Комментировать

31 Авг, 2017

Маттур ывăлсем ÿстернĕшĕн ĕçе пырса тав тунă

«Мăшăрăмпа иксĕмĕр йышлă çемьере çитĕннĕ. Манăн та, унăн та 4 пĕртăван. Çавăнпах, тен, хамăр та 5 ачана пурнăç парнелерĕмĕр. Нумаях пулмасть аслă ывăлăн Кольăн виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ кун çути курчĕ. Малтанхисем — хĕр, халĕ чунран кĕтнĕ ывăл çуралчĕ. Савăнтăм куншăн. Ара, халĕ хулара пурăнакансем ача нумай çуратасшăн мар вĕт. Сашăн икĕ хĕр. Мишăн Есения çуралчĕ», — мăнукĕсем пирки калаçнă чухне Валентина Искандаровăн пичĕ йăл кулăпа çиçрĕ. Çĕршыва юрăхлă ача çитĕнтересси — ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем. Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче пурăнакан Искандаровсем ачисемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ.

Валентина Семеновнăпа Алексей Михайлович 37 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Телейлĕ вĕсем: ачасемпе мăнуксем, пысăк хуçалăх, картиш тулли выльăх пур. Кил хуçипе арăмĕ çамрăках мар пулин те икĕ ĕне, пĕр тына, икĕ сысна çури усраççĕ. Пĕлтĕр çемье 3 ĕне тытнă, вăкăр çитĕнтернĕ. Сысна çăвăрлаттарни те пулнă. Кун чухлĕ выльăх усрама утă чылай хатĕрлемелле. Искандаровсем çăвĕпех ырми-канми ĕçлеççĕ. «Ĕнер çеç уйри ĕçсем вĕçленчĕç, юлашки утта тиесе килтĕмĕр», — пĕлтерчĕ 55-ри Валентина Семеновна. Ачисем ашшĕпе амăшĕн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахмаççĕ. «Анне, кирлĕ-и çакă сире? Тен, пĕр ĕне кăна усратăр? Лăпкă пурăнăр», — кĕçĕн хĕрĕ Роза час-часах çапла калать. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ Валентина Семеновнăпа Алексей Михайлович урăхла пурăнма пултараймаççĕ. Ачисемшĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Кăçал арăм пулса тăнă Роза çывăх çыннисене çапла калать: «Хам амăшĕ пулсан çеç эсир ачăрсене пулăшма чунран тăрăшнине ăнланăп пулĕ».

Искандаровсен юратăвĕ Пушкăрт ялĕнчех çуралнă. Валентина, 8-мĕш класс хыççăн Шупашкарти 12-мĕш училищĕре штукатур-маляра вĕреннĕскер, тăван тăрăхне таврăннă.

— Хамăн специальноçпа хуларах ĕç тупнăччĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула яла килтĕм. Кунта пир-авăр фабрики пурччĕ, çавăнта ĕçлеме пуçларăм. Алексее, пĕр ялта ÿснĕ пулин те, палламан. Ара, ял питĕ пысăк-çке. Колхозра комбайнерта ĕçлекен каччă ман пата çулталăк çул такăрлатрĕ. Унччен хальхи пек асфальт çул пулман — çырма урлă каçса çÿренĕ. 19 çулта арăм пултăм. Кайран хунямаран уйрăлса тухса хамăр çурт лартрăмăр, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Валентина Семеновна пĕр вăхăт пир- авăр фабрикинче тăрăшнă хыççăн шкула ĕçлеме куçнă. Пенсие тухиччен кăшт маларах лавккана куçма тивнĕ. Алексей Михайлович тивĕçлĕ канăва кайиччен вăхăт нумай юлман. Апла пулин те ахаль лармасть вăл, комбайн штурвалне чылай çул тытнăскер Чулхула облаçне вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет. Ăна погрузчик рульне шанса панă.

— Пилĕк ачаран пĕри çеç, Алиса, çемьеленмен-ха. Тин çеç качча тухнă Роза ĕçе вырнаçасшăн. Юридици факультетĕнче вĕреннĕскер кăçал диплом илчĕ. Пирĕн ывăлсем салтакран таврăнсан çак факультетра вĕренчĕç, ОМОНа ĕçе вырнаçрĕç. Мишăпа Сашăна пĕр кунра хĕсмете ăсатрăмăр. Миша — техникум, Саша училище хыççăн салтак атти тăхăнчĕ, — иртнине аса илсе малалла калаçрĕ кил ăшшин управçи. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.