Архив - 2 Апр, 2020 - Тантăш
Ҫӑмламас тусӑм
Манăн юратнă йытă пур. Вăл Тапсик ятлă. Шкула кайман кунсенче эпир унпа кунĕпех пĕрле. Тапсик хитрескер, çăмламас, куçĕ пысăк та ăслă. Вăл манпа пĕр çулта. Эпĕ хамăн çуралнă куна паллă тунă чухне ăна тутлăрах çитерме тăрăшатăп, торт касăкĕпе сăйлатăп.
Тӗрӗслӗх яланах хисепре
«Тĕрĕслĕх — тӳпере, трĕсмарлăх — çĕр çинче», — ваттисем ахальтен каламан. Мĕншĕн-ха вăл çавăн пек?
Юлашки вăхăтра çынсем тĕрĕсмарлăха ĕненеççĕ те начарри пирки кăна шухăшлаççĕ. Кашни çын хăйĕн пурнăçне хăй суйлать, хăйĕн валли шанчăклă юлташ тупма тăрăшать. Анчах ăна та хăш чухне шанма юрамасть.