Кадет корпусĕнче хĕрачасене вĕрентесшĕн

8 Авг, 2017

Паян Чӑваш Ене Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полномочиллě представителӗ Михаил Бабич килсе ҫитрӗ. Малтан вӑл ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа Шупашкарти А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче пулчӗ. Унта экскурси иртрӗ.

Кадет шкулӗн директорӗ Татьяна Казакова Совет Cоюзӗн Геройӗн ячӗллě вӗренӳ заведенийӗн кун-ҫулӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Михаил Викторовича Андриян Николаев тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ А.В. Кочетов кӳлепине (статуэткине) парнелерӗ.

Михаил Бабич кадет корпусӗнче хӗрачасене вӗрентесси пирки те сӑмах пуҫарчӗ. Вӗсене вӗренмешкӗн тата пурӑнмашкӑн лайӑх условисем йӗркелес ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухмаллине палӑртрӗ. Хӗрачасемпе ятарлӑ педагогсем ӗҫлӗҫ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать