Арапуçсемпе Аслă Арапуçсем т.л пулнă

12 Июл, 2014

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче виçĕ Арапуç / Вăрмар районĕнчи Арапуç, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçпа Кĕçĕн Арапуç/ тĕл пуласси çирĕп йăлара пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне кайса çÿренĕ, çитĕнĕвĕсемпе паллашнă, концертпа, спектакльпе савăнтарнă. Ял çыннисем ырă çак йăлана халĕ малалла тăсас хевтеллĕ. Çак кунсенче Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуçсем Аслă Арапуç тăрăхне çитсе курнă.

Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Секретов, вырăнти хуçалăх ертÿçи Михаил Петров, культура ĕçченĕсем хăнасене ял чиккинче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Ун хыççăн Аслă Арапуç ялĕпе паллашма чĕннĕ. Арапуçсем шкулта, участок больницинче, «Шуçăм» ача садĕнче пулса курнă, Сител ялĕ çывăхĕнчи кÿлĕ патне те çитсе килнĕ. Унта вĕсем валли спортпа кану мероприятисене йĕркеленĕ, пулă шÿрпипе сăйланă. «Шуçăмпа» «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу уйрăмах хаваслă иртнĕ. Юрра-ташша шутсăр ăста Аслă Арапуçсем хăнасене ташă картине кăларнă.

Уяв малалла ялти культура çуртĕнче тăсăлнă. Çак кун тĕлне культура ĕçченĕсем алă ăстисен куравне йĕркеленĕ. Унта Валентина Ендеевăпа Нина Соколовăн вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ ĕçĕсене тăратнă. Каçхине вара клубра пысăк концерт пулнă. Унта кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те пухăннă. Куракансене Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Секретов, Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕн пуçлăхĕ Александр Агеев, Патăрьел район пуçлăхĕ Михаил Петров, Аслă Арапуç чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей тата ыттисем хăйне евĕр çак уявпа саламланă. Икĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем вара малашне пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытма килĕшÿ тунă. Унтан хăнасем сăмах илнĕ. Вĕсем хăйсен ялĕпе паллаштаракан презентаци йĕркеленĕ, «Девчата» ансамбль вара хаваслă юрă-ташă парнеленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.