- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хĕрÿ» ыйтусен хуравĕ
Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекса кĕртнĕ тÿрлетÿсем ноябрĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç. Мĕне шута илмелле малашне водительсемпе çуран çÿрекенсен? "Российская газета" хаçат ку тĕлĕшпе вулакансемпе "хĕрÿ лини" ирттернĕ. Ыйтусене Раççей патшалăх автоинспекцийĕн яваплă çыннисем хуравланă. Çĕннине тĕплĕн ăнлантарса пани пирĕн хаçат вулаканĕсемшĕн те ытлашши пулмĕ.
- Правилăсем улшăннă хыççăн халĕ кам мопед рулĕ умне ларма пултарать? Правасăр ларсан явап тыттараççĕ, анчах икĕ кустăрмаллă техникăпа çÿреме вĕренме экзаменсем хальлĕхе йышăнмаççĕ-çке.
- Ку тĕлĕшпе çыхăнулăх çукран пысăк чăрмавсемех сиксе тухмалла мар. Хĕл çывхарать, мопедсемпе çÿреме чарăнаççĕ. Нумайăшĕ вĕсене гаража кĕртсе лартнă та ĕнтĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн çак транспорт хатĕрĕпе кирек мĕнле категори илнĕ водитель те çÿреме пултарать. Апла нумайăшĕ мопед çине çăмăллăнах ларса çула тухма пултарать. Кун пеккисем чылайăн. Камăн нимĕнле права та çук, вĕсен ирĕксĕрех вĕренсе экзамен тытма тивет.
Тавăрса парĕç, анчах ыйтнине пурнăçласан
- Водителĕн правине туртса илнĕ тапхăр вĕçленнĕ. Çул-йĕр правилисене пĕлнине çирĕплетме унăн каллех экзамен тытмалла. Çак йĕрке мĕнлерех пулса пырать?
- Кирлĕ, çивĕч ыйту. Анчах та ку тĕлĕшпе палăртнă нормăсем пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнчех вăя кĕнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн правана вăхăтлăх туртса илнĕ водителе удостоверение каялла тавăрса памалли йĕркене РФ правительстви çирĕплетет. Паянхи кун постановлени проектне хатĕрлесе çитернĕ. Правительствăра çирĕплетнĕ хыççăн часах кун çути курасса шанатпăр. Ун чухне удостоверение водителе унта палăртнă йĕркепе тавăрса парĕç.
- Правана каялла илес тесен экзамен тытнисĕр пуçне мĕнпур парăма та тÿлесе татмалла.
- Ноябрĕн 15-мĕшĕнче вăя кĕнĕ çĕнĕ саккун нормисемпе çапла тумалла. Паянхи кун, шел те, нумайăшĕ штрафа хăйсен ирĕкĕпе тÿлесе татма васкамасть. Тепĕр чухне пĕр çыннăнах питĕ пысăк сумма пуçтарăнать. Водителĕн правине пĕр уйăхлăха туртса илнĕ пултăр. Ăна каялла илсен вăл штрафĕ çинчен манса малашне те ирĕклĕн чупать. Çавăнпа кĕртнĕ çак нормăна. Ку - правана каялла илмелли условисенчен пĕри. Çавăн пекех правине туртса илнĕ водителĕн çул-йĕр правилисене пĕлнине ĕнентермелле. Правана руль умĕнче ÿсĕрле ларнăшăн е больницăна тĕрĕслеттерме кайманшăн туртса илнĕ водительсен медучрежденире хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Тен, вăл транспортпа çÿреме пултараймасть?
- Урăхла каласан, ĕлĕкхи пек медсправка тутармалла-и?
- Паллах. Тата çĕнĕ саккунпа правана туртса илнĕ водительсен хăйсен патшалăх умĕнче парăм çуккине ĕнентермелле. Ăнлантаратăп: пĕлтĕр вăя кĕнĕ саккун статйипе ?КоАПăн 12.8 статйи% руль умĕнче ÿсĕр пулнă водителĕн икĕ тĕрлĕ явап тытма тивет. Правине туртса илнисĕр пуçне штраф тÿлесе татмалла. Унăн сумми пĕчĕк мар - 30 пин тенкĕ. Йĕркене иккĕмĕш хут пăссан - 50 пин. Енчен те правана каялла илнĕ чухне обязательнăй майпа штраф тÿлеттермелле туман пулсан водитель пĕр явап кăна тытĕччĕ: правине илсе малалла чуптарĕччĕ. Халĕ мĕнпур штрафа тÿлесе татмасăр удостоверение алла илеймĕн.
Машина - саклатра
- Юстици министерстви ÿсĕр водителе машинăна штраф виçи чухлĕ саклатпа тивĕçтерсен кăна тавăрса пама сĕнет. Çакă витĕмлĕ пулĕ-и?
- Кунта лару-тăру акă мĕнлерех. Юстици министерстви саккун проектне çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх комиссийĕн хушăвне пурнăçласа хатĕрленĕ. Ÿсĕр водитель çул çине ан тухтăр тесе. Эпир ÿсĕр водителĕн транспорт хатĕрне тытса чаратпăр. Сăлтавĕ пĕтсен, калăпăр, йĕркене пăсакан тепĕр кунне урă çитсен е правине машинăна çÿретме пултаракан çынна парсан, транспорт хатĕрне каялла илсе каять. Юстици министерствин сĕнĕвĕпе водитель суд палăртнă штрафа тÿлесен е суд пуличчен саклат укçипе тивĕçтерсен кăна машинине илме пултарать. Йĕркене пăснă самантра водителĕн çумра пысăк укçа пуласси иккĕлентерет. Хальлĕхе ку сĕнÿ кăна. Хăçан пурнăçа кĕресси паллă мар, анчах хăçан та пулин çав вăхăт çитетех пулĕ.
