Хĕлле урапа хатĕрле...

13 Дек, 2013

Урамра хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕ хуçаланать. Çанталăк самаях сивĕтрĕ, кун кĕскелсех пырать. Чылай вăхăт хуп-хура тумлă пулнă сад-пахча шурă юрпа хупланни пахчаçă чĕринче кăштах юлхавлăх та çуратать, тинех канма, хĕрÿ ĕçсене çуркуннене хăварма юрать темелле пек. Анчах ку туйăнать çеç, пахчаçăшăн кирек епле ĕç те çулталăкĕпех тăсăлать, пухса илнĕ тухăçа лайăх упрамалла, çитес çулхи тухăç пирки халех, пушаннă çĕр мамăк кĕрĕк айĕнче тĕлĕрнĕ чухнех шухăшламалла.

Сад-пахчара юр ытларах пухма тăрăшмалла. Сивĕ вăхăтра вăл нумай çул ÿсекен культурăсен лаптăкĕсене хÿтĕлесе хăварма май парать. Çуркунне вара ирĕлнĕ май лаптăксене çителĕклĕ нÿрĕк илме пулăшĕ.

Хуçалăхри тĕп ĕçсенчен пĕри - пахча çимĕçпе вăрлăхлăх çимĕçсем, тăварланă-маринадланă çимĕçсем еплерех упраннине асăрхасси. Енчен те эсир упрамашкăн кĕркунне лайăх пахалăхлă çимĕçсем уйăрса хунă тăк – йĕркеллĕ температура, нÿрĕк виçи пулсан, вĕсен упранăвĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Çапах хушăран та пулин нÿхрепри, путвалри, буртсенчи çимĕçсен пахалăхне тĕрĕслеме тăрăшăр. Кирлĕ пулсан температурăна, нÿрĕке алăксене уçса йĕркелĕр.

Теплицăсемпе усă куракансем вĕсенче ешĕл ÿсен-тăрана тымарсенчен ÿстерме пултараççĕ.

Хĕллехи вăхăтрах вырăнти удобренисем / кĕл, тислĕк, кайăк-кĕшĕк каяшĕ/, парниксем валли биотопливо хатĕрлĕр. Ирĕклĕ вăхăтрах пахча çимĕçсемпе ытти культурăна акмалли плансем палăртăр, парниксен рамисене, ĕç хатĕрĕсене юсама тăрăшăр. Çак ĕçсем каярахпа, çурхи вăхăтра сирĕн ĕç-хĕле чылай ансатлама пулăшĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.