Комментировать

26 Ноя, 2014

Юрă - халăх чунĕ

1981 çулта Чăваш радио çамрăксен «Ăраскал» кăларăмĕнче «Шăпчăксем» юрă шăрантарсан вăл чăваш тĕнчинче çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă.

Ешĕл çулçисем те палăрмаççĕ,

Шап-шурă лараççĕ çĕмĕртсем.

Савăнса кайса ĕнтĕ юрлаççĕ

Кĕмĕл саслă юрăç шăпчăксем....

Çамрăксен чун-чĕрине тыткăнланă çепĕç юрă. Ăна Вăрнар каччисем Родион Петров баянистпа Александр Моисеев эфира кăларнă. Çакăн хыççăн «Шăпчăксем» юрра Иван Христофоровпа Валентина Смирнова артистсем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Кăшт вăхăт иртсен ăна «Çавал» ансамбль юрлама пуçлать. Çĕнĕ юрра Георгий Ефимов сăввипе Родион Петров кĕвĕленĕ. Тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿ!

Пĕрремĕш юрă халăх хушшинче анлăн сарăлни çамрăк композитора хавхалантарать, çунат хушать. Юрий Сементерĕн «Сарпикем, хĕр пикем», Петĕр Ялкирĕн «Анюкпа Ванюк», Владимир Никифоровăн «Ах, пĕлмен-çке хĕр чунне», Анатолий Хумăн «Саншăнах» сăввисемпе çырнă юрăсем те Виталий Петровпа Виталий Гордеев юрăçсем, фольклор ансамблĕ «Çавал» тата Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ çине çинех юрланипе пур çĕре те çитеççĕ. Ытти юррисем те радиопа телекурав передачисенче тăтăшах пулаççĕ.

Родион Петрович Петров 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Авăр çырми ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Петр Петрович, колхозра счетовод пулнă. Паллă вăйăç спектакльсенче вылянă, хут купăс каланă. Амăшĕ, Нина Ивановна, хуçалăхри фермăсенче выльăх-чĕрлĕх пăхнă, илемлĕ юрланă. Çемьере тăватă ача ÿснĕ. Петĕр тăватă-пилĕк çултах купăс калама вĕреннĕ. Чăрăшкас Хирлепри сакăр çул вĕренмелли шкулта 7-мĕш класра ăна ашшĕ баян туянса парать. Çак ялти вăйăçăсем Иванпа Константин Федоровсем пулас композитора баян калама вĕрентеççĕ. Ывăлĕ килте баян пĕрмисене çăмăллăн тăсса «линкка-линкка» кĕвĕ калама пуçласан ашшĕ-амăшĕ чунтан савăнать.

Сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн Родион тÿрех Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине çул тытать. 1976 çулта оркестр уйрăмне пĕтерсен Вăрнар районĕнчи Калининăри Культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçлет. 1977-1979 çулсенче Чехословакире çар тивĕçĕсене пурнăçлать, салтаксен ансамбльне ертсе пырать. 1979-1981 çулсенче Элĕк районĕнчи Ехремкассинчи тата Вăрнар районĕнчи Чăрăшкас Хирлепри Культура çурчĕсенче илемлĕх ертÿçинче вăй хурать, хăйĕн ăсталăхне малалла туптать.

1981 çулта Родион Петрова Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне баянист-концертмейстерта ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Пысăк сцена çинче те вăл пĕтĕм чун хавалне парса тăрăшать. Чăваш халăх юррисенчи сăнарлăха, çепĕçлĕхе ăша хывать, авалăх сывлăшне туйма хăнăхать. Васкамасăр çĕнĕ юрăсем кĕвĕлет. Çав хушăрах ялсенчи музыкăна юратакан пултарулăх коллективĕсене пулăшать, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнчи «Янаш» ансамбле шефа илет.

