Комментировать

13 Дек, 2013

Ют патшалăх ÿнерçисене тĕлĕнтернĕ

Çăл куç иртен-çÿрене сиплĕ шывпа сăйласа ăша кантарать, юхан шывпа пĕрлешсе анлă çула тухать. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ илекен Таня Шакмаковăпа Настя Макаровăна та çăл куçпа танлаштарас килет. Хăйсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе вĕсем тус-тантăшне, шкул ачисене тĕслĕх кăтартаççĕ, район маттур çамрăксемпе пуяннине çирĕплетеççĕ.

Настьăпа Таньăна уйрăлми туссем кăна мар, йĕкĕреш те тейĕн. Вĕсене чун киленĕçĕ çыхăнтарать. Мĕнпе аппаланма юратаççĕ-ха пикесем? Икĕ тантăш тĕрлĕ тĕслĕ сăрă тĕнчине иленнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ÿкерме юратаканскерсен çак туртăм нихăçан та пăчланман. Пачах урăхла. Çулран-çул вăй илсе, турат çумне турат хушса сарăлакан йывăç пек вĕсем те ÿснĕçемĕн пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Кашнинех турă панă пултарулăх пур-тăр, ăна вăхăтра курса аталантарма пĕлмелле çеç. Таня Шакмаковăпа Настя Макарова 1-мĕш класа çÿреме пуçласан район центрĕнчи ача-пăча искусство шкулне çырăннă. Пĕри - хореографи, тепри музыка уйрăмне суйланă. Анчах çур çул та иртмен - Таня ташлама юратманнине ăнланнă. Кружока текехрен кайман. Каникул вăхăтĕнче лагерьте пĕрре мар пулнăскер унта канакан ачасемпе пĕрле ал ĕçне хăнăхнă. Настя садике каймассерен воспитатель çумне ларса вăл фортепиано каланине куç илмесĕр сăнанă. Пÿрнесем клавишсем тăрăх епле чупнине пăхаканскер воспитателе вĕрентме йăлăннă. Хĕр пĕрчи çапла илемлĕ кĕвве итлеме, юратма вĕреннĕ. Кĕçĕн классен ÿсĕмĕнчен тухсан икĕ тантăш пĕр шухăшлă пулса ÿнер уйрăмне кайнă. Унта такам сĕннипе мар, хăйсемех çул тытнă. Пĕр ÿкерчĕк хыççăн тепри кун çути курнă.

Йышăннă йĕрке тăрăх - тăватă класс пĕтерни вĕренÿ вĕçленнине ăнлантарать. Çапах чи-чи пултаруллисен, малалла аталанма тĕллев тытнисен, унта юлма май пур. Настя ÿкерÿ мелĕсенчен ытларах - граттажа, Таня батика кăмăллать. Çамрăк ÿнерçĕсем Надежда Абдюшева педагогăн кашни сĕнĕвне ăса хываççĕ. Унсăрăн çитĕнÿ тăвайăн-и? Тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ку кăна та мар. Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Фарит Гибатдинов тĕрлĕ çĕр-шыва кайсан вĕренекенсен ĕçĕсене пĕрле илнĕ, вĕсене куравсене тăратнă. Шакмаковăпа Макаровăн ÿкерчĕкĕсене Франци, Итали, Турци ÿнерçисем, гражданĕсем пысăк хак панă. Вĕсене шкул ачисем ÿкернине ĕненменни пирки Фарит Абдулловича куçран пăхса каланă.

Паллах, икĕ пикен ĕçĕсене Чăваш Енре пурăнакансен те курса хаклама май пур. Çак уйăхăн 5-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Çĕр тата çынсем» музейре «Пултарулăх калейдоскопĕ» курав уçăлнă. Унта кайса куракансенчен чылайăшĕ выставкăна 10-мĕш класра ăс пухакансем йĕркеленине, чăнах та, тÿрех ĕненмĕ. Ĕçсене сăнанă май асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăнать. Тарăн шухăш пытаннă, хăйне евĕр ÿкерчĕксене пĕрре курса çаврăннă хыççăн тепре те пăхас килет. Вĕсем кашни ÿсĕмри çынна чарăнса тăрса сăнама хистеççĕ.

- Эпир 2011 çултах курав йĕркелесшĕнччĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула палăртнă вăхăтра май килмерĕ. Уншăн пăшăрханмастпăр, мĕншĕн тесен выставкăна тата та пуянлатрăмăр, - хавхаланса калаçрĕç маттурсем.

Вĕренекенсен ăсталăхĕ ÿкерчĕксенче кăна мар, ытти ĕçре те палăрать. Вĕсем пластикран алка-вăчăра ăсталаççĕ. Чылайăшне тус-тантăшне, тăванĕсене парнеленĕ ĕнтĕ. Ÿркенменскерсем хăшĕ-пĕрне çакса çÿреççĕ.

Юлашки вăхăтра анлă сарăлнă «Упапа Маша» мультфильма курман çын çук-тăр. Ăна шăпăрлансем кăна мар, ар-хĕр те, çитĕннисем те юратса кураççĕ. Асăннă мультфильм сăнарĕсене Настьăпа Таня килĕштерни каламасăрах сисĕнчĕ. Икĕ тус вĕсене те тăм çăрса-йăваласа тунă. Музейре йĕркеленĕ курава пыракансене Упапа Маша хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Вĕсем çине пăхсан сисеймĕн те - сăн-питре йăл кулă вылять, чунра ăшă туйăм вăранать. Савăнăç кÿрекенскерсене районта йĕркеленĕ Акатуя илсе тухнă. Ачасем вĕсенчен уйрăлма пĕлмен, пĕрле сăн ÿкерĕннĕ.

Настя Макарова туйăмсене ÿкерчĕк кăна мар, сăвăсем вулани те, музыка инструменчĕ калани те кăтартнине систерчĕ. Гитара калама пĕлекенскер вырăс классикĕсен хайлавĕсемпе сăввисене çĕр çывăрмасăр вулама хатĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ хĕр гуманитари ăслăлăхĕсене тарăнрах вĕренесшĕн. Таня вара архитектор профессине килĕштерет. Вăл Казимир Малевич пурăннă тăк унран хура тăваткала мĕншĕн ÿкернине ыйтĕччĕ.

Иртнĕ çулла шкул ачисем çемйисемпе аякри тăрăха кайса курнă. Таня - Геленджика, Настя Абхазие çитнĕ. Шел те, вĕсем унта тавралăха ÿкермен. Апла пулин те сăн ÿкерчĕксене пăхса, иртнĕ хаваслă кунсене куç умне кăларса шурă хут çине куçарма палăртаççĕ. Иккĕленместĕп: тĕрлĕ предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнакан пикесем кирек мĕнле профессие суйласан та алăран киçтĕк ямĕç, искусствăпа интересленекенсене чун апачĕпе сăйлĕç.

 

Елена ТРОФИМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.