- Сирĕн шухăшпа çак сĕнÿсем кирлĕ пек-и?
- Ку саккуна эпир Юстици министерствипе пĕрле хатĕрленĕ. Унăн проектĕнче парăмри водительсене хытарма та палăртнă. Тĕслĕхрен, водитель хăйĕн штрафĕсене тÿлемесен юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума пултараймасть. Пирĕн сĕнÿпе, калăпăр, вăл машинине регистрацилеме килет, анчах парăм пулсан патшалăх умĕнчи штрафсене тÿлесе татмасăр ăна регистрацилемеççĕ.
- Регистраци уйрăмĕсенче халĕ те çапла пулса пырать мар-и? Водителе штрафсене тĕллесе кăтартаççĕ те тÿлеме яраççĕ, ун хыççăн çеç учета тăрататпăр теççĕ.
- Чăнахах çапла пулсан çакă тĕрĕс мар паллах. Кирек епле лару-тăрура та регистрацилеме хирĕçлейместпĕр. Анчах та пирĕн полномочисем пур, 20.25 статьяпа водителе явап тыттарма пултаратпăр. Çапла тăватпăр та. Урăхла каласан асăннă статьяпа ĕç пуçарса çынна пирĕн суда илсе çитермелле. Малаллахи ĕç-пуç суд мĕнле йышăну тунинчен килет.
- 20.25-мĕш статьяпа штрафа икĕ хут пысăкрах тÿлемелле.
- Тата ирĕксĕрлесе ĕçлеттереççĕ е 15 талăклăха арестлеççĕ.
- Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен машинăна çÿретме чарнă чухне регистраци номерне илмелле мар.
- Çапла. 15-мĕш число хыççăн çын регистраци номерне ыйтсассăн ăна пĕр сăмахсăр тавăрса памалла.
- Водитель машинăна чарнипе çыхăннă çитменлĕхе пĕтермесен те-и?
- Ăна тĕрĕслесси çук. Номере хуçине памалла.
Йăл кулăр, сире ÿкереççĕ
- Халĕ пунеттейсем вырăнне видеоÿкеревпе усă курма юрать. Çав видеоматериал тÿрлетме май çукки пулмалла-и?
- Пĕлтерĕшлĕ мар. Видеоматериала судья йышăнать. Ĕненет-и ăна е çук -и - унăн ирĕкĕ.
- Анчах видеоÿкерÿре çыннăн питне хĕрлĕ тĕс çапнине, çăварĕнчен эрех шăрши тухнине кураймастăн-çке.
- Курма кирлĕ те мар. Ÿкерекен тата ÿкернине ăнлантаракан çын хăй мĕнле ĕç туни çинчен калать. Мĕн сăлтавпа-и? Мĕншĕн тесен тытса чарнă çыннăн куçĕ хĕрелнине курать. Калаçăвне ăнланмалла мар. Çăварĕнчен эрех шăрши тапать. Пунеттейсем те вĕт çыннăн куçне пырса тĕрĕслемеççĕ, вăл мĕн хăтланнине кăна сăнаççĕ.
- Калăпăр, йĕркене пăснă водителе ÿкереççĕ, кайран камерăна сÿнтереççĕ. Пĕр-пĕр пакет пăрахаççĕ те камерăна çĕнĕрен яраççĕ.
- Пунеттейсем пур чухне те капла хăтланма пулать. Калăпăр, инспекторсенчен пĕри ĕçлет. Иккĕмĕшĕ пунеттее ыйту парать. Лешĕ çаврăнать, çак хушăра тепри мĕн те пулин пăрахать. Темĕнле те фантазилеме пулать. Çакă ниме те пĕлтермест. Ахаль çын е должноçри çын йĕркене чăннипех пăсни вара урăх ĕç.
- Водитель çавах пунеттейсене чĕнес тесен?
- Кăна должноçри çын татса парать.
- Халĕ фото-видеофиксаци хыççăн 15 кун хушшинче постановлени хатĕрлемелле.
- Ку срок малтан та пулнă, ăна саккунра çырман кăна. Ăна иккĕлле ăнланма май пулнă. Пирĕн ĕçченсенчен чылайăшĕ постановление 15 кунра хатĕрлесе çитернĕ. Теприсем икĕ уйăхра.
- Анчах икĕ уйăхран ирттермесĕр тесшĕн-и? "Телей çырăвĕсем" 2-3 уйăхран та çитетчĕç вĕт.
- Ку ыйтупа почтăна тухмалла. Постановление хăçан янине реестр тăрăх пăхмалла.
- Çыру кая юлса çитни постановление жалоба парас вăхăта витĕм кÿмест-и?
- Çук. Жалоба памалли 10 кун çырăва илнĕ вăхăтран пуçланать. Çыру хăш кун çитнине конверт çинче палăртнă.
- Йĕркене пăснă тĕслĕхе халĕ эсир çĕнĕлле квалификацилеме пултаратăр. Çапла-и?
- Йĕркене пăснин тĕслĕхĕпе водитель килĕшмесен ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма пултаратпăр. Тĕслĕхрен, инспектор шухăшĕпе водитель правилăна пăсса транспорт хирĕç килекен çулпа пынă. Водитель: "Апла мар. Эпĕ йĕркене пăсса сулахаялла пăрăннă", - тет. Йĕркене пăснă тĕслĕх пулнă, анчах инспектор палăртнă йышши мар. Водитель хăйĕн сăмахне ĕнентернĕ пулсан малтанхи çулсенче ĕçе хупнă, çĕнни пуçламан. Халĕ инспектор йĕркене пăснине урăх статьяпа квалификацилеме пултарать.
Комментировать