Халăх шухăшне пĕлесшĕн
Чăваш Енре обществăпа политика лару-тăрăвне хаклас тĕллевпе тĕпчев ирттересшĕн. Çавна май ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ уçă конкурс ирттерет. Контракт хакĕ — 1 миллион та 280 пин тенкĕ. Социаллă тĕпчев ирттерекен организацин документсене авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен хатĕрлесе памалла.
Тĕпчев вăхăтĕнче çынсемпе кĕсье е стационарлă телефон урлă çыхăнĕç. Респондентсен республикăри пурнăç шайĕ мĕнлереххине, вырăнти влаçа мĕнле хакланине, патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕпе кăмăллă е кăмăллă маррине тата ытти ыйтăва уçăмлатмалла. Кăтартусене чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен хатĕрлемелле.