Архив - 26 Ноя, 2014

26 Ноя, 2014

Халăх фрончĕ - витĕмлĕ вăй

Ноябрĕн 17-18-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Унта Халăх фрончĕн активисчĕсем, Раççей Президенчĕн шаннă çыннисем, бизнес пĕрлĕхĕн, РФ Правительствипе ведомствăсен представителĕсем, политологсем хутшăннă.

26 Ноя, 2014

Каялла мар, малаллах

"Çак ялта пуçласа 2006 çулта пулнăччĕ. Кунта пурăнакансем хăнасене çав тери тарават кĕтсе илни тата хăйсен кил-çуртне хăтлăлатма тăрăшни паянхи кун та тĕлĕнтерет. Хам та ялта çуралса ÿснĕ, анчах пÿртре ăшă туалет тунине пĕрремĕш хут çакăнта курнăччĕ. Сакăр çул каяллах пулнă вăл. Чăннипех тĕлĕнмелле халăх пурăнать кунта", - калас тенине палăртмасăр чăтаймарĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Дина Леонидовна Сергеева.

26 Ноя, 2014

«Хĕрÿ» ыйтусен хуравĕ

Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекса кĕртнĕ тÿрлетÿсем ноябрĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç. Мĕне шута илмелле малашне водительсемпе çуран çÿрекенсен? "Российская газета" хаçат ку тĕлĕшпе вулакансемпе "хĕрÿ лини" ирттернĕ. Ыйтусене Раççей патшалăх автоинспекцийĕн яваплă çыннисем хуравланă. Çĕннине тĕплĕн ăнлантарса пани пирĕн хаçат вулаканĕсемшĕн те ытлашши пулмĕ.

- Правилăсем улшăннă хыççăн халĕ кам мопед рулĕ умне ларма пултарать? Правасăр ларсан явап тыттараççĕ, анчах икĕ кустăрмаллă техникăпа çÿреме вĕренме экзаменсем хальлĕхе йышăнмаççĕ-çке.

26 Ноя, 2014

Манăн чунăм таса

Шурă кирпĕчрен хăпартнă тăпăл-тăпăл çурт умĕнчи палисадникре хĕрлĕ георгинсем куçа йăмăхтарса лараççĕ. Сивĕ кĕр те вĕсене сиенлеймен-ха. Юнашар кĕл чечекĕ çын çÿллĕш ÿссе кайнă. Çеçкине тахçанах тăкнă ĕнтĕ. Хĕл енне ăна çĕр çумне вырттарса витсе хураççĕ.

26 Ноя, 2014

Юрă - халăх чунĕ

1981 çулта Чăваш радио çамрăксен «Ăраскал» кăларăмĕнче «Шăпчăксем» юрă шăрантарсан вăл чăваш тĕнчинче çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă.

Ешĕл çулçисем те палăрмаççĕ,

Шап-шурă лараççĕ çĕмĕртсем.

Савăнса кайса ĕнтĕ юрлаççĕ

Кĕмĕл саслă юрăç шăпчăксем....

26 Ноя, 2014

Ял тухтăрĕ

Алевтина Журавлева Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Унăн ĕç стажĕ - 42 çул. Çак професси ăна амăшĕнчен куçнă. Вăл та ĕмĕрĕпех медицинăра тăрăшнă.

26 Ноя, 2014

Шура аппа - 100 çулта

Республикăра 100 çул е ытларах пурăнакан сахал. Вулакана вĕсенчен пĕринпе Куславкка районĕнчи Минкĕш ялĕнчи ырă кăмăллă та хастар Александра Соловьевăпа паллаштарасшăн. Вăл 7 çулта тăлăха юлнă. Ашшĕпе амăшĕ выçăпа вилнĕ.