Шумахер çулне суйланисем
Москакасси шкулĕн ачисем картингпа туслă тенине илтсен кунта тĕлĕнмеллиех çук-ха тесе шухăшларăм, çапах та ачасен чун киленĕçĕ пирки ыйтса пĕлесех терĕм. Вĕсем машинăсем пирки калаçма тытăнсан тинех хам йăнăша ăнлантăм: эпĕ «картинг» сăмаха «карвингпа» /улма-çырлана е пахча çимĕçе илемлетсе каскаласси/ пăтраштарнă иккен!