Архив - 11 Июл, 2014

11 Июл, 2014

“Манра чăваш юнĕ чупнăшăн савăнатăп”

Мускаври М.А.Литовчин ячĕллĕ телекуравпа радио хыпарлавăн гуманитари институтĕнче вĕренекен Анастасия Масляева çитес çул диплом ĕçне хÿтĕлемеллине шута илсе темăсем шырама пуçланă. Тÿрех палăртнă: "Ăна чăваш халăхĕпе çыхăнтарăп". Çавна май вĕреннĕ вăхăтрах çĕрлесерен ĕçлесе ÿкерÿ ушкăнне Чăваш Ене илсе килмелĕх укçа тунă.

11 Июл, 2014

Вĕсемшĕн тус тăванран та çывăх

Украинăри лару-тăру пирки массăллă информаци хатĕрĕсем кунĕн-çĕрĕн пĕлтереççĕ. Унти ĕç-пуç пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн чун ыратăвĕ пулса тăчĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те кÿршĕллĕ патшалăхран килекен хыпарсене хурланса йышăнаççĕ, инкеке лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ.

11 Июл, 2014

Кама ытларах кăмăллаççĕ/

Раççей шайĕнчи юрă-кĕвĕ телеканалĕсем тахçантанпах кунашкал проектсем йĕркелеççĕ. Анчах Чăваш Енре ун пекки пулманччĕ. Данила Ленский шоумен тата юрăç çине тăнипе, Алина Выйгетова ăна пулăшнипе кăçал ЮТВ телеканал чăваш эстрада «çăлтăрĕсене» чыслама ятарлă преми йышăнчĕ.

11 Июл, 2014

“Конкуренци пысăк - çĕнтерме йывăр”

Самар облаçĕнчи Мастрюково кÿллисен хĕрринче иртнĕ «iВолга» форум икĕ эрне каялла вĕçленчĕ. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ министерствине «iВолгăра» пулнă çамрăксем пĕтĕмлетÿллĕ калаçăва пухăнчĕç. Вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов çамрăксенчен форумра мĕн курни-илтни пирки ыйтса пĕлчĕ.

11 Июл, 2014

Çуллахи сезона Питраврах вĕçлес марччĕ

Нумаях пулмасть кăна ĕçчен чăваш хресченĕ акана тухрĕ пек, чупма юратакансем вара Мăн кун эрнинче Канаш хулинчи паркра спортăн çуллахи сезонне уçрĕç. Çу уйăхĕн вĕçĕнче республикăри малта пыракан хуçалăхсенче, кăшт каярахпа районсенче те ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй - ирттерме пуçларĕç.

11 Июл, 2014

Çемье ансамблĕн пĕчĕк ташăçи

Чăваш концерчĕсене çÿрекенсем асăрханă-тăр - Шупашкар районĕнчи «Кăмăл» çемье ансамблĕнче шкула та çÿреме тытăнман арçын ача пур. Вăл - 6 çулти Дионис Егоров.

11 Июл, 2014

Пĕччен пуç усăнать

Çак кунсенче эпир Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турăмăр. Ялти çыннăн праçнике кĕрекене ларсах уявлама май килмерĕ пулин те – пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ.

Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ халăхра. Анчах мĕн сарлакăш-ши вăл, ăна никам та пĕлмест. Ытарлăн каланă ĕнтĕ. "Манăн ĕмĕр сакки çитмĕл çичĕ çулпа танлашрĕ. Малашне тата мĕн чухлĕ нуша курмалла-ши? Пĕлместĕп", – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Укçине кинемей, Етĕрне енчи Сăкăт тăрăхĕнчи пĕр ялта пурăнаканскер.

11 Июл, 2014

Чие йывăçĕ

Кашни килте тенĕ пекех чие йывăçĕ пур. Чылайăшĕ унăн çырлипе çеç усă курать. Çав вăхăтрах чиен çулçи те, турачĕ те, чечекĕ те – пурте усăллă. Вĕсене йывăç сĕткенĕ куçма тытăнсан пухмалла. Çырла тунипе (плодоножка) вăррине вара çулла хатĕрлемелле.

11 Июл, 2014

Кăлармасан – вĕтĕлет

Тюльпана пĕр хут лартнă та урăх нихăçан та куçарса е кăларса аппаланман. Хăйсемех тухаççĕ. Çынсем вара кашни çулах кăларнине калаççĕ. Кирлех-ши çапла туни?

Тюльпан чечекĕ пысăк, гиацинт туни çÿллĕ пултăр тесен вĕсене кашни çулах чавса кăлармалла. Икĕ-виçĕ çулта пĕрре çеç кăларсан е çак ĕçе пачах тумасан вĕсем чечеке пĕр вăхăтра лармаççĕ, вĕтĕлеççĕ.

Тюльпан паранкине çулçипе туни сарăхнă хыççăн кăлармалла.

Страницы