Хĕлле урапа хатĕрле...
Урамра хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕ хуçаланать. Çанталăк самаях сивĕтрĕ, кун кĕскелсех пырать. Чылай вăхăт хуп-хура тумлă пулнă сад-пахча шурă юрпа хупланни пахчаçă чĕринче кăштах юлхавлăх та çуратать, тинех канма, хĕрÿ ĕçсене çуркуннене хăварма юрать темелле пек. Анчах ку туйăнать çеç, пахчаçăшăн кирек епле ĕç те çулталăкĕпех тăсăлать, пухса илнĕ тухăçа лайăх упрамалла, çитес çулхи тухăç пирки халех, пушаннă çĕр мамăк кĕрĕк айĕнче тĕлĕрнĕ чухнех шухăшламалла.




Çĕнĕ çул çывхарать. Кашниех унран асамлăх кĕтет, çитес çул иртнĕ кунсенчен лайăхрах, телейлĕрех пуласса шанать. Уяв çывхарнă май кил-çурта тĕрлĕ теттепе илемлетме, ăлка лартма пуçларăмăр. Хула та каçсерен тĕрлĕ çутăпа ытларах та ытларах ялкăшать. Шупашкарти Т.Кривов урамĕнчи общежитисенчен пĕринче пурăнакан Ильинсем те кашни çулах уява çемьепе хаваслăн кĕтсе илнĕ.
Çăл куç иртен-çÿрене сиплĕ шывпа сăйласа ăша кантарать, юхан шывпа пĕрлешсе анлă çула тухать. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ илекен Таня Шакмаковăпа Настя Макаровăна та çăл куçпа танлаштарас килет. Хăйсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе вĕсем тус-тантăшне, шкул ачисене тĕслĕх кăтартаççĕ, район маттур çамрăксемпе пуяннине çирĕплетеççĕ.
Çак кунсенче тĕп хулари Миттов бульварĕнче ача сачĕ уçăлчĕ. Капмар та хитре çак çурта çулталăкри чи юратнă уяв - Çĕнĕ çул умĕн хута ярассишĕн «Стройсфера» ООО строителĕсем çав тери тăрăшнă, палăртнине пурнăçа кĕртнĕ.
Раштав уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» ФСКра кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXX турнир иртрĕ. Унта çĕр-шыври 8 регионти тĕрлĕ ÿсĕмри 300 яхăн спортсмен вăй виçрĕ. 