Çавра уйăх та çĕр каçа çутатмасть теççĕ. Родион Петровича темиçе хутчен те тĕрлĕ района ĕçлеме йыхравланă ĕнтĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн йышĕнчен ниепле те уйрăлаймасть - пурте питĕ çывăх, тăван. 1994 çулта Мăн Сĕнтĕр ял пуçлăхĕсем ăна хăйсен ялне яланлăхах ĕçлеме илсе каяççĕ.

Мăн Сĕнтĕр - пысăк ял. Ĕмĕр каялла вырăс ялĕ пулнă. Халĕ тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ. Юнашар Сĕнтĕр юхан шывĕ вĕтĕ хумсемпе чĕлтĕртетсе юхать. Сиплĕ сывлăшлă çĕршыв. Юмахри пек тавракурăм самантрах Родион Петровăн ĕмĕчĕсен тĕнчине уçать. Вăл ялти Культура çуртĕнче «Янаш» юрăпа ташă ансамбльне ертсе пыма тытăнать.

«Сĕнтĕрсем ансамбле «Янаш» ят панă, - çырать Виталий Станьял таврапĕлÿçĕ. - Авалхи халапсене ĕненес пулсан Янаш - чăваш улăпĕ. Вăл Атăл тăрăхĕнчи çĕрсене ĕçпе те, хĕçпе те хÿтĕленĕ. Хăйĕн вăйĕ çитмен чухне ăна ăмăрткайăк пек ывăлĕсем, шур акăш пек хĕрĕсем пулăшнă. Пĕрре тан мар кĕрешÿре ватă Янаш пуçне хунă. Вăл пурăннă, çапăçнă çырмана халĕ те Янаш варĕ теççĕ. Çав вырăна унăн хĕрĕ - Хĕрпике - тăшмансенчен тасатса кăларнă пулать».

Родион Петрович чи малтан ансамблĕн репертуарне çĕнетет.

- Ансамблĕн пултарулăхне аталантарма Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Нянина, Раççей тата ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ Александр Ангаров нумай пулăшрĕç, - хăйĕн пуçламăш утăмĕсемпе паллаштарать Родион Петрович. - Пирĕн йыш та мĕнпур йывăрлăха çĕнтерчĕ. Репетицисем, çулçÿревсем те ăнăçлă иртрĕç. Пур çĕрте те куракансен кăмăлне уçма пуçларăмăр. Янаш ятне ямарăмăр. Вячеслав Яковлев балетмейстерпа Александр Иванов концертмейстер-аккомпаниатор та пĕтĕм ĕçе пĕлсе те çаврăнăçуллă йĕркелерĕç...

Хресчен чĕри, чунĕ-кăмăлĕ самантлăха та канăç памасть Родион Петрова. Пушă вăхăт тупăнать - тăван ялне, Авăр çырмине, кайса çаврăнать, çăлкуçри сиплĕ шыва тутанса пăхать. «Янаш» ансамбльте ĕçлеме пуçланă-пуçламан ăна ялти ачасен «Тополек» ясли-садра музыка ертÿçи пулма сĕнеççĕ. Виçĕ çул ĕçленине те сисмест кунта - юрлать-ташлать ясли-сад. Ĕçрен пушанма та ĕлкĕреймест - Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкула музыка вĕрентекенĕ пулма чĕнсе илеççĕ. Çав хушăрах «Янаш» ансамбльти ĕçсем те кал-кал пыраççĕ.

Юрă-ташă ăстисем çуллен Муркаш районĕнчи акатуйра пулаççĕ.1995 çулта «Янаш» ансамбль Хĕвеланăç Çĕпĕрте Кемĕр облаçĕнчи чăвашсен фестивальне хутшăнать. Кузбасс çыннисем Янаш улăп ятне ĕмĕрлĕхе хăйсен асĕнче хăвараççĕ. Тепĕр çулхине ансамбль Швецири Реттвик хулинче халăхсен хушшинчи «Шведское лето» фольклор фестивальне хутшăнса лауреат ятне тивĕçлĕ пулать. 2003 çулта Пушкăртстан республикине гастроле кайса килет. 2006 çулта «Янаш» ансамбль Венгри республикинчи Сегедра халăхсен хушшинчи фольклор фестивалĕнче пулать... 2011 çулта Коми республикинчен «Завалинка» фольклор фестивалĕн лауреачĕ пулса таврăнать.

«Янаш» халăх ансамблĕн юрри-ташши Чăваш радиопа телекурав передачисенче тăтăшах пулнă. Туслă йыш хăйĕн юрри-ташшипе Чăваш Ен çыннисене çуллен «Атăлçи çăлкуçĕсем» фестивальте савăнтарать.

«Родион Петров - чăвашсен музыка культуринче сумлă та паллă ят, - палăртать ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Николай Зимин музыковед. - Вăл - çĕре яхăн юрă-кĕвĕ çырнă композитор, баянист тата хормейстер. Юррисем чăваш тĕнчинче анлă сарăлнă. Родион Петров ертсе пыракан «Янаш» ансамбль Чăваш Енре чапа тухрĕ, Раççейре те, ют çĕршывсенче - Венгрире тата Швецире - палăрчĕ».

Родион Петрович хăй те калаçура çынсемпе вашават.

- Пирĕн концерта Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе курчĕ, - терĕ вăл çĕкленÿллĕн. - Сĕнтĕрсен ансамбльне çĕнĕ баян парнелерĕ. Ырă ĕçшĕн - хаклă парне. Пирĕн туслă йыш ÿлĕмрен те юрă-ташăра чун ăшшине тăван халăха парса тăрĕ.

Кăçал вара «Янаш» ансамбль районти «Чечеклен, Муркаш ен!» смотр-конкурсра çĕнтернĕ. Пултаруллă коллектива ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов та концерт баянĕ парнеленĕ.

Юрă - халăх чунĕ. Родион Петров юррисенче наци туйăмĕсем палăраççĕ, нумайăшĕ фольклор структурипе пуян. Ăна итлекен вара е савăнать, е хурланать, е шухăша путать. Юрă - пурнăç ÿкерчĕкĕ, пурнăçри савăнăçпа куляну. Юлашки вăхăтра композитор Петр Воробьев сăввипе «Икĕ чĕре пĕрле чух» юрă кĕвĕлерĕ. Ăна Петрпа Антонина Красновсем тÿрех Мăн Сĕнтĕр çыннисен умне кăларчĕç. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, ял халăхĕ Родион Петров Виталий Станьял сăввипе çырнă «И-эх, хĕрĕсем, каччисем» юрра та питĕ кăмăллăн йышăнчĕ.

Петр Воробьев сăвăç - профессийĕпе агроном, ял администрацийĕн пуçлăхĕнче те ĕçленĕ, «Янаш» ансамблĕн ырă кураторĕ пулнă. Халĕ те купăсне те калать, юрлать, ура хуçса ташлама та пултарать. Ялти чиркÿ хорĕнче те хăйĕн илемлĕ сассипе уйрăлса тăрать.

Родион Петров тата Атапай ялĕнче те «Сурпан» вокал ансамблĕ йĕркелесе ячĕ. Юрăçсен йышĕнче 10 хĕрарăм: Елена Колбакова, Регина Быкова, Людмила Зайцева, Ольга Петрова... Пĕрне ырласа теприне хурлаймăн - сассин илемĕ такам чунне те тыткăна илĕ. Кăçал, Культура çулталăкĕнче, ансамбль Çĕпрÿ тăрăхĕнче икĕ хутчен, Элĕк районĕнчи Ехремкассинче ял уявĕнче, Муркаш районĕнчи чылай ялта пулса хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Мăн Сĕнтĕрти ветерансен çуртĕнче пурăнакансем ялти артистсене паян кунчченех ырăпа асăнаççĕ.

Родион Петров - ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Пĕлтĕр вăл Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухрĕ. Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ырми-канми ĕçлет Родион Петрович. Ĕçÿсем ăнса пыччăр, вăй патăр!

 

Герман Желтухин.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.