- Чăвашла верси
- Русская версия
Шывăн турачӗ çук
— Чĕр чун мана куçран пăхса тархасларĕ те… — çапла аса илчĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Алиса Копытовская. Вăл каникулта икĕ юлташĕпе урамра вылянă чухне Хевеш урамĕ çывăхĕнчи çырмана аннă.
Инкеке çакланнă йытă
Хĕрача каласа кăтартнă тăрăх, вĕсем шыв хĕрринче унталла-кунталла чупакан йытта асăрханă. Алиса вăл шыв ĕçесшĕннине ăнланнă та кăштах çеç шăннă пăра катса йытта шыв ĕçме май туса панă. Акă сисмен те, чĕр чун шыва кĕрсе ӳкнĕ. Хĕрача уншăн хыпăнса ӳкнĕ. Вăл шухăшласа тăмасăрах ăна çăлма шыва пĕшкĕннĕ. Йĕп-йĕпескерне туртса кăларнă-ха, анчах хăй кĕрсе ӳкнĕ. Ăна пулăшма Ника аллине тăснă, анчах хăй йывăрлăха çакланнă. Вĕсене çăлмашкăн Лера та васканă. Юлташсем шыва кĕрсе ӳкнĕ.
— Никăпа Лера тухрĕç, эпĕ вара ура тĕпĕ лекнине туймарăм. Темĕнле майпа пысăк чул патне çитсе чарăнтăм. Те хăранипе, те сивĕ шыва пула чĕтренине туйрăм. Çыран хĕрринчи çăлăннă йытта курсан çапах хама лăплантарма тăрăшрăм. Ăна питĕ хĕрхентĕм-çке! Мана юлташ хĕрачасем хăйсем патне пыма чĕнчĕç. Чул патĕнчен кайсан каллех хăрушлăха кĕрсе ӳкрĕм. Эпĕ вырăн-вырăнпа тарăннине пĕлмен те, — каласа кăтартрĕ Алиса. Инкеке лекнĕ юлташсене пулăшма васкас текен пулман, пачах тепĕр май, ытти ача айккинчен телефон çине ӳкернĕ. Юрать, пĕр арçын асăрханă шкул ачисене.
— Çав палламан арçын пушмакне, курткине хыврĕ те ман пата васкарĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Елена ЛУКИНА.
Комментировать