«Хресчен сасси - Кил» 91 № /2503/

26 Ноя, 2014

Халăх фрончĕ - витĕмлĕ вăй.  Ноябрĕн 17-18-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Унта Халăх фрончĕн активисчĕсем, Раççей Президенчĕн шаннă çыннисем, бизнес пĕрлĕхĕн, РФ Правительствипе ведомствăсен представителĕсем, политологсем хутшăннă.

Шура аппа - 100 çулта. Республикăра 100 çул е ытларах пурăнакан сахал. Вулакана вĕсенчен пĕринпе Куславкка районĕнчи Минкĕш ялĕнчи ырă кăмăллă та хастар Александра Соловьевăпа паллаштарасшăн.

Ял тухтăрĕ. левтина Журавлева Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать.

Юрă - халăх чунĕ. 1981 çулта Чăваш радио çамрăксен «Ăраскал» кăларăмĕнче «Шăпчăксем» юрă шăрантарсан вăл чăваш тĕнчинче çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă.

Манăн чунăм таса. Шурă кирпĕчрен хăпартнă тăпăл-тăпăл çурт умĕнчи палисадникре хĕрлĕ георгинсем куçа йăмăхтарса лараççĕ. Сивĕ кĕр те вĕсене сиенлеймен-ха.

«Хĕрÿ» ыйтусен хуравĕ. Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекса кĕртнĕ тÿрлетÿсем ноябрĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç. Мĕне шута илмелле малашне водительсемпе çуран çÿрекенсен? "Российская газета" хаçат ку тĕлĕшпе вулакансемпе "хĕрÿ лини" ирттернĕ.

Каялла мар, малаллах "Çак ялта пуçласа 2006 çулта пулнăччĕ. Кунта пурăнакансем хăнасене çав тери тарават кĕтсе илни тата хăйсен кил-çуртне хăтлăлатма тăрăшни паянхи кун та тĕлĕнтерет.

 

 

 

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.