«Малашне те ăсталăхăрпа савăнтарăр!»
РСФСР тата ЧАССР халăх артистки Нина Григорьева Чăваш Ен сцена искусствине аталантарма пысăк тÿпе хывнă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăл вылякан спектакльсене пин-пин çын пырса курнă. Нина Ильинична калăпланă Нарспи, Пинерпи, Ахмур, Айгуль, Селиме тата ытти сăнар халăх асĕнче яланлăх тăрса юлнă, чăваш театрĕн ылтăн çÿпçине кĕнĕ. Чăваш Республикинче, Раççейре ырă ята тивĕçнĕ артистка 75 çул тултарчĕ.






“Лидия Изекеева юрлать”, - кĕрет хăлхана Чăвашрадио дикторĕн çепĕç сасси. “Кĕвви те, сăвви те Лидия Изекеевăн”, - пĕлтерет час-часах тĕрлĕ концертра конферансье. Çак ят тăтăшах илтĕнме пуçланине кура ăна редакцие чĕнес кăмăл çуралчĕ: кам-ха вăл çапах та - Лидия Изекеева? Ăçти хĕр пĕрчи? Мĕнле сывлăшпа тулса хăш çулпа утса çÿрекенскер?
Республикăри пĕчĕк тата вăтам бизнесри хĕрарăм предпринимательсем хăйсен пĕрремĕш слетне шăпах Раççей конституцийĕн кунĕнче пухăнни ăнсăртран мар - кирек мĕнле ĕçе те саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелесен вăл ăнăçасси никама та иккĕлентермест. Шăпах çак шухăша палăртрĕ те Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева пухăннисене уявпа саламланă май.
Раштавăн 7-8-мĕшĕсенче “Хыпар” хаçат тимĕр вăййипе туслисене Пĕтĕм Раççейри XXX турнира йыхравларĕ. Ку хутĕнче ăмăрту Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа спорт керменĕнче иртрĕ
Конституци 20 çул тултарнине паллă тунă кун Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Кремлĕн чи пысăк залĕнче - Георгий залĕнче - сăмах илчĕ. Ку темиçе енĕпе юбилейлă Çыру пулчĕ. Шучĕпе вăл - 20-мĕш, Путиншăн вара - 10-мĕш. 





