Архив - Июн 2017 - Тантăш

июня 15th

15 Июн, 2017

Кашни ачан аталанма май пулмалла

Саккăрмĕш çул ĕнтĕ Атăлçи тăрăхĕнчи пултаруллă ачасем «Çăлтăр сехечĕ» фестивале пухăнчĕç. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ гала-концерта интернатра пурăнакан 120 ытла ача килсе çитрĕ. Вĕсем пурте — регион шайĕнче иртнĕ конкурсăн çĕнтерÿçисем.

15 Июн, 2017

Çар чаçĕнче — лагерьте

Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчи çар чаçĕнче федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи «Гвардеец» хÿтĕлевпе спорт лагерĕн пĕрремĕш смени пуçланнă. Пирĕн республикăран унта Патăрьелти 1-мĕш, Шупашкарти 47-мĕш, Республикăри кадет шкулĕсем, Çĕнĕ Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ М.М.Кузнецов ячĕллĕ кадет тата Канаш хулинчи патшалăх службипе управленийĕн лицейĕсем хутшăнаççĕ.

июня 9th

9 Июн, 2017

Тĕрлĕ тĕспе илĕртет «Асамат кĕперĕ»

Вăраха тăсăлнă вĕренÿ çулĕ хыççăн ачасем лагерьте канаççĕ, çул çÿреве тухаççĕ. Пĕр-пĕр тинĕс хĕррине çитсе курас тĕллевлисем те пур. Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене çÿрекен те чылай.

Куславкка районĕнче кăçал 505 ачана канмашкăн 12 шкулта лагерь уçăлнă. Вĕсене сахал тупăшлă çемьесенчен 230 ача çÿрĕ. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра палаткăсен пĕр лагерĕ ĕçлет.

Кану усăллă иртĕ

9 Июн, 2017

Кĕнекере çуккине те шыраса тупать

Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткино шкулĕнче вĕренекен Люба Сультеева — нумай пĕлме тăрăшакан хĕр ача. Вăл шкул программипе кăна çырлахмасть, тавра пĕлÿпе кăсăкланать. Пултаруллă пике — облаçри чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн хастарĕ. Гуманитари ăслăлăхĕсене тарăнрах вĕренме тăрăшнă май тĕпчев ĕçĕ нумай ирттерет вăл.

9 Июн, 2017

Тĕлĕнмелле курав

Пирĕн шкулта интереслĕ курав иртрĕ. Ăна Шупашкарти ентеш, отставкăри подполковник Петр Капитонов, илсе килчĕ. Вăл нумай çул çарти рационализаци тата тĕпчев ĕçĕсемпе кăсăкланнă, 50 ытла изо¬бретени авторĕ. Паллă ентеш 9 медале тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл вăхăта ахаль ирттермест. Электромеханика тата электричество теттисемпе ачасене кăсăклантарать. Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче те нумай çул кружок ертсе пынă.

9 Июн, 2017

Хистенипе мар, чун туртăмне кура

Нумаях пулмасть Чĕмпĕрте иртнĕ «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» фестиваль-конкурс пиллĕкмĕш хутчен иртнĕ. Унта Чăваш Ен чысне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Кузнецовсем хÿтĕленĕ. Вĕсем «Яваплă ашшĕ-амăшлăх» номинацире çĕнтернĕ. Андрейпа Алевтинăн — виçĕ ача. Асли Максим Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта — 5-мĕш класра, вăталăххи Ульяна 2-мĕш класра вĕренеççĕ. Кĕçĕнни Матвей — 1,3 çулта.

июня 8th

8 Июн, 2017

Шумахер çулне суйланисем

Москакасси шкулĕн ачисем картингпа туслă тенине илтсен кунта тĕлĕнмеллиех çук-ха тесе шухăшларăм, çапах та ачасен чун киленĕçĕ пирки ыйтса пĕлесех терĕм. Вĕсем машинăсем пирки калаçма тытăнсан тинех хам йăнăша ăнлантăм: эпĕ «картинг» сăмаха «карвингпа» /улма-çырлана е пахча çимĕçе илемлетсе каскаласси/ пăтраштарнă иккен!

Страницы