Килĕштерсе вăй хурсан - ĕç ăнать

2 Дек, 2014

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Чваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк район администрацийĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисемпе, администрацисен, муниципалитет районĕсен тата округĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев республикăн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине, тухса тăракан ыйтусене тивĕçлипе татса панине палăртнă. 2015 çула тата 2017 çулчченхи планпа пăхнă тапхăра республика бюджетне йышăннă, унта социаллă çул-йĕре тытса пыма тăрăшнă. Министрсен Кабинечĕ тивĕçĕсене туллин пурнăçлать, республикăра пурăнакансене ĕç тăвакан влаçăн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕпрен илсен тивĕçтерет.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче вырăнта кăларнă алкоголь продукцине еплерех сутнине пĕлтернĕ. Чăваш Енре паян алкоголь продукцине ваккăн сутас тĕлĕшпе лицензи илнĕ 926 предприяти 3447 объектра ĕçлет. Сăрана вак предпринимательлĕхĕн 1,5 ытла субъекчĕ сутать.

Владимир Аврелькин çавăн пекех нумай функциллĕ центрсен никĕсĕ çинче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем пани çинчен каласа кăтартнă.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикин территорийĕнче нумай функциллĕ 27 центр ĕçлет. Кунсăр пуçне, ял çыннисем 232 тĕслĕх вулавăшра инçете каймасăрах патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме пултараççĕ. Нумай функци пурнăçлакан центрсен регион сечĕ тĕслĕх вулавăшсене шута илсен «пĕр чÿрече» мелĕпе республикăра пурăнакансен 68,1%-не патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем илме майсем туса парать /2015 çул вĕçленнĕ тĕле норматив - 90%/.

Чăваш Енре нумай функциллĕ центрсен чÿречисен шучĕ 2014 çул вĕçленнĕ тĕле 145-е çитмелле, 2015 çулта - 256.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсем 2014 çулта пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалли планпа пăхнă кăтартусене пурнăçлани çинчен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ.

2014 çулта республикăра 857 пин тăваткал метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр хута яма пăхнă. 2014 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче укçа-тенкĕн мĕн пур çăлкуçĕн шучĕпе 531,5 пин тăваткал метр çурт-йĕр /иртнĕ çулхи çак тапхăрăн 98,5%/ хута янă, çав шутран нумай хваттерлĕ çурт-йĕр - 288,8 пин тăваткал метр /2013 çул шайĕн 132,8%/, уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр - 242,7 пин тăваткал метр /2013 çул шайĕн 75,4%/.

Муниципалитет районĕсемпе хулисен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи 11 уйăх кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн мĕнпур çăлкуç шучĕпе 681,04 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма палăртаççĕ, çакă 2013 çулхи тивĕçлĕ тапхăрăн 103,2% пулать.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Устенко каланă. Республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕр лаптăкĕ илмешкĕн нумай ачаллă 5222 çемьене черете тăратнă. 2799 çемье çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илнĕ - пĕтĕмпе 317,8 гектар.

Чăваш Енре 2124 çемье /çĕр лаптăкĕсем илнĕ нумай ачаллă çемьесен пĕтĕмĕшле йышĕн 76%/ çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илнĕ, 1801 çемье - çурт-йĕр тума.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.