпе туянма май пулнă. Сентябрь вĕçĕнче, октябрьте, курттăммăн пухса кĕртнĕ тапхăрта, 4,5-5 тенкĕпех сутнă. Декабрĕн иккĕмĕш çурринчен çеç чĕрĕ купăста хакĕ ÿснĕ. Анчах федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хушшинче пирĕн республика купăстапа чи хаклисен шутне лекнĕ: килограмĕ 29,71 тенке çитнĕ.
Республикăн Ялхуçалăх министерстви купăста хакне йĕркелес тĕлĕшпе фермерсемпе калаçусем ирттерет. Пĕр чĕлхе тупсан суту-илÿ предприятийĕсенче купăста çырлахтаруллă хакпа сутăнма тытăнмалла.
Тĕрĕслев пуçланнăранпа чĕрĕ сĕт хакĕ те ÿснĕ. Пĕлтĕрхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне унăн вăтам хакĕ 20,27 тенкĕ пулнă, август уйăхĕнчипе танлаштарсан 35,1 процент ÿснĕ. Куна та çулталăкри тапхăрпа ăнлантармалла. Çулла сĕт ытлашшипех чухне хак йÿнелет, кĕркуннепе хĕлле хакланать. Иртнĕ çул хальхи тапхăрти хак 4,6 процент пысăкрах пулнă.
Çавах та çакă лăплантармасть. Чăвашстат кăтартăвĕ патнех таврăнар. Пĕлтĕрхи декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра ĕçмелли сĕт хакĕ федерацин Атăлçи округĕнче чăннипех чи пысăккисен шутĕнче пулнă, пĕр литр сĕт 44,62 тенкĕпе танлашнă, округри вăтам кăтартуран иртнĕ.
Кÿршĕ регионсенче хаксен "тилхепине" тытма пĕлеççĕ тетĕр-и? Лару-тăру çакăнпа кăна çыхăнман. Унта сĕте хуçалăхсенчен йÿнĕрех хакпа туянаççĕ. Кун пек чухне кам шар курать, тарăхать? Паллах, çĕр ĕçченĕ, ял çынни.
Лавккасенче сĕт хакĕ ÿснин сăлтавне тĕпчемесĕр иртме çук. Ку тĕлĕшпе республикăра январĕн иккĕмĕш çурринче сĕт тирпейлекен предприятисемпе ĕçлĕ канашлу ирттерме палăртнă.
Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсемпе танлаштарсан пирĕн республикăра çавах та хытă тата çемçе йышши сырсем, тулă çăнăхĕ, унран пĕçернĕ çăкăр, ыраш çăкăрĕ, сысна ?шăмăсăррине шута илмесĕр%, чăх, ĕне ?каллех шăмăсăррине шута хумасăр% ашĕ самай йÿнĕрех.
Апат-çимĕç хакĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак тунтикун ирттернĕ канашлура та сÿтсе явнă. Чăваш Ен ертÿçи яваплă çынсене хаксене тăтăшах тĕрĕслемеллине, вырăнти хресченсемпе фермерсене хăйсен таварĕпе сутă тума мĕнпур май туса памаллине аса илтернĕ.
Ирина ПАВЛОВА.
Комментировать