Архив - 12 Июл, 2014

12 Июл, 2014

Тăрăшсан чăрмав та сирĕлет

Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕ çумĕнчи экономика канашĕн ларăвне ирттерчĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов Чăваш Енре çут çанталăк газĕпе мотор топливи вырăнĕнче ытларах усă курма пуçласси, техника хатĕрне газпа ĕçлеттерме пуçламалли пилот проекта хутшăнасси еплерех пынине пĕлтерчĕ.

12 Июл, 2014

Ялсенче - çĕнĕ ФАПсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи ял халăхне медицинăпа санитарин малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтерессине çĕнетсе улăштармалли хушма мерăсем çинчен" 124-мĕш Указне пурнăçласа 2013 çулта пирĕн хутлăхра хальхи йышши 22 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă.

12 Июл, 2014

Халăх хавалĕпе харăссăн утма çăмăл

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялăн хавалĕпе мехелĕ алăри пилĕк пÿрне пекех расна: пĕрисем пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнаççĕ, теприсем пĕр çемьери пекех туслă - пуррине те, çуккине те çурмалла уйăраççĕ, савăнăç-хуйхине те пĕрлех пайлаççĕ.

12 Июл, 2014

Саккун тĕллевлĕн усă курма хистет

Ĕмĕр пурăнса ирттернисем урăх çын йăнăшĕнчен вĕренме хушнă. Анчах пурнăçра нумайăшĕ хăйĕн йăнăшĕнчен пĕтĕмлетÿ тăвать. Çĕр надзорĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ те çакна çирĕплетет.

Пулăхлă çĕр автостоянка валли мар

12 Июл, 2014

Канăçсăр çын канлĕхе пĕлмест

Савăк кăмăлĕпе, тапса тăракан хастарлăхĕпе тÿрех хăйсен енне çавăракан çын кашни ялтах пур. Çавсен йышĕнчи пултаруллă арçынпа паллаштарас килчĕ вулакансене. Унпа тĕл пулма ятарласа Чатукасси тăрăхĕнчи Çĕнĕ Выççăлккă ялне çитрĕм.

12 Июл, 2014

Çĕнелнĕ юхăм вăй илĕ-и?

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче комсомол чĕнĕвĕпе Совет Союзĕнче спортăн темиçе енне пĕрлештерекен, çынна, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан хăватлă юхăм - ГТО комплексне пурнăçласси - вăй илме пуçланă.

12 Июл, 2014

Лаша мухтава тивĕç

Этем чи малтан алла вĕрентнĕ чĕр чунран пĕри - йытă. Вăл кил-çурта хураллама, енлĕк тытма пулăшнă. Унпа пĕрлех лаша та çынпа çывăхланнă. Вăл пурнăçра ку ĕмĕрчченех пысăк вырăн йышăннă. Çакна Санкт-Петербургра Пĕрремĕш Петĕр патшана, Мускавра Георгий Жуков маршала хисеплесе лартнă пăхăр палăксем те лайăх çирĕплетеççĕ.

12 Июл, 2014

Арапуçсемпе Аслă Арапуçсем т.л пулнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче виçĕ Арапуç / Вăрмар районĕнчи Арапуç, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçпа Кĕçĕн Арапуç/ тĕл пуласси çирĕп йăлара пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне кайса çÿренĕ, çитĕнĕвĕсемпе паллашнă, концертпа, спектакльпе савăнтарнă. Ял çыннисем ырă çак йăлана халĕ малалла тăсас хевтеллĕ.

Страницы