- Чăвашла верси
- Русская версия
Ялтан тухмасăр тĕнче кураймăн
Ку шкул халăх ташшин «Калинка» ансамблĕпе те паллă. Ертÿçи Ирина Петрова çак ĕçре 23 çул тăрăшать. Темиçе пултарулăх ушкăнĕ те вĕрентсе кăларнă вăл. Ачасем «Калинкăна» 1-мĕш класранпах çÿреççĕ, район, хула, республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссене те хутшăнаççĕ. «Кăçал çаксем витĕр йăлтах тухрăмăр. Çĕнтерме тĕллев лартрăмăр та пурнăçларăмăр вара», — пĕлтерчĕ Ирина Васильевна.
Пултаруллă йыша Чăваш Енре кăна мар, Раççейри чылай регионра /Дагестан, Алтай, Крым/ пĕлеççĕ. Унран та ытларах — «Калинка» ансамбль çĕр-шыв тулашĕнче те, Молдавире тата Азербайджанра, пулса курнă! Мĕнле майпа унта çитнĕ-ха вĕсем?
«Йăлтах çамрăксен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн ертÿçипе Олег Цыпленковпа паллашнă хыççăн пуçланчĕ, — терĕ Ирина Васильевна. — Пĕрремĕш хут вăл пире 2011 çулта çул çÿреве йых-равларĕ, Дагестана кайнăччĕ ун чухне. Унтанпа акă 6-мĕш çул ĕнтĕ инçет вырăнсене тухса çÿретпĕр. Кăçал Байкала пĕтĕм чăваш Акатуйне çитесшĕн-ха, чăтăмсăр кĕтетпĕр. Ялтан тухмасăр тĕнче кураймăн. Кун пек вара хамăра та кăтартăпăр».
Инçе çула тухсан пултарулăх ушкăнĕ палăртнă вырăнта кăна пулмасть-çке. Çула май чăвашсем пурăнакан ытти ял-хулана та кĕрсе тухать, концертпа савăнтарать. Сăмахран, Дагестана кайнă чухне Пушкăртра та, Алтая çул тытнă май Челябинскра та пулнă.
Пĕрремĕш хутĕнче Дагестан кăштах шиклентернĕ те иккен. «Чечен халăхĕ пурăнакан вырăна лекрĕмĕр, — аса илет ансамбль ертÿçи. — Чечен каччисем пирĕн хĕрсене курсан саранча пекех явăнса çÿрерĕç. Пур çĕрте те пире бронежилетлă çынсем чаратчĕç. Кăштах вăрçă сывлăшĕ сисĕнетчĕ. Иккĕмĕш хутĕнче вара кумык халăхĕ патне лекрĕмĕр. Вĕсем пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, сăпайлăхĕпе чăвашсем пекех туйăнчĕç».
«Калинка» хĕрĕсене Алтайра та питĕ килĕшнĕ. Уйрăмах Эл-Ойын уявĕ асра юлнă, чăвашсен Акатуйĕ пекех иккен вăл. Унта пур Алтай çынни те пуçтарăнать. Пĕр-пĕринпе калаçнă май чăвашсемпе алтайсен пĕрешкел сăмахсем пурри те палăрнă. Тепĕр тесен, тăванла халăхсем- çке эпир.
Азербайджан тĕп хули Баку илемĕ çинчен илтме тÿр килнех ĕнтĕ. «Калинка» ансамбль вара унта пулса та курнă, «Бриллиантовая рука» совет фильмне ÿкернĕ вырăнта уçăлса çÿренĕ.
Халĕ ачасен экзамен вăхăчĕ пырать. Вăл вĕçленсенех вара халăх ташшин «Калинка» ансамблĕ Акатуя хатĕрленме пуçлĕ. Тĕлĕнтермĕш вырăнсене çитсе чăваш ташшипе савăн-тарасси тата малалла пулĕ-ха вĕсен!
Комментировать