Архив - Окт 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

октября 13th

13 Окт, 2016

Чĕринче вырăн пур

Евгений Кузнецов юрăçа клипра хĕрпе куртăм. Соцсетьре «Тăван радио» ĕçченĕ Ольга Элиме сăнÿкерчĕк вырнаçтарнă: Евгений эфира саккаспа пĕçернĕ торт йăтса пынă... Ольга, мĕн, унăн савни-им?
Вика МАКСИМОВА.
Çĕрпÿ районĕ.

13 Окт, 2016

Çурт хăпартнă

Чăваш эстрада юрăçи Алексей Московский чаплă çурт тăвать тенине илтрĕм. Питĕ капмар имĕш вăл. Çуртне ăçта хăпартать-ши? Пурăнма куçнă-и? Укçи-тенкине епле çитереççĕ-ши?
Марина ИВАНОВА.
Кÿкеç поселокĕ.

13 Окт, 2016

Хырлăх та, ырлăх та пур

Тăван ял кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çитĕннĕ май унта час-часах кайса çÿрейместпĕр пулин те тăван кил енне хывăннă сукмак, тавралăх, улăх-çаран, пĕлĕш-тăван нихăçан та асран тухмасть. Тăван кĕтес çывăх пулсан та юлашки çулсенче ялта тĕпленсе пурăнакан çамрăк палăрмаллах чакрĕ.

октября 6th

6 Окт, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 39 (6132) №. 6.10.2016

6 Окт, 2016

Купăс каласа ураран ÿкиччен ташлаттарать

ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕ Георгий Смирнов иккĕмĕш курсра çеç ăс пухать пулин те преподавательсемпе тантăшĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме ĕлкĕрнĕ.

6 Окт, 2016

Хуйха ăнланни чирпе кĕрешме вăй парать

Хурлăх курмасăр ырлăх мĕнне пĕлме çук теççĕ. Тăвансенчен хăшĕ те пулин усал шыçăпа чирленине пĕр кĕтмен çĕртен пĕлсен пурнăç çине пачах урăхла куçпа пăхатăн. Ун чухне тĕнче сан çине йăтăнма пултарассăн туйăнать. Тухтăрсем усал шыçă приговор маррине ĕнентерме тăрăшаççĕ пулин те ку чир шиклентерет.

6 Окт, 2016

Ачисене пăрахса ют тăрăха каяççĕ

«Ашшĕсĕр ача — çур тăлăх, амăшĕсĕр ача — хăр тăлăх», — тенĕ ваттисем. Шел, хăш-пĕр шăпăрланăн çывăх çыннисем пур çĕртех çак ята илтме тивет. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене тĕрĕс воспитани памасть е пачах пепки пурри çинчен манать. Паянхи кун Чăваш Енре 3158 тăлăх пурăнать. Вĕсен 95% тăван кил ăшшине урăх çемьере туйса ÿсет. Кун пирки эрнекун ЧР Правительствинче иртнĕ 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

6 Окт, 2016

Чăвашсене ирĕклĕхе туйтарасшăн

Тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра. Вĕсемпе паллашнă хыççăн чун савăнать, чĕрере шанчăк çуралать. Вĕсем таçти планетăран такамсем Чăваш çĕршывне килсе пирĕн пурнăçа улăштарасса кĕтмеççĕ, нимрен хăрамасăр, ÿркенмесĕр, чунри хавхаланупа чăвашлăх лавне туртаççĕ.

6 Окт, 2016

Вырмара çывăрма та вăхăт çук

5-6 çул каялла Ехремкассинче пурăнакан Олег Михайлов шăллĕпе Алексейпа пĕрле Мускава шапаша кайнă. Кашнине 45-шер пин тенкĕ шалу тÿлеме шантарнă. Мĕн тĕлĕнмелли пур ĕнтĕ: вĕсене те, чылай çын пекех, шăнман пăр çине лартса янă. Иккĕшне 8-шар пин тенкĕ, çул укçине саплаштармалăх, тыттарса янă.

6 Окт, 2016

Ĕмĕтри ывăлне ача çуртĕнче тупнă

Асакасси ялĕнче пурăнакан Валентинăпа Виталий Кузьминсем икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Кил ăшшин управçин 2 пепке çуратнă хыççăн тепĕр хут амăшĕ пулас килнĕ, вăл арçын ача çинчен ĕмĕтленнĕ.

Страницы