Архив - Дек 2014

декабрь 3rd

3 Дек, 2014

Вăхăт çитрĕ тав тума

Ют çĕршывра пурăннă пулсан пĕр-пĕр чаплă завод ăна хăйĕн патĕнче ĕçлеме ÿкĕте кĕртме тăрăшĕччĕ. Аслă пĕлÿ çуккине пăхмасăрах. Ăсĕ мĕне тăрать! Хальхи çыннăн пуçĕ пултарнинчен 2-3 е 4-5 процент таран кăна ĕçленине палăртаççĕ ăсчахсем.

декабрь 2nd

2 Дек, 2014

Ак вăл - спорт! Ак вăл - спартакиада!

Чăнах, хамăн куçăмпа малтан пуçласа вĕçне çитиччен курман пулсан, ĕненместĕмччĕ. Ара, спортпа çыхăннă сахал мероприяти иртет-им пирĕн вĕресе-кĕрлесе тăракан пысăк хурана аса илтерекен республикăмăрта кунсерен! Пĕртте сахал мар.

2 Дек, 2014

«Хыпар» хаçат - хăрушлăхра!

1990 çулсен пуçламăшĕ. Мускав. Сокольники. Библиотека. Чăваш поэзийĕн каçĕ. Мускавра пурăнакан йăхташăмăрсем, Тăван Чĕлхемĕршĕн ялан тунсăхлаканскерсем, хăйсен уявне Шупашкартан ятарласа Светлана Асамата тата çак йĕркесен авторне чĕнсе илнĕ.

2 Дек, 2014

Тавах сана, фестиваль!

Ĕмĕтленнĕ саманта кĕтнĕ чухне вăхăт питĕ вăрах шăвать. Вăл çитет те - наччасрах иртсе каять. М.Д.Михайлов ячĕллĕ йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ те çавăн пекех. Акă унпа çыхăннă çирĕм тăваттăмĕш фестиваль пирки те иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче вăл гала-концертпа хупăнчĕ.

2 Дек, 2014

Вăрмарта - çĕнĕ ача сачĕ

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Вăрмар поселокĕнче «Родничок» ача садне уçма хутшăннă. Унта 145 ача çÿреме пултарать.

Михаил Игнатьев салам сăмахĕнче палăртнă тăрăх - ку кăçал республикăра энерги перекетлекен технологисемпе усă курса тунă тăваттăмĕш ача сачĕ. Ăна уçнă май районта çулталăк çурăран аслăраххисене ача садне ярас ыйтăва туллин татса параççĕ. Декабрьте республикăри хуласемпе районсенче шкул çулне çитменнисен ку чухнехи тата 11 вĕренÿ учрежденийĕ алăкĕсене уçать.

2 Дек, 2014

Килĕштерсе вăй хурсан - ĕç ăнать

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Чваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк район администрацийĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисемпе, администрацисен, муниципалитет районĕсен тата округĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

2 Дек, 2014

«Земство тухтăрĕ» яла пулăшать

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Страницы