Архив - 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

сентября 7th

7 Сен, 2017

Халăх шухăшне пĕлесшĕн

Чăваш Енре обществăпа политика лару-тăрăвне хаклас тĕллевпе тĕпчев ирттересшĕн. Çавна май ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ уçă конкурс ирттерет. Контракт хакĕ — 1 миллион та 280 пин тенкĕ. Социаллă тĕпчев ирттерекен организацин документсене авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен хатĕрлесе памалла.

7 Сен, 2017

Вăрманти утаршăн – штраф

ЧР Çут çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри вăрмансенче саккуна пăсса вĕлле хурчĕсене вырнаçтарнă 20 тĕслĕх тупса палăртнă. Çавна май ку тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă.

РФ Вăрман кодексĕн 38-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, вăрманта утар тытма ирĕк пур, анчах çĕр лаптăкне тара илме е укçасăр усă курма ыйтса çырмалла. Кирлĕ документсемпе ЧР Çут çанталăк министерствине çитмелле. Унсăрăн вăрманта вĕлле хÿрчĕсем тытнăшăн штраф тÿлеме тивĕ.

7 Сен, 2017

Даниилăн — икĕ медаль

Нумаях пулмасть шашкăлла выляс енĕпе тĕнче чемпионачĕ вĕçленнĕ. Вăл пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Болгарири Кранево салинчи «Аквалайф» спорткомплексра иртнĕ. 14 çĕршывран çитнĕ 200 ытла шашист чемпион ятне çĕнсе илессишĕн хастар тупăшнă.

7 Сен, 2017

Хуралăн чи лайăх ертÿçи

Çак ята Шупашкарти ятарлă пушарпа çăлав чаçĕн аслă лейтенанчĕ Евгений Долгов тивĕçнĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» фестивале хутшăнса республика тапхăрĕнче палăрнă.

Август 31st

31 Авг, 2017

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçласшăн

Çар çыннин профессийĕ яланах сумлă пулнă. Çĕршыва сыхласси — арçыннăн чи пысăк тивĕçĕ. Ĕлĕк салтакра пулман йĕкĕтсене хисеплемен. Чăваш Енре ÿснĕ, халĕ çар учили-щинче вĕренекен курсантсем пирки каласа кăтартас килет.

31 Авг, 2017

«Коля вырăнне никам та йышăнаймасть»

Чăваш эстрадинче çутă телейне шыракан кашни юрăçăн хăйĕн шăпи, савăнăçĕ-хурлăхĕ. Любовь ГОРДЕЕВА пултарулăх сукмакĕ çине мăшăрĕпе Николай Гордеевпа пĕрле тăчĕ. Вăтам пÿллĕ, уçă сасăллă, илемлĕ чунлă Люба упăшкипе, тусĕсемпе, пĕччен юрласа кĕске вăхăтрах хăйĕн итлекенне тупрĕ. Юратнă мăшăрĕ кĕтмен çĕртен ĕмĕрлĕхех куçне хупнă хыççăн хăрах çунатсăр тăрса юлчĕ пулин те хуçăлса ÿкмерĕ вăл. Юрă ăна хăйĕн вăйне шанма, суйласа илнĕ сукмакпа пĕр такăнмасăр малалла утма хавхалантарать. Любăпа мана унăн çывăх тусĕ Катя Петрова юрăç çывăхрах паллаштарчĕ.

31 Авг, 2017

Тухтăрсем планшетпа усă курĕç

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти васкавлă медпулăшу тытăмĕнче ĕçлекен тухтăрсем малашне пациентсем çинчен информацие планшет урлă илĕç.

Страницы