- Чăвашла верси
- Русская версия
Питĕрти çамрăксем ял уявĕнче чăвашла юрланă
Кашни халăхăн хăйне евĕр чĕлхе. Вăл — наци пуянлăхĕ. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: Чăваш Енре анатри тата тури чăвашсен калаçăвĕ кăштах уйрăлса тăрать. Пĕрремĕшĕсем «минтер», «пур», «çук» теççĕ, иккĕмĕшĕсем вара «çитар», «пор», «çок». Пĕр районта пурăнакансемех тĕрлĕрен калаçма пултараççĕ. «Пĕчĕк терт», «тĕрĕнчĕк», «мăнра», «тĕпчĕк» сăмахсене илтнĕ-и эсир? Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче вара ун йышши чылай сăмахпа усă кураççĕ. Вĕсене республикăн нихăш кĕтесĕнче те илтеймĕн. Унта пурăнакансен калаçăвĕ Николай Ашмарина та кăсăклантарнă. XX ĕмĕр вĕçĕнче вăл Пушкăртра вунă кун пурăннă, калаçу уйрăмлăхне тĕпченĕ. Николай Иванович хăйĕн словарьне унта илтнĕ сăмахсене те кĕртнĕ. Мускав лингвисчĕсем те çак яла пĕрре мар килсе кайнă. Кăçал ку тăрăха Санкт-Петербургри лингвистика тĕпчев институчĕн ĕçченĕсемпе пулас филологсем çитнĕ. Вĕсем ял çыннисен калаçăвне диктофон çине çырса илнĕ, латин сас паллисемпе усă курса фонетика тишкерĕвне тунă тата кĕске калавсене вырăсларан чăвашла куçарнă.
Николай Ашмарин та тĕпченĕ
Раççей наукисен академийĕн Петербургри лингвистика тĕпчев институчĕ 2001 çултанпах çĕршыври наци чĕлхисене тĕпчет. Студентсене практикăна илсе каяс тĕллевпе кăна мар, вырăнти халăха тăван чĕлхе пĕлтерĕшне аса илтерес тесе те йĕркелеççĕ çакна. Пушкăрт çыннисем çамрăк филологсене хапăлласах йышăннă, кашниех пулăшма ăнтăлнă. Ялти шкул вĕрентекенĕсем текстсене вырăсларан чăвашла е тепĕр май куçарма пулăшнă. Çак ĕçе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Тобоева та хастар хутшăннă. Шăпах вăл Питĕр студенчĕсене кĕтсе илнĕ, ял çыннисемпе паллаштарнă, çамрăксене шкула вырнаçма пулăшнă. «1898 çулта пирĕн тăрăхра Николай Ашмарин чĕлхеçĕ пулнă. Вăл пирĕн диалекта тĕплĕн тĕпченĕ. Эпĕ ку яла Красноармейски районĕнчен куçса килнĕ, Пушкăртра чылай çул пурăнсан та кунти пек калаçма хăнăхаймарăм. Хăйне евĕр сăмах питĕ нумай. Малтанхи вăхăтра ял çыннисене ăнланма питĕ йывăрччĕ. Вĕсем чăннипех те хăйсен диалекчĕн патриочĕсем, ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ. Питĕртен тĕпчевçĕсем килни чăн пушкăртла калаçакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ: ку тăрăхри диалекта, пуплеве упрама хистет. Ял çыннисем питĕ савăнчĕç», — каласа кăтартрĕ Светлана Ивановна. Малалла вулас...
Комментировать