Комментировать

2 Дек, 2014

Ак вăл - спорт! Ак вăл - спартакиада!

Чăнах, хамăн куçăмпа малтан пуçласа вĕçне çитиччен курман пулсан, ĕненместĕмччĕ. Ара, спортпа çыхăннă сахал мероприяти иртет-им пирĕн вĕресе-кĕрлесе тăракан пысăк хурана аса илтерекен республикăмăрта кунсерен! Пĕртте сахал мар. Кунта вара - Чăваш Республикинчи влаç органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин темле финалĕ... Те вăтăр çын пуçтарăнать унта, те аллă çын?

Юрать кайрăм иртнĕ шăматкун Елчĕке - пĕр кунлăха Чăваш Енри физкультурăпа спортăн «тĕп хули» пулса тăнăскере /тÿрех каласа хăварам - кун пекех хăватлăн аталансан, кунсерен хальхи пекех çĕнелнĕçемĕн-çĕнелсен Елчĕк çитес вăхăтра пысăках мар, анчах питех те илемлĕ хула пулса тăратех!/.

Эп Елчĕке çитнĕ çĕре кунти «Улăп» спорт керменĕ умĕнче вуншар çăмăл автомобиль тăратчĕ, ĕçлĕ çынсем унталла та кунталла хĕвĕшетчĕç. Спорт керменне кĕтĕм те - куçăм алчăраса кайрĕ: ăçта пăхан унта спортсменсен тĕлĕнмелле илемлĕ тумне тăхăннă çынсем. Кунтах, ак, Патăрьел районĕн ертÿçи Николай Глухов, кунтах Шăмăршă район ертÿçи Валерий Фадеев, Шупашкар район ертÿçи Георгий Егоров. Ак Чăваш Енри МЧС пуçлăхĕ Вениамин Петров хăйĕн командипе... Тÿрех паллама та çăмăл мар ман авалхи тусăмсене! Капла та яланах çамрăк та хастарскерсем пушшех те çамрăкланнă, пушшех те илемленнĕ вĕсем паян.

Ак хăнисене яланах тулли кăмăлпа кĕтсе илме хатĕр Николай Миллин, Елчĕк районĕн ертÿçи, курăнса кайрĕ. Юлташла ыталашрăмăр. Николай Петрович спортсмен тумĕпе мар, хăйĕн тăпăл-тăпăл кĕлеткине илем кÿрекен костюм тăхăннă вăл, галстук çыхман. Куратăп, туятăп - куçкĕретех хумханать паянхи Уявшăн-Ăмăртушăн пуринчен те яваплă ырă çыннăмăр. Çав вăхăтрах, куратăп, вăл çакна питĕ лайăх пĕлет: пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пĕтĕмпех çÿллĕ шайра пулать* елчĕксем хăнасен умĕнче ятне яман, малашне те ямĕç!

Хăнисем вара - килеççĕ те килеççĕ. Акă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов курăнса кайрĕ. Пĕлетĕп, спорт тесенех Юрий Алексеевичăн куçĕсем çиçме пуçлаççĕ - ара мĕн пĕчĕкрен спорта юратса ÿснĕскертен, кире пуканĕ йăтас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн сумлăран та сумлă ятне илме тивĕçлĕ пулнăскертен урăххине кĕтме те май çук.

Акă ĕнтĕ «Улăп» спорт керменĕ умне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çăмăл автомашини те çитсе чарăнчĕ. /Елчĕке киличчен Михаил Васильевич Вăрмарта пулнă, унта, çĕршер пепкепе вĕсен ашшĕ-амĕшне савăнтарса, çĕнĕ садик уçнă/.

