Халăх хавалĕпе харăссăн утма çăмăл
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялăн хавалĕпе мехелĕ алăри пилĕк пÿрне пекех расна: пĕрисем пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнаççĕ, теприсем пĕр çемьери пекех туслă - пуррине те, çуккине те çурмалла уйăраççĕ, савăнăç-хуйхине те пĕрлех пайлаççĕ. Виççĕмĕшĕнче вара пурнăç вĕрет тесех калаймăн, çапах та уйрăм хастарсен вăйĕпе халăх йăли-йĕркине ламран лама куçарас тесе самай тăрăшаççĕ. Çак сăмахсенех Аслă Чеменсем пирки калас килет. Ял тăрăхĕн администрацине кĕрекен вăрман тăрăхĕнчи ялсенче паян ыттисемпе танлаштарсан мăрьерен тĕтĕм тухман çурт нумайрах пулин те вырăнти влаç çынсене паянхи пурнăç таппипе пыма хистени кăмăллă. Пытарма кирлĕ мар, саманине кура Аслă Чемен ял тăрăхĕнче те "ĕçкĕçсен" партийĕ те, ирĕклĕ пурнăçа кăмăллакансен ушкăнĕ те, тÿрĕ пилĕклисем те пур. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем калашле, юлашки çулсенче кунта пурăнма куçса килекенсем уйрăмах начар йăла-йĕркепе пурăнма кăмăллаççĕ. Çемьере виçĕ-тăватă ача пуррине пăхмасăрах унта та кунта çапкаланса çÿреме, шавлă ушкăнсенче пулма пăхаççĕ. Вырăнтисене вĕсен пурнăç интересĕсене урăх еннелле пăрса яма çăмăлах мар.
Çапах та Аслă Чементе халăх хавалĕпе харăссăн пусакансем пурри паян ял илемне кÿрет. Çак тăрăха килсен сайра чухне ял хастарĕпе, вăхăтĕнче тĕрлĕ органра ĕçлесе пиçĕхнĕ В.Бахмисовпа курнăçмасăр кайман. Хальхинче те çаплах тÿр килчĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ çулне кура мар вырăнти халăха ырă енĕпе тĕслĕх кăтартас тесе чылай тăрăшать. Çитмĕл çула çывхаракан шур сухал çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, вĕсене ырă тĕслĕхпе хавхалантарас тесе сахал мар ĕçлет. Çак тĕллевпе вăл иртекен пĕр спорт ăмăртăвĕнчен те юлмасть, культура мероприятийĕсенче те пуçарулăх кăтартать, общество пурнăçĕнче те айккинче тăмасть. Чи пахи - никам хистенипе те мар, хăйĕн ирĕкĕпе, чун туртнипе.
Юратнă ĕçре кăмăлĕсене çĕклекен ялта татах та пур. Район акатуйĕнче Аслă Чеменсен картишĕнче ĕлĕкхи çи-пуçлă кинемейсем чăвашсен авалхи ĕç хатĕрĕсемпе епле усă курнине кăтартакан сюжетсене Юхмасем асăрханă-тăр. Мĕн кăна çук-ши вĕсен тĕпелĕнче: ал арманĕ, çăм арламалли урапа, арланă çиппине хатĕрлекен çунат... Пурин те хăйĕн авторĕ пур. Р. Зотова, сăмахран, хăй аллипе - пир кĕпесем, Г.Едриванова саппунсем çĕлесе панă. Е.Михайлова кашнийĕнчех ал арманĕпе авăртса пĕçернĕ тулă пăттипе, Е.Вахмистрова вара кăпăклă сăрапа сăйлать. Сăмах май, Аслă Чеменсен фольклор ушкăнĕ кăçалхи Республика кунне те хастар хутшăннă, унти хăнасене хăйсен кучченеçĕсемпе сăйланă. Патăрьелсен сим пыл тутиллĕ сăра куркине аюк! темен, пурте шалттиех тунă!
Ку чухне ялсенче çăпата хуçма пĕлекен ăста юлман та пулĕ. Ансамбле çÿрекен 75 çулти Борис Николаевич Сюзюкин вара Республика кунĕнче ыттисене хăйĕн ăсталăхне вĕрентсе мăшăр çăпата явса килнĕ. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем урисене сырнисем те - унăн парнисемех.
- Юратнă юрă яланах çыннăн кăмăлне çĕклет. Ваттине çамрăклатать, çамрăккисене тата хавхалантарать. Пирĕн ансамбле çÿрекенсен хушшинче тĕрлĕ çултисем: 37 çултан пуçласа саккăрмĕш теçеткене пусни таранчченех. Вĕсем паян ял хавалне, хамăрăн йăла-йĕркене тытса пыракансем. Хамăр йыша çĕнетес тĕллевпе Культура çулталăкĕнче чи-чи çамрăккисене те чăваш тумне тăхăнтартрăмăр-ха. Варварапа Катя пĕчĕк пулсан та сцена çинче хăйсене тытма хăнăхаççĕ, - кăмăллăн каласа парать ансамбль хастарĕ Э.Медведева.
Асăннă ял тăрăхĕнче сывлăх кунĕсене пĕрле ирттересси те йăлара. Эрнере икĕ кун пухăнаççĕ вĕсем ялти шкулăн спорт залне. Кăçал патшалăх шайĕнче çĕкленĕ çак ыйтăва Аслă Чеменсем маларах та пуçăннă. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакансен хушшинче каллех ваттисем те, çамрăккисем те пур. Сăмахран, А.Медведевăпа Е.Сюзюкина иккĕмĕш ачисемпе килте лараççĕ пулин те хăйсен вăхăтне усăллă ирттерме май тупаççĕ. Г.Латышев пенсионер та нумай пулмасть Казахстанран куçса килсе кунта тĕпленнĕ. Хастарскер - ял çыннишĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче: вăл та ыттисемпе танах спорт залне çÿрет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн çемйипе спортра малта пулни те çапла пулма хистет-тĕр Чеменсене.
Альбина ЕГОРОВА.
Патăрьел районĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать