Комментировать

8 Июн, 2017

Шумахер çулне суйланисем

Москакасси шкулĕн ачисем картингпа туслă тенине илтсен кунта тĕлĕнмеллиех çук-ха тесе шухăшларăм, çапах та ачасен чун киленĕçĕ пирки ыйтса пĕлесех терĕм. Вĕсем машинăсем пирки калаçма тытăнсан тинех хам йăнăша ăнлантăм: эпĕ «картинг» сăмаха «карвингпа» /улма-çырлана е пахча çимĕçе илемлетсе каскаласси/ пăтраштарнă иккен!

Карт клуба шкул ачисем кăна мар, вĕренсе тухнисем те çÿреççĕ. Ертÿçи — Олег Решков. «Пирĕн клуб 90-мĕш çулсенчех уçăлнă, — каласа пачĕ Олег Вячеславович. — Малтан хам та унта çÿреттĕм. 2000-мĕш çултанпа вара кунта ĕçлетĕп. Кунсăр пуçне эпĕ пĕр сервисра автомобильсем юсатăп».

Пĕрисем карт клуба — 4-мĕш класран, теприсем 6-мĕшĕнчен çÿреме тытăнаççĕ. Мĕнпе илĕртет-ха вăл арçын ачасене? Руль умне ларсан çунат хушнăн туяççĕ ахăртнех. «Хăв хутшăнса курмасăр çак туйăма ăнланаймастăн», — терĕ клуб ертÿçи. Эппин, ăна юмахра та калаймăн, çырса та кăтартаймăн… Эх!

Чун киленĕçĕ хавхалантарса тăнăран кăçал ачасем республика ăмăртăвне йĕркелес ĕçе те хастар хутшăннă. Ивановка ялĕ çывăхĕнче питĕ тăрăшса ĕçленĕ, карт уйĕ хатĕрленĕ вĕсем. Трасса тума шутсăр йывăррине Митя Степанов та çирĕплетрĕ. Пушар машинипе шыв турттарнă, ачасем вара пăра якатса йĕркене кĕртнĕ. Сăмах май, çав ăмăртура вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă! Çĕнтерĕвне никама та парасшăн пулман.

Муркаш районĕнче кăна çак клуба тÿлевсĕр çÿреме пулать, ку — ял ачисемшĕн питĕ меллĕ. Республика ăмăртăвĕсене Мо¬скакасси картингисчĕсем час- часах хутшăнса мала тухаççĕ.

Картинг — Артем Гавриловшăн хобби. «Пысăкрах çитĕнÿсем тăвас, пĕтĕм Раççейĕпе çÿрес, картинга хутшăнса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курас килет. Эпĕ «Формула-1» пăхма юрататăп. Манăн кумир — Данил Квят. Унран тĕслĕх илме тăрăшатăп», — пытармарĕ арçын ача. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.