Кăшт вăхăт иртсен питĕ пысăк та питĕ çутă залра спартакиадăна хутшăнакан командăсен парадне йĕркелерĕç. Аллăма чĕрем çине хурса калатăп - кĕтмен, пĕртте кĕтмен эп çак залра, çак керменре çакăн чухлĕ çынна, çакăн чухлĕ спортсмена курасса! Кунтах - тĕрлĕ район командисем, кунтах - министерствăсемпе ведомствăсен командисем. Кашни командăн хăйĕн тумтирĕ, хăйĕн сăнарĕ. Кашни командăн - хăйĕн капитанĕ /Канашсен - Владислав Софронов, Комсомольскисен - Михаил Афанасьев, Вăрмарсен - Константин Никитин... Юстици министерствин - Надежда Прокопьева, Транспорт министерствин - Владимир Филиппов, Сывлăх министерствин - Алла Самойлова, Ял хуçалăх министерствин - Сергей Павлов... Каçарăр - пурне те асăнса хăвараймастăп!/ Юрĕ, илемлĕ тумтирĕ хăямата тейĕпĕр /Çĕнĕ Çул çитеспе чăрăша та тăрăшсах тумлантаратпăр, ав/. Чи пахи ку мар, урăххи - КУÇСЕМ! Çынсен Куçĕсем тата СĂНĔСЕМ! Мĕн чухлĕ ырă кăмăл, мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ хастарлăх тата пурнăçа чунтан юратни çак КУÇСЕНЧЕ, çак СĂНСЕНЧЕ! Акă ăçта вăл - Чăваш Енĕн чи пысăк пуянлăхĕ, чи пысăк телейĕ! Кун пек çынсем пур чух Чăваш Еншĕн те, Раççейшĕн те нимле йывăрлăхсем те хăрушă мар!

Парада, кĕске сăмах каласа, республикăмăрăн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Ман шутпа, Михаил Васильевичăн чĕререн каланă ансат та уçăмлă сăмахĕсем Елчĕкри спорт уявне пухăннисене пушшех те «хастарлă, хыт утăмлă» пулма хавхалантарчĕç, вăй-хăват пачĕç.

Парада хутшăнакансене çавăн пекех Чăваш Ен парламенчĕн председателĕ Юрий Попов, республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçи Станислав Николаев, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата ыттисем те саламларĕç. Ячĕшĕн çеç каланă пĕр сăмах та илтмерĕм эп вĕсенчен.

Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин гимнĕсем те темле урăхларах, чунсене хавхалантарса та çÿлтен-çÿле çĕклесе янăрарĕç çав кун Елчĕкре.

Парад вĕçленсен ăмăртусем пуçланчĕç. Ăмăрту сăмах, тен, вырăнлах та мар-тăр кунта. Мĕн вăл ăмăрту? Хур чĕпписем те хăш чух пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ, уйрăмах шăрăх çанталăкра кÿлĕ хĕррине васканă чух. Кунта вара, Елчĕкри «Улăп» спорт керменĕнче, пирĕн хисеплĕрен те хисеплĕ спортсменăмăрсем - республикăна ертсе пыракансем-и вĕсем, е районсен администрацийĕсенче ĕçлекенсем-и - ăмăртрĕç кăна мар, КĔРЕШРĔÇ! Чи вăйли, чи хастарри, чи ăнăçли, чи хисепли пулассишĕн кĕрешрĕç. Кун пек чухне шÿтлемеççĕ иккен. Кун пек чухне волейбол площадкинче министр та çук, спикер та, район пуçлăхĕ те. Кун пек чухне спорт залĕнче СПОРТСМЕНСЕМ кăна пур!

Курасчĕ сан, вулаканăм, хăвăн куçупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн команди Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн командипе волейболла еплерех вылянине! О, кăна курмаллах! Чăваш парламенчĕн пуçлăхĕн пысăк та сарлака çамки çине пăрçа пысăкĕш шултра тар тапса тухрĕ вит, амикке! Михаил Игнатьев, Правительство командин капитанĕ, капла та пачах та пĕчĕкмарскер, еплерех çÿле сиксе, пĕтĕм вăйне хурса çапать тата волейбол çăмхине! «Йышăнса» курăр-ха эсир ракета хăвăртлăхĕпе вĕçекен çăмхана – ура çинче тăрайăр-и, çук-и?.. Ман шутпа, ку командăра хăйĕн ăсталăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уйрăмах палăрчĕ. Парламент командине илес пулсан, эп Игорь Кушев депутатăн ăсталăхĕпе хастарлăхне асăрхарăм. Район пуçлăхĕсен питех те туслă пĕрлештернĕ командинчен вара эп çапах та Вăрмар тата Канаш район ертÿçисене Константин Никитинпа Владислав Софронова палăртнă пулăттăм. Тăрăшасса вара пурте тăрăшрĕç, вăйне-халне никам та шеллемерĕ.

Волейбол турнирĕ Елчĕкре кăна мар, Патреккелте те иртесси пирки пире малтанах пĕлтернĕччĕ. «Туркай, манпа пĕрле Патреккеле пымастăн-и? - терĕ мана Австралири Сиднейра пулса иртнĕ Олимп вăййисен призерĕ, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ Владимир Андреев тусăм, - унта та волейболла выляççĕ. Атя кайса куратпăр!»

