Комментировать

11 Июл, 2014

Пĕччен пуç усăнать

Çак кунсенче эпир Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турăмăр. Ялти çыннăн праçнике кĕрекене ларсах уявлама май килмерĕ пулин те – пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ.

Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ халăхра. Анчах мĕн сарлакăш-ши вăл, ăна никам та пĕлмест. Ытарлăн каланă ĕнтĕ. "Манăн ĕмĕр сакки çитмĕл çичĕ çулпа танлашрĕ. Малашне тата мĕн чухлĕ нуша курмалла-ши? Пĕлместĕп", – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Укçине кинемей, Етĕрне енчи Сăкăт тăрăхĕнчи пĕр ялта пурăнаканскер.

...Урам еннелле икĕ пĕчĕк чÿречепе пăхакан лутра пÿрт (кун пеккисем çак ялта урăх юлманччĕ ĕнтĕ). Вăл ватă çынна аса илтерет. Пĕренисем тахçанах хуралнă, шартлама сивĕпе тата шăрăхпа çуркаланса пĕтнĕ. Вĕсем Укçине кинемей пичĕ çинчи пĕркеленчĕксем пекех. Пĕренесем хушшинчи мăк вырăнăн-вырăнăн тухса кайнă. Тĕссĕрленсе, шупкаланса ларнă. Карчăк çÿçĕ евĕр. Пÿрт çине витнĕ шифер та хăйĕн тĕсне тахçанах çухатнă, катăла-катăла пĕтнĕ. Пÿрт çийĕ кивĕ, çĕтĕк тутăр пек. Мăрйи чалăшнă. Пахча юписене тĕревленĕ: йывăр ĕç хыççăн сенĕк аври çине таянса тăракан çынла. Кил хушшинчи кĕлет те, сарай та хăлтăр-халтăр кăна. Вĕсем сала кайăк хÿтлĕхĕ çеç пулса юлнă. Кил хушшинче выльăх-чĕрлĕх усранин йĕрри-палли курăнмарĕ. Сарай кĕтессинче çеç, çурхи хĕвел ăшшинче, виçĕ чăхпа пĕр автан хĕртĕнсе лараççĕ. Анкартине тухакан вĕрлĕк алăк юпи тăрринче шурă кушак тĕлĕрет, хĕвел ăшшипе киленет...

– Пурăнатăп çапла, ватă упа пек пĕччен кивĕ шăтăкра. Юрать-ха çак мăр-мăр пур. Унпа калаçса чуна пусаратăп, – ачашларĕ кинемей çăмламас кушака. – Турри нуша курма çуратса янă та, пурăнмалла ĕнтĕ. Атте-анне пур чухне япăхах пурăнман. Пĕтĕмпех вăрçă аркатрĕ. Атте фронтра пуçне хучĕ. Анне йывăр ĕçпех вилчĕ. Хамăн ав вăрçă вăхăтĕнче торф кăларнă çĕрте шăнса пăсăлнипе хырăм ÿкрĕ.

Ванюшпа эпир çур çул та пурăнаймарăмăр. Вăрçăра хыпарсăр çухалчĕ. Гитлер кăмакинче çунса кайрĕ пуль. Чĕрĕ пулсан тахçанах сас памалла. Ăна кĕтсех тепĕр хут качча тухмарăм. Ара, юратнă-çке эпĕ ăна. Халĕ акă пĕччен ĕмĕр ĕмĕрлемелле. Кирек мĕнле ĕç тутарас пулсан та çынна куçран пăхмалла. Ура утмасть, аран-аран шутарса çÿретĕп. Ĕне ферминче вăтăр çул ытла ĕçлесе ураран резина атă кайман. Юрать кÿршĕсем пăрахмаççĕ.

Укçине кинемей иртнĕ пурнăçа аса илесшĕнех маррине туйса илтĕм. Çăмăл тетĕр-и нуша-тертпе пурăнса ирттернĕ кун-çула тепĕр хут куç умне кăларма? Çакă тÿрленнĕ сурана тăрмаланиех пулĕччĕ. Çавăнпа эпĕ унăн чунне ыйтусемпе ыраттарас мар терĕм. Вăл та çакна сисрĕ пулас. Ватă çын мар-и? Ватăсем питĕ сисчевлĕ. Ача пек таса та йăваш туйăмлă.

Укçине кинемей эпĕ стена çинчи сăн ÿкерчĕке пăха-пăха илнине асăрхарĕ. Рама çине килте тĕрленĕ хитре ал шăлли çакса хунă.

– Мăшăрланнă хыççăн икĕ уйăхран ÿкерттернĕччĕ. Ванюш шкулти физика учительне ертсе килчĕ те. Пĕр вăтăр çул каялла асăнмалăх пысăклаттартăм.

Ĕлĕкхи чипер Укçинерен нимĕн те юлман. Куçĕ кăна чĕррĕн пăхать. "Халех тухса ан кай-ха, кăштах лар. Çынпа калаçсан чун уçăлать", – тенĕнех туйăнать.

Эпĕ каясса сиссе-ши – Укçине кинемей калаçăва пĕтĕмлетме васкарĕ:

– Пурăнан пурнăçра этем нихăçан та мăшăрсăр ан пурăнтăр. Пĕччен пуç усăнать. Пĕччен пурнăç – çĕр çинчи тамăк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.