Архив - Апр 2020 - Тантăш

апреля 2nd

2 Апр, 2020

Ҫӑмламас тусӑм

Манăн юратнă йытă пур. Вăл Тапсик ятлă. Шкула кайман кунсенче эпир унпа кунĕпех пĕрле. Тапсик хитрескер, çăмламас, куçĕ пысăк та ăслă. Вăл манпа пĕр çулта. Эпĕ хамăн çуралнă куна паллă тунă чухне ăна тутлăрах çитерме тăрăшатăп, торт касăкĕпе сăйлатăп.

2 Апр, 2020

Тӗрӗслӗх яланах хисепре

«Тĕрĕслĕх — тӳпере, трĕсмарлăх — çĕр çинче», — ваттисем ахальтен каламан. Мĕншĕн-ха вăл çавăн пек?

Юлашки вăхăтра çын­сем тĕрĕсмарлăха ĕненеççĕ те начарри пирки кăна шухăшлаççĕ. Кашни çын хăйĕн пурнăçне хăй суйлать, хăйĕн валли шанчăклă юлташ тупма тăрăшать. Анчах ăна та хăш чухне шанма юрамасть.

2 Апр, 2020

Шывăн турачӗ çук

— Чĕр чун мана куçран пăхса тархасларĕ те… — çапла аса илчĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Алиса Копытовская. Вăл каникулта икĕ юлташĕпе урамра вылянă чухне Хевеш урамĕ çывăхĕнчи çырмана аннă.

Страницы