Олимп вăййисен Паттăрĕ хăй чĕнсен, ăçтан-ха çула тухмăн? Тухса вĕçтертĕмĕр Володьăпа Патреккеле. Çитрĕмĕр, темиçе çул каярах туса лартнă вĕр-çĕнĕ чаплăран та чаплă шкулпа юнашар вырнаçнă спорт залне кĕтĕмĕр. Унта вара... - асар-писер шăв-шав!

Пытармастăп - çылăхлă: малтанах «кунта çапăçма хатĕрленеççĕ мар пуль те?» тесе шутларăм. Çук иккен, çапăçмах хатĕрленмеççĕ, анчах та хĕрсе кайса тавлашаççĕ. Камсем тетĕр-и? Спортсменсемех, ара, спортсменсемех, спартакиадăна хутшăнакансем. Иккен ОМОНăн волейбол команди налук службин командине пĕр волейболистка-пикепе вăйăра усă курма ирĕк парасшăн мар /эп çакăн сăлтавне ăнланса пĕтереймерĕм, паллах/. Сахалтан та 15-20 минут хĕрсе тавлашрĕç пирĕн вĕри юнлă, хастар спортсменсем /ОМОНа та, налук службине те, паллă ĕнтĕ, хевтесĕр арсемпе пикесене илмеççĕ/. Чарсан та чарма çук шереметсене! Юрать хуть, тавлашсан-тавлашсан /тавлашура кам çĕнтерчĕ - эп каллех ăнланса юлаймарăм/, волейболла выляма пуçларĕç пирĕн питех те кăра паттăрăмăрсем. Вылярĕç тĕк вылярĕç вара хăйсем. Ахăртне, питĕ тăрăшса выляма вĕсене малтан, вăйă пуçламăшĕнче, пĕр-пĕринпе хытă тавлашни пулăшрĕ-тĕр. Кам çĕнтерчĕ-и? Каламастăп. ОМОНпа та, налук службипе те шÿтлеме юрамасть!..

Бассейнри хĕрÿ ăмăрту пирки те кĕскен каласа хăварасах тетĕп. Кунта республикăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен спартакиадăна пуçтарăннă спортсменсем вăй-халне шеллемесĕр кĕрешрĕç пĕр-пĕринпе. Иккен Чăваш Енри влаç органĕсенче ĕçлекенсем шывра ишме çеç мар /ăшă шывра ишме такам та юратать/, шывра ишсе ăмăртма та питĕ юратаççĕ. Ахальтен мар питĕ йышлăн пуçтарăннă вĕсем иртнĕ шăматкун Елчĕкри спорт керменĕн бассейне.

Ятарласа курма килнисем те чылайăн пулчĕç, паллах, иртнĕ шăматкун Елчĕкри «Улăп» спорт керменĕнче. Вĕсенчен эп Елчĕкри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне, «Хыпар» хаçатăн шанчăклă тусне Петр Блинова асăнса хăварасшăн. Темшĕн вăл уйрăмах бассейнра вăй виçекен питех те пултаруллă та чипер спортсменкăсемшĕн чĕрине çунтарчĕ, вĕсене пурне те çивĕч кĕрешÿре çĕнтерме ăнăçу сунчĕ... Мĕншĕн-ши?

* * *

Савăнса та хавхаланса таврăнтăм эп иртнĕ шăматкун Елчĕкрен Шупашкара. Елчĕксемшĕн савăнтăм. Вĕсем ĕçлеме те, канма та, Чăваш Енпе пĕтĕм Раççей шайĕнчи тĕрлĕ мероприятисене çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттеме пултарнăшăн чунтан савăнтăм. Çакăнпа пĕрлех эп тăван енри пуçлăхсемшĕн /министрсем-и вĕсем, депутатсем-и, тĕрлĕ ведомствăсенче тăрăшакансем-и, - маншăн вĕсем пĕр пекех çывăх та хаклă/ савăнтăм. Вĕсем туслă пулнăшăн, вĕсем ПĔР ЙЫШ пулнăшăн, вĕсем Спорта юратнăшăн, пире Çÿлти Турă панă кашни куна, кашни саманта тивĕçлипе хаклама пĕлнĕшĕн!

Пурнатпăр-ха, тăванăмсем, пурнатпăр!

Валери ТУРКАЙ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.