Вăхăт çитрĕ тав тума

3 Дек, 2014

Ют çĕршывра пурăннă пулсан пĕр-пĕр чаплă завод ăна хăйĕн патĕнче ĕçлеме ÿкĕте кĕртме тăрăшĕччĕ. Аслă пĕлÿ çуккине пăхмасăрах. Ăсĕ мĕне тăрать! Хальхи çыннăн пуçĕ пултарнинчен 2-3 е 4-5 процент таран кăна ĕçленине палăртаççĕ ăсчахсем. Ытти "çывăрать", Турри пулăшсан та вăратма тăрăшмастпăр. Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче пурăнакан Петр Иванович Архипов вара Турă панине пĕчĕклех туйнă пулĕ çав, пĕве кĕрсен çакна аван ăнланса илнĕ, паян унăн хăватне тата тарăнрах тишкересшĕн. "Хама пулăшнăшăн ăна тав тума вăхăт çитрĕ", - тет 35 çула пуснă Кулибин-маçтăр. Мĕнлерех тав тума шухăшланине вулакана кăшт каярах пĕлтерĕпĕр.

Петр Архипов чăннипех те XXI ĕмĕрти Кулибин-ăстаçă. Çак ята ял çынни Раççей шайĕнче иртнĕ конкурсра ĕнентернĕ: вун-вун ĕç тума пултаракан трактор ăсталаса конкурс ĕçĕсене хаклакан йыша тĕлĕнтернĕ. Эпир те вулакана тĕлĕнтерер - шкулсăр пуçне урăх ниçта та вĕренмен ăстаçă. Ĕç айне пулнăран юлашки вĕренÿ çулне йĕркеллĕ вĕçлеме те вăхăт çитсе пыман.

Килти завод

4-5 çултах хăйне кăсăклантарнă япаласене салатма тытăннă вăл. Салатнă хыççăн пуçтарма та хăтланнă. Ăнланнă-ши ун чухне хăй мĕн пĕлесшĕн çуннине? Темле çав, анчах ашшĕ-амăшĕ вăрçасран хăраса кравать айĕнче арçынсен сухал хырмаллине те, пÿртри сехетсене те сÿтсе тĕрĕсленĕ. Мĕнрен мĕн пулнине йăлт пĕлес килнĕ пулĕ çав. Ÿсерехпе велосипед çине куçнă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне ачан килте ятарлă "завод" пулнă. "ВРЗ" ятлăскер. Канашри вакунсем юсакан заводах мар пулĕ тетĕр-и? Çук. Велосипед юсакан завод. Вырăсла куçарсан сăмахсен пуçламăш саспаллийĕсемпе шăпах ВРЗ /велосипедно-ремонтный завод/ пулса тухать. Пĕчĕк çеç хуралтă малтанах ачан мастерскойĕ пулнă, унта вăл юсав ĕçĕнче кирлĕ хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă. Ялти ытти ачасем пырса çÿренĕ, мĕн ĕçленипе кăсăкланнă. Çапла пĕчĕккĕнех Петĕр велосипедсем юсама тытăннă. Каярах мотороллер ăш-чикĕнче чакаланнă, пĕлмен-туман япала хăварман. Ашшĕ водитель пулнăран килте "Москвич" машина ларнă. Шкул ачи ăна та тĕпрен тĕрĕсленĕ, моторне пĕр-пĕччен салатса пуçтарнă. Çакна кура пĕлекенсем ăна-кăна юсама саккас парсах тăнă.

Пĕчĕк мастерской тивĕçтермен. Ача пахчари слива йывăççисене касса юсамалли пÿлĕме пысăклатма шут тытнă. Ашшĕ-амăшĕ каллех Петĕре пăсăрлантарнă: "Мĕн тăван? Мĕн хăтланатăн?" Ачаран тĕлĕнмелле ăстаçă пуласса малтанах ĕненмен те-и тен. Е шкулта лайăхрах вĕрентĕр тесе тустарнă.

Алăран тухнă "MIPI"

"Мĕншĕн малалла вĕренес темен-ха? Тен, халĕ пĕр-пĕр должноçри çын пулăттăн", - ыйтатăп Петр Ивановичран. "Алла ручка тытса пуçа ĕçлеттерем пек тăвасси мана валли мар, - тет вăл. - Техникăн, механизмăн хăш пайĕ мĕнле ĕçленине курса, алăра тытса пуçпа хамăн ăнкармалла. Должноçри çын хăйĕн аллипе ĕçлесе лармасть. Пĕтĕмпех хăй тума хăнăхнă çын та пуçлăха каймасть. Хам шухăшласа тупсăмне тупнă, хам алăпа пуçтарнă япала, пĕлетĕр-и, мĕнле савăнтарать! Тунă, тăватăп та, çын пулăшу ыйтма пырсан тĕрĕс сĕнÿ пама пултаратăп".

Урăхла пулма та пултараймасть. Нимĕнле схемăсăр, чертежсăр вăл килĕнче трактор пуçтарнă. Ятарласа конкурс валли мар. Хăйĕн ĕçĕ çинчен ытлашши çырма кирлĕ маррине аса илтерсех тăракан çамрăк сăпайлă пулнăран ун çинчен пач шухăшламан. Вăхăт çитсен çемьерен уйрăлса тухмаллине пĕчĕкрен асра тытнă. Килте кĕçĕн шăллĕ юлать. Çавăнпа таса уйра çурт лартмалла. Строительствăри йывăр ĕçе çăмăллатас тĕлĕшпе пуçăннă та меллĕ трактор тума. Хăйне кирлĕрен ĕнтĕ. Тăпра турттарма тата ытти материал çĕклеме, кайса тăкмалли техника шутсăр кирлĕ пулнă. 4 çул тăрмашнă хыççăн унăн алли витĕр çĕнĕ техника тухнă. Хăйĕн тракторĕпе кăна аппаланнă пулсан вăл ăна çур çултах пуçтарĕччĕ. Çамрăкăн ытти ĕç нумай-çке. 76 лаша вăйĕллĕ трактор суха тума та, курăк çулма та, вутă-шанкă турттарма та пултарать. Хыçалти кăкаркăчĕ çумне темĕнле агрегат та çаклатать. Хăнăхнă "Беларуç" трактор пекех. Анчах та умра тиемелли ăскăч пур, унпа çĕре касса тÿрлетме, тикĕслеме, строительство материалне пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарма пулать тата ытти те.

Акăлчанла "MIPI" ят панă ăна ăстаçă. Вырăсларан чăвашла куçарсан - Петр Иванович ячĕллĕ мастерской /мастерская имени Петра Ивановича/. Акăлчан ятĕнчи кашни саспалли пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕ амăшĕн ятне пĕлтерет /Мария/, иккĕмĕшĕ - ашшĕнне /Иван/, виççĕмĕшĕ хăйĕн.

Универсаллă техникăна курсанах Шупашкарти трактор музейĕн /Раççей шайĕнчи "ХХI ĕмĕрти Кулибин" конкурс шăпах унта иртнĕ/ ертÿçи: "Куна антарса лартмасан та юрать. Конкурсăн хавхалантаруллă премине тÿрех памалла та каялла кайтăр. 4 çул хушшинче конкурсра кунашкаллине курма тÿр килмен. Çĕнтересси ахалех паллă", - тесе патлаттарнă. Витĕр курнă тейĕн. Конкурса хутшăннă 19 çынран пултарулăхпа Петр Архипова çитекенни пулман.

Ытти регионтан техника сахал тăратни пăшăрхантарнă ăна. Инçетрисен пултарулăхне ытларах курса хаклас, паллашас килнĕ ял çыннин. "Çулĕ инçе, хавхалантаруллă укçа сумми пĕчĕкрен тапаçланас темен пулĕ", - тет вăл.

Конкурс ĕçĕсене хаклакансен йышĕнче ăслăлăхпа тĕпчев тытăмĕнче тăрăшса опыт илнĕ конструкторсем те пулнă. Тĕслĕхрен, Раççейĕпе сарăлнă "Миконт" пĕрлешÿрен. Вĕсем Петр Архипов каласа кăтартнине тимлĕ итленĕ, унăн шухăшĕсемпе килĕшнĕ, анчах ял çамрăкĕ вун-вун ĕç тума пултаракан трактора хут çинчи схемăсăр пуçтарнине ĕненесшĕнех пулман.

Тĕрĕс шухăш

Теоретиксем практикăна ăнлансах каймаççĕ тени, тен, тĕрĕсех. Кирлĕ вăхăтра вĕсем тĕрĕс шухăш калайманни те пулать. "Тăвас тени чи малтан ăна мĕнле курнинчен, шухăшран пуçланмалла. Шухăшланине тума пултаракан çын талантлă. Калăпăр, математикăна пĕлни пĕр япала, пуçа тĕрĕс шухăш кĕни - урăххи. Теорипе ĕçлекенсем темĕн ĕнентерме те пултараççĕ, анчах çав тери кирлĕ самантра тĕрĕс шухăш тупаймаççĕ, техникăн пĕр-пĕр пайĕ вансан чи меллĕ вариант сĕнеймеççĕ, - палăртать Петр Иванович. - Практик пĕрре пăхать те калать, кирек епле çавăрттар унăн сĕнĕвне, шăп çав вăхăтра юсамалла-тăк лайăхраххине тупаймастăн".

"Эх, пирĕн патра ĕçлемелле санăн", - тенĕ унăн тракторне курса тĕлĕннĕ Шупашкарти конструкторсем. "Кам пулса пырăп? Картиш шăлакан-и?" - ыйту çине ыйту панă ял ачи. Лешсем чухламанран професси çуккине пĕлтернĕ. Вĕренме кирлине шахвăртсан: "Пурнăçа вĕренÿре ирттернĕ пулсан ĕç тума, опыт пухма вăхăт çитместчĕ. Ялан практикăра чухне теори валли вăхăт çук. Иккĕшне те "хăваласа" çын хаклă пултарулăх пухаймасть. Теорипе практикăн пĕрле хутшăнса ĕçлемелле", - тенĕ.

Шел те, унăн тĕслĕхĕнче паян практика теори çумне çыпçăнаймасть. Вĕреннине ĕнентерекен хутсăр малалла утăм тума çук. Тепĕр енчен пăхсан, хăйне чаплă конструктор тесе шутлакан çын ниçта вĕренмен, никам пĕлмен ял ачине хăйĕнчен ирттерĕччĕ-ши? Пултарулăхне хаклама пĕлĕччĕ-ши?.. Ахаль çын теприн ĕçĕпе чунтан савăнма, хĕпĕртеме пултарать, пуçлăхсем, ертÿçĕсем хушшинче унашкалли сайра.

Маçтăр Турăран уйрăлмасть

Ухманти Петр Иванович Архиповăн ырă ячĕ тахçанах республика тулашне тухнă. Техникăна васкавлă юсамалла чухне ун патне пыраççĕ. Мускавран, ытти хуласенчен шăнкăравласа сĕнÿсем ыйтаççĕ. Хăйĕн çинчен ытлашши калаçтарма юратмасть вăл, анчах пĕр юлташĕ теприне пĕлтерет, хыпар виççĕмĕшĕ патне çитет. Урхамахпа чупать тейĕн ырă ят. Телефонпа çынна йăлт каласа ăнлантарма йывăр - специалист машинăри çитменлĕхе куçпа курмасть. Шăнкăравлакан техникăна хăй чухласа каймасан кăлтăка тупма пушшех те кăткăс. Анчах Кулибин-маçтăр сĕнÿ-канашпа пурне те пулăшать. Çакă ăна хăйне те савăнтарать.

Тата вăл ялан Турăпа пĕрле пулнишĕн хĕпĕртет. Унсăр пурăнма пултараймастăп, пурăнас та килмест тет. Çурт тума тытăннăранпа темĕн тĕрлĕ йывăрлăхра та пулăшнă вăл ăна, кирлине йăлт парса тăнă. Çакна кура пĕр вăхăт çамрăк унран ыйтма та аванмарланнă. Ара, шухăшлани пурнăçлансах пынă.

17 çулта чухне Турра чунĕпе, ăсĕпе ăнланса илнĕ вăл. Пĕр вăхăтра кÿрентерекенсем тупăннăран унăн аллине кĕлĕ кĕнеки лекнĕ. Ăна вуланăçемĕн Турра юратма пуçланă. Вăл ăна пĕчĕкренех упраса ÿстернине ăнланса илнĕ: усал патне яман, ялан ĕçре тытнă, интерес парса тăнă. Мĕн тусан мĕн пулассине вĕрентнĕ тейĕн.

Петр Иванович Турăпа хальччен сахал кăсăкланнишĕн, пĕли-пĕлми кÿрентернĕшĕн хуйхăрать. Çавăнпа çак çитменлĕхе пĕтересшĕн те вăл, Туррăн саккунĕсене ытларах пĕлесшĕн. Юратнă мăшăрĕпе, хĕрачипе кашни эрнере чиркĕве çÿреме тăрăшать. "Техникăна эпĕ йăлт тĕпченĕ. Машина-трактор тăвас тытăмра паянхи кун маншăн тĕлĕнмелли çук. Космос карапĕ, ракета тăвас ĕç вăрттăнлăхĕ патне çитме шухăшламан. Техникăна пĕлни мана тăрантарать, укçа парать. Анчах Турă пулăшмасан эпĕ унпа та ĕçлес çук. Техника чунри тарăхăва, çемьери хирĕçĕве чараймасть, çынна лăпкăлăх параймасть. Машина-трактор тĕлĕшпе манăн кăмăл тулнă - çĕнĕ куç уçăлнă темелле. Никамран вăтанмасăр, хăрамасăр калама пултаратăп: Турă вĕрентĕвне ăса илесси маншăн халĕ тĕп вырăнта", - пĕрре тĕлĕнтерчĕç, тепре шухăша ячĕç XXI ĕмĕрти Кулибин-маçтăр сăмахĕсем.

Ирина